Ыйту-хурав

27 Çу, 2020

Калча япăх çитĕнет

Çанталăк ăшăтнă май пахчана парка, сывă калча куçартăмăр. Анчах йăран çинче вăл çитĕнме чарăнчĕ, çĕнĕ çулçисем те тухмаççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши? Калча вăй илтĕр тесен мĕн тумалла? Специалистсем мĕн сĕнеççĕ-ши?

Мария АНТОНОВА, Патăрьел районĕ.

11 Кăрлач, 2019

Ачан хваттерне сутасшăн

Асламăшĕ ывăла 9 çулта чухне хваттер парнелерĕ. Халĕ эпир ăна сутасшăн. Куçман пурлăх хуçи çул çитмен ача пулнăран суту-илÿ килĕшĕвне тунă чухне йывăрлăхсем сиксе тухма пултарасси çинчен илтнĕччĕ. Çаплах-ши?

28 Раштав, 2018

Сыснан хăш ăрачĕ лайăх?

Сысна çулĕ çывхарнăран çав выльăхпа кăсăкланма тытăнтăм. Ăна аш-какайшăн çулленех усратăп-ха. Малашне чи ăратлине çитĕнтересшĕн. Анчах хăшĕ лайăх-ши?

В.МИХАЙЛОВА.

21 Раштав, 2018

Усал тěтěм йăсăрланать

Раштав уйăхĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕ патĕнчи йăлари хытă каяш пухса пымалли вырăнтан таврари ялсене вăйлă çилпе йÿçек тĕтĕм сарăлчĕ, çăвара кĕрсе ÿсĕрттерчĕ, куççуль юхтарчĕ!
Усал çăра йăсăр Çĕмĕрлерен 20 çухрăмри Саланчăка та çитрĕ — сывлама йывăр, ял-йыш асапланать. Йÿçек газ сывлăш çулне пÿлесрен хăраса хуларан килнĕ мăнуксене выляма урама та кăлармарăм. Хăçан чараççĕ-ши хытă каяша çунтарма?

Лидия МИХАЙЛОВА, Çĕмĕрле районĕ, Саланчăк ялĕ.

12 Раштав, 2018

Мĕншĕн тÿлемелле?

Эпĕ — 85-ре, упăшка — 89 çулта. Иксĕмĕр çеç пурăнатпăр. Пире Шупашкартан Граждан урамĕ, 77-мĕш çурт, 21-мĕш офис çÿп-çапшăн кашни уйăхра 148 тенкĕ те 88 пус икĕ çыншăн тÿлемелли çинчен калакан квитанци ярса параççĕ. Тÿлемесен — штрафпа хăратаççĕ. Эпир хамăр ĕмĕрте пĕр япала та пăрахман: çунаканнине — çунтарнă, çĕрекеннинчен вара тислĕк тунă. Мĕншĕн вĕсем çÿп-çап пăрахакансемпе çеç килĕшÿ тумаççĕ? Пире, ватă çынсене, эмел туянма та чылай укçа кирлĕ-çке.

Е.ДИМИТРИЕВА, Тăвай районĕ, Тăрмăш ялĕ.

Pages