Ыйту-хурав

27 Çĕртме, 2015

Топинамбур

Пахчара çĕр груши /топинамбур/ нумай. Ăна хитрелĕхшĕн лартса ÿстеретпĕр. Çак çимĕçĕн паха енĕ нумай тата вăл сывлăхшăн усăллă теççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

ЕЛЕНА С.

Çĕрпÿ районĕ.

13 Çу, 2015

Хăяр хунавне мĕншĕн татаççĕ?

Хăяр аврин тăррине татмалла тенине илтрĕм. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Тата помидорăн аялти çулçине хăçан тата мĕншĕн татмалла?

Галина Ландышева.

Етĕрне районĕ, Йуçпан ялĕ.

Тухăçлă хăяр

20 Пуш, 2015

Урăх йышши халăхсем

Авалхи пĕр кĕнекере "инородцы" сăмах тĕл пулчĕ. Раççейри мĕнле халăхсем çак йыша кĕнĕ?

А.ПЕТРОВ.

Элĕк районĕ.

"Инородец" - ют, урăх тĕрлĕ, урăх йышши - терминпа XIX ĕмĕрти тата XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи официаллă документсенче Инçет Хĕвелтухăçĕнчи, Çĕпĕрти, Вăтам Азири, Казахстанри, Кавказри, Çурçĕр Раççейри, Вăтам тата Анат Атăлçи тăрăхĕнчи тĕрĕк, монгол тата финн-угор халăхĕсене /ытларах чухне куçса çÿрекен/ тата еврейсене палăртма усă курнă.

Pages