Ыйту-хурав

28 Чÿк, 2014

Алă шăнать

Тăтăшах алă шăннипе нушаланатăп. Çăм алсиш тăхăнни те пулăшмасть.

Валерий Иванов. Муркаш районĕ, Çатракасси.

Чылай чухне алă шăннипе юн çаврăнăшĕ пăсăлнă çынсем аптăраççĕ. Чĕре кирлĕ пек ĕçлемесен те, остеохондроз пулсан та шăнать вăл. Юн çаврăнăшĕпе веществосен çаврăнăшне лайăхлатма ытларах шыв ĕçмелле. Ку тĕлĕшпе улма-çырла сĕткенĕ, минерал шывĕ, курăксен шывĕ аван. Сахал хускалсан та юн тымарĕсем çывăраççĕ. Çавăнпа шăмшака тăтăшах хускатмалла, ÿт-пĕве тăвăрламан тумтир тăхăнмалла.

21 Чÿк, 2014

Мĕнле кирпĕч лайaхрах?

«Кил-çурт хушма хуçалăх» хаçатăн 44 номерĕнче мунча кăмакине силикат кирпĕчрен тума юрамасть тенĕ. Мĕн енĕпе мунча кăмакине юрăхсăр вăл.

Елена ПЕТРОВА. Канаш районĕ.

Ыйтăва хуравланă майăн хĕрлĕ тăмран тунă /керамика/ кирпĕч тата силикат кирпĕч хăйнеевĕрлĕхĕсене танлаштарса кăтартни вырăнлă пулĕ.

Çак кирпĕчсем тĕспе çеç мар, мĕнле тата мĕнрен хатĕрленипе те уйрăлса тăраççĕ. Вĕсемпе хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте усă кураççĕ.

20 Чÿк, 2014

СКАНДИНАВИ МЕЛĔПЕ УТНИ

«Сывлăх» хаçата тухма пуçланăранпах çырăнса илетĕп. Питĕ кирлĕ, чăннипех усăллă кăларăм. Кашни номернех кăсăкланса кĕтетĕп. Ентешĕмсене сывлăха упрама пулăшакан паха пин-пин сĕнÿллĕ юратнă хаçатăмăрпа яланах туслă пулма ырă сунатăп. Çитес çул та килти тухтăрсăр ан юлăр, çырăнма васкăр.

14 Чÿк, 2014

Улшăну кĕртмен-ха

Эпĕ 60 çулта. 5 ача çуратса ÿстернĕ. Ĕç ветеранĕ. Хĕрĕм 1958 çулта çуралнă. 10 класс пĕтерсен 5 çул пединститутра вĕренчĕ. Ĕçлесе 35 çул стаж пухрĕ. Республика ертÿçи темиçе çул каялла 35 çул стаж пухнисене те ĕç ветеранĕ ята пама май шырасси пирки каланăччĕ. Халĕ вара темшĕн хисеплĕ ята тивĕçме 37 çул ĕçлемелли çинчен калаçаççĕ. Малашне ман шутпа тулли стаж пухакансем те пулмĕç. Чылайăшĕ таçта ютра, ĕç кĕнекисĕр тăрмашса çÿрет-çке.

Краснова.

Патăрьел районĕ, Ишлĕ ялĕ.

Pages