Ĕççи, хăрушсăрлăх тата çывхаракан суйлав
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Малтанах ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕççи мĕнле пынипе паллаштарнă. Хуçалăхсенче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 122,8 пин гектар çулнă — пĕтĕм лаптăкăн 42%. 316 пин тонна ытла тырă çапнă. Вăтам тухăç — гектартан 25,7 центнер /пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 21 центнер пулнă/.
Михаил Игнатьев министерствăна кĕрхи культурăсене акма хатĕрленекен хуçалăхсене май пур таран пулăшма хушнă. Кĕрхисен тухăçĕ пысăккине палăртнă май вăл ку енĕпе Елчĕк районĕнчи хуçалăхсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă — унта кăçал 50 пин тонна тĕштырă пухса кĕртме палăртаççĕ: «Совет саманинче те ун чухлĕ пулман», — тенĕ вăл.
Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин апат-çимĕç таварĕсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче республикăра потребитель хакĕсен индексĕ 103,1% танлашнă. Министр палăртнă тăрăх — çăмарта, аш, çу, вермишель, пахчаçимĕç хакĕсем утă уйăхĕнче чакнă. Çав вăхăтрах çĕртме уйăхĕнчен тытăнса çĕрулми нумай хакланнă, çакă ăна чикĕ леш енчен кÿнипе сăлтавланă. Сахăр хакĕ те ÿснĕ.
Михаил Игнатьев Чăваш Ен çĕрулми регионĕ пулнине аса илтернĕ, унăн хакне иккĕмĕш çăкăра çитĕнтерекенсем мар, ăна туянса халăха сутакансем ÿстереççĕ. Влаç органĕсен потребителе тата производителе хÿтĕлемелле. Эппин, Экономика аталанăвĕн министерстви, Шупашкар ертÿçисем ĕçлесе çитереймеççĕ.
Михаил Васильевич çавăн пекех тивĕçлĕ органсен аграрисен прависене хÿтĕлемелли пирки асăрхаттарнă. Вăл хăй Канаш районĕнче пулнă май граждансем сĕте халăхран сутăн илекенсем тĕлĕшпе кăмăлсăрланни çинчен каланă — 230 пин тенкĕ ытла парăма кĕрсе кайнă иккен. «Çапла майпа «вăрттăн схемăсемпе» усă куракансене, халăха укçа паманнисене сĕт пухма чармалла», — тенĕ вăл ĕне усракан уйрăм çынсене те, хуçалăхсене те пулăшмаллине палăртнă май.
Вĕренĕве вĕçленĕ çамрăксене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă темăпа вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова сăмах илнĕ. Вăл палăртнă тăрăх — ĕçпе çыхăннă ыйтăва татса паман выпускниксен йышĕ 8,2% танлашать. Экономикăпа управлени, информатикăпа шутлав техники тата юриспруденци специальноçĕсемпе диплом илнĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ĕçсĕр юлас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç рынокĕнче кирлĕ мар специальноçсемпе абитуриентсен шутне чакармаллине палăртнă, чи малтанах çамрăксене регион экономики валли кирлĕ профессисене вĕрентмелле.
ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков вырсарникун ТСК ларăвĕ иртни çинчен пĕлтернĕ. Унта 5 суйлав пĕрлешĕвĕн кандидачĕсен списокĕсене регистрацилес ыйтăва тишкернĕ. Республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне 7 парти хутшăнĕ.
Н.ЯКОВЛЕВ
Комментари хушас