Ачан хваттерне сутасшăн

11 Кăрлач, 2019

Асламăшĕ ывăла 9 çулта чухне хваттер парнелерĕ. Халĕ эпир ăна сутасшăн. Куçман пурлăх хуçи çул çитмен ача пулнăран суту-илÿ килĕшĕвне тунă чухне йывăрлăхсем сиксе тухма пултарасси çинчен илтнĕччĕ. Çаплах-ши?

Эльби НИКОЛАЕВА, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн куçман пурлăх обČекчĕсен регистраци пайĕн пуçлăхĕ:
П атшалăх ашшĕ-амăшĕ ачисене сиен кÿрекен килĕшÿсем тăвасран сыхланса опека тата попечительлĕх органĕсем урлă çул çитменнисен саккунлă интересĕсене хÿтĕлеме тăрăшать. Çавна май опека органĕсем ирĕк памасăр ача харпăрлăхĕнчи хваттере е унти пая сутма çук. Çул çитменнисем çав хваттерте пурăнман чухне те, урăх вырăнта пропискăра тăрсан та /калăпăр, тепĕр регионта е патшалăхра/ çав документсăр хваттере регистрацилеме май килмĕ. Прописка харпăрлăх правине çирĕплетессине е унран хăтарассине витĕм кÿмест.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.