СКАНДИНАВИ МЕЛĔПЕ УТНИ
«Сывлăх» хаçата тухма пуçланăранпах çырăнса илетĕп. Питĕ кирлĕ, чăннипех усăллă кăларăм. Кашни номернех кăсăкланса кĕтетĕп. Ентешĕмсене сывлăха упрама пулăшакан паха пин-пин сĕнÿллĕ юратнă хаçатăмăрпа яланах туслă пулма ырă сунатăп. Çитес çул та килти тухтăрсăр ан юлăр, çырăнма васкăр.
Мана пĕр ыйту канăçсăрлантарать-ха. Халĕ скандинави мелĕпе икĕ туяпа утасси йăлана кĕрсе пырать. Эпĕ те туйисене туянтăм. Анчах утмалли меслетне пĕлместĕп. Хаçатра туйисем мĕн тăршшĕ пулмалли, мĕнлерех тата мĕн вăхăт утмалли, усăллă енĕсем çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса çырсан аванччĕ.
Ревокат МОИСЕЕВ.
Комсомольски районĕ.
Хисеплĕ Ревокат Прохорович, сирĕн ыйтăва тивĕçтерсе Минскра пурăнакан Ольга Козуб реабилитолог тухтăр сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр.
Тĕрĕс патак
Скандинави мелĕпе утнă чухне усă курмалли патаксене йĕлтĕр патакĕсене туяннă пекех суйламалла. Патака урайне тăратмалла та алăпа хулпуççи çумне хĕстермелле. Унăн çÿлти вĕçĕ хулпуççирен 6-8 сантиметр аяларах пулмалла. Хĕлле пăр çинче шуçасран аялти вĕçĕ шĕвĕр кирлĕ, ытти тапхăрта резина наконечник /аптекăра тупма пулать/ тăхăнтартсан лайăх. Йĕлтĕр патакĕпе те, йывăç ахаль патакпа та усă курма юрать.
Атă-пушмак ятарласа хатĕрлени кирлĕ мар, кроссовки те, меллĕ ытти пушмак та аван.
Мĕнле утмалла
Малтан кĕлеткене хĕртме ансат темиçе хускану тумалла, унтан тин утма тытăнмалла.
Пуçламăшĕ çакăн пек: урасене чĕркуççире кăштах хуçлатмалла, патак тытнă сылтăм алла чавсара кăштах хуçлатса малалла тăсмалла, тепĕр патаклă сулахай алла аялалла ирĕклĕ усмалла та хыçалалла тăсмалла. Сылтăм патакпа тĕревленсе алăсене улăштармалла, сулахаййине малалла тăсмалла. Пĕтĕм хусканăва йĕлтĕрпе ярăннă чухнехи евĕрех тумалла.
Кашни утăма тунă чухне малтан - ура кĕли çине, унтан пÿрне вĕçĕсем çине пусмалла. Эрнере 2-3 хут кунне 30-40 минут утни виçеллĕ шутланать.
Хăçан лайăх
Чĕркуççисем ыратаççĕ, кĕлетке виçи пысăк, ватлăх енне сулăннă пулсан нумай утса çÿреме йывăр. Патаксем çине тĕревленсе вара инçерех утма та меллĕ, калори те ытларах çухалать. Сыпăсене те çăмăлрах.
Çак меслет хускану аппарачĕсем чирлĕ çынсемшĕн çав тери усăллă. Вăл çурăм шăммине çирĕплетме те, остеопорозран хÿтĕленме те пулăшать.
Патакпа утнă чухне тиев шайлашуллă лекет, урасем кăна мар, кĕлетке мышцисен 90 проценчĕ ĕçлет. Мăйпа хулпуççисен мускулĕсем вăйлăрах ĕçлени чĕрене те лайăхрах ĕçлеме витĕм кÿрет. Хускану хастарлăхĕ юнри холестерин шайне чакарма, организмри ылмашăну ĕçне лайăхлатма пулăшать. Скандинави мелĕпе утса тата рационран пылакпа кукăль-булкăна кăларса кĕлетке виçине уйăхра 1-2 килограмм чакарма пулать.
Уçă сывлăш
Кирек ăçта та - урамра, уйра, вăрманта - утма пулать. Уçă сывлăш ÿт-пĕве çирĕплетме, нервсен ĕçне лайăхлатма пулăшать. Скандинави мелĕпе утма тытăннă хыççăн 25-30 минутран организмра телей гормонĕсем эндорфинпа серотонин йĕркеленме пуçлаççĕ. Çак гормонсем витĕм кÿнипе пултарулăх туртăмĕ вăранать, кăмăл çĕкленет, япăх шухăшсем сирĕлеççĕ...
Пĕр сăмахпа, утнипех кулленхи стресран хăтăлма, сывлăха лайăхлатма пулать. Тăрăшсан пĕр-икĕ уйăхранах çак меслетĕн ырă енĕсем палăрма пуçлаççĕ.
Комментари хушас