- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăкла хуçăлнă çунат, е Виçĕ полицейски пĕр ачана парăнтарни çинчен
Иртнĕ тунтикун Мускав районĕн сучĕ 16-ри çамрăк тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе юлашки хут пăхса тухрĕ. Çул çитменскере влаç представительне хирĕç тăнăшăн айăплаççĕ. Кĕлеткерен, сăн-питрен 12-13-ри ача пек курăнаканскер хăйĕнчен самаях çÿллĕ те кĕрнеклĕ полицейскисене, виçĕ çынна, шар кăтартнă имĕш.
Прокурор та тĕлĕнет
Патшалăх айăплавçи ку ĕç мĕнле лару-тăрура пулса иртнине ăнлантарчĕ. Кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче тĕп хулари Анне палăкĕ умне Çĕнтерÿ салютне курма кайсан хĕвĕшÿре Константин /ятне улăштарнă/ РФ ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн 4-мĕш уйрăмĕн полицейскийĕсене пăхăнман, участокри уполномоченнăя Денис Порфирьева ĕнси тĕлĕнчен çапнă. Малалла вулас...
Комментари хушас