Усал тěтěм йăсăрланать

Раштав уйăхĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕ патĕнчи йăлари хытă каяш пухса пымалли вырăнтан таврари ялсене вăйлă çилпе йÿçек тĕтĕм сарăлчĕ, çăвара кĕрсе ÿсĕрттерчĕ, куççуль юхтарчĕ!
Усал çăра йăсăр Çĕмĕрлерен 20 çухрăмри Саланчăка та çитрĕ — сывлама йывăр, ял-йыш асапланать. Йÿçек газ сывлăш çулне пÿлесрен хăраса хуларан килнĕ мăнуксене выляма урама та кăлармарăм. Хăçан чараççĕ-ши хытă каяша çунтарма?

Лидия МИХАЙЛОВА, Çĕмĕрле районĕ, Саланчăк ялĕ.

Надежда ЛУГОВСКАЯ, потребительсен прависене хÿтĕлессипе тата çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшассипе ĕçленине тĕрĕслекен федераци службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ:
— Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăк ялĕнчен Çĕмĕрлери хытă каяш тăкмалли санкциленĕ лаптăкран йÿçек тĕтĕм таврана сарăлни çинчен «Хыпар» хаçата çыру çитернĕ тата редакци управление инфор-маци ыйтса илме ыйту çитернĕ хыççăн çакна пĕлтеретĕп. Пирĕн территори уйрăмĕнчен хыпарланă тăрăх — Çĕмĕрлери хытă каяш тăкмалли вырăна турттаракан çÿп-çапа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче вут хыпса илнĕ. Ку лаптăкпа 2013 çултанпа муниципалитетăн «Коммунальник» предприятийĕ усă курать. Каяш купин шалти сийĕ çунса кăварланнăран предприяти çулăма пăчлантарайман, тĕтĕм Анат Кăмаша, Саланчăк ялĕсене çитнĕ.
Управлени граждансенчен çырусем илнĕрен территори уйрăмĕ «Коммунальник» административлă право йĕркине пăсни пирки ĕç пуçарса тĕпченĕ, çынсем пурăнакан вырăнсенчи сывлăша вараланă йÿçек тĕтĕм çăралăхне палăртма экспертиза ирттернĕ. Уйрăм ыйтнипе хытă каяш тултарса пыракан лаптăкăн нормативпа техника документацине ярса панă.
Анат Кăмашара пурăнакан çын çыру янă хыççăн раштавăн 6-мĕшĕнче çав ялти Крупская урамĕнчи 32-мĕш çурт тĕлĕнче сывлăш тĕслĕхне илнĕ, ăна лабораторире тĕрĕслесе тавралăха варалакан хутăшсене /кÿкĕрт тата азот диоксичĕсем, аммиак, формальдегид, гидроксибензол/ шута илмен.
Управленин территори уйрăмне çынсенчен çăхавсем татах килнĕрен Анат Кăмашапа Саланчăк ялĕсенче сывлăш тĕслĕхне раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче иккĕмĕш хут илнĕ. Ăна лабораторире тĕпчесе атмосферăна варалакан хутăшсен /бензол, бутан, гексан, октан, декан, гексан, ксилол, м-ксилол, п-ксилол, стирол, толуол, хлорбензол, хлорлă винил, циклогексанон, этилбензол/ çăралăхĕ нормативра пăхнă кăтартуран пысăкрах пулманнине палăртнă.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.