«Явăна» пула - çакланнă

6 Нарăс, 2015

Вăрмар районĕн сучĕн Шупашкарта пурăнакан 33 çулти Алексей Мидяков тĕлĕшпе палăртнă приговорĕ саккунлă вăя кĕчĕ. Арçын ют пурлăха вăрланăшăн суд умне тăчĕ.

Суд çирĕплетнĕ тăрăх - пĕлтĕрхи сентябрьте ÿсĕр Алексей Тăвай районĕнчи Чутейри ангара алăк ватса кĕнĕ. Унтан тĕрлĕ инструмент /сварка аппарачĕ, болгарка, дрель/, электрочейник, ĕç тумтирĕ вăрласа тухнă - пĕтĕмпе 43 пин ытла тенкĕлĕх.

Следстви вăхăтĕнче Мидяков айăпне йышăнман. Анчах преступлени пулнă вырăнта эксперт «Ява» сигарет тĕпне тупнă. Шар курнă çын вара аса илнĕ: Мидяковсăр пуçне унăн ĕçченĕсенчен нихăшĕ те «Ява» туртмасть. Алексей вара темиçе уйăх ун патĕнче ĕçлемест - ĕçкĕпе иртĕхнине пула ĕçрен кайма тивнĕ. Апла тăк...

Следстви судран ирĕк илсе Мидяковăн телефон шăнкăравĕсемпе кăсăкланнă. Шăпах преступлени пулнă çĕр вăл тата унăн икĕ пĕлĕшĕ Чутейре «йĕр хăварни» çирĕпленнĕ - телефонпа шăнкăравланă. Допросра Алексей пĕлĕшĕсем унпа пĕрле Тăвай районне килсе кайнине пĕлтернĕ. Мидяков гаражран хайхи инструментсене, ытти япалана илсе тухнине çирĕплетнĕ - «кусем манăн япаласем» тенĕ-мĕн. Трофейсене вăл тĕп хулана илсе килнĕ, тусĕ патĕнче вăхăтлăха хăварнă. Кайран вĕсене хăех илсе кайнă.

Çакăн хыççăн Мидяковăн преступлени тунине йышăнмах тивнĕ. Ангар хуçи ăна хĕненĕ те - ăна çакăншăн çапла тавăрнă, вăрланă пурлăха вара кăларса пăрахнă имĕш. Анчах хăйне хĕнени çинчен темшĕн полицие çийĕнчех пĕлтермен. Шар курнă арçынна Мидяковăн çак сăмахĕсем тĕлĕнтерсех янă. Вăл каланă тăрăх - Алексей МАЗпа ĕçлесшĕн пулнă. Анчах ĕçкĕпе туслăскере руль мĕнле шанса парăн? Хĕненĕ тени те - суя. Следстви те Мидяков сăмахĕсене ĕненмен. Ун патĕнче ухтару ирттернĕ май арестлемелли пурлăх та тупайман вĕт. Апла тăк хаклă инструментсене, ытти пурлăха вăл тем тесен те кăларса пăрахма пултарайман. Сутса янă ĕнтĕ, укçипе эрех илсе ĕçнĕ. Чăн та, çакна çирĕплетме май килмен.

Çапах арçын ÿкĕннине, унăн виçĕ пĕчĕк ача пулнине, Алексей хăй вăхăтĕнче Кавказри çапăçусене хутшăннине тĕпе хурса суд Мидякова 60 пин тенкĕлĕх штрафланипех çырлахрĕ. Сиене вăл вăраха ямасăр саплаштарма шантарчĕ.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.