Вăйăран вăкăр ан тухтăр

20 Утă, 2016

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем ачасен вăйă тата спорт площадкисене тĕрĕсленĕ. Çĕрпÿре, Кÿкеçре, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта хăрушлăх кÿрекен ача-пăча комплексĕсем пуррине палăртнă.

Пĕтĕмпе 45 ытла площадкăна тĕрĕсленĕ. Шел те, нумайăшĕ кивĕ, юхăннă — ачасен сывлăхĕшĕн хăрушлăх пур. Рейдсенче çакна та уçăмлатнă: нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи вăйă тата спорт оборудованине çĕнетеççĕ пулсан та чылай çĕрте киввисене вырăнтах хăвараççĕ — инкек пуласси те часах.

Тĕп хулара лару-тăру аван пек — çĕнĕ вăйă комплексĕ чылай. Анчах киввисем те çук мар. Иван Франко урамĕнчи 5-мĕш çурт патĕнчи площадкăна, сăмахран, курăк пусса илнĕ, оборудовани те тăйлăк-тайлăк. Çавăн пекех ОНФ членĕсем вăйă оборудованийĕ стандартсене тивĕçтермен, автотранспорт парковкисен е çырмасен çывăхĕнче вырнаçнă, вĕсен территорийĕсенче ачасене суран кÿме пултаракан япаласем пур тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнă.

«Ачасен комплексĕсемпе çыхăннă лару-тăру йывăр. Нумай ачаллă амăшĕ пулнă май эпĕ хамăн ачасене, мăнуксене çавнашкал площадкăсенче выляма ирĕк паман пулăттăм», — тет Халăх фрончĕн регионти штабĕн членĕ Лидия Христодулова. Мониторинг кăтартăвĕсем тăрăх муниципалитетсене тивĕçлĕ сĕнÿсем ярса парĕç.

Н.ЯКОВЛЕВ

 

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.