Ыйту-хурав

22 Нарăс, 2018

Парăма тавăрса памалла

Упăшка икĕ çул каялла çĕре кĕчĕ. Пирĕн ачасем çук. Эпĕ — пĕртен-пĕр еткерçĕ. Хăй виличчен мăшăр расписка çырсах пĕлĕшне ултă уйăхлăха кивçен панă. Халĕ çав çын укçана тавăрса парасшăн мар. «Мана кивçен паракан вилнĕ, эпĕ никам умĕнче те парăмлă мар», — тет. Эпĕ укçана тавăрса пама ыйтма пултаратăп-и?

А.АФАНАСЬЕВА.
Вăрмар районĕ
.

15 Нарăс, 2018

"Тантăшри" рубрика: ÇЫРАВÇА ЫЙТУ ПАР

Ырă кун пултăр, «Тантăш» хаçат ĕçченĕсем! «Çыравçа ыйту пар» акци иртессине пĕлсен эпĕ те сирĕн пата çырас терĕм. Манăн Ольга Австрийская çамрăк çыравçă валли ыйту пур. Унăн «Чăлах пуканесем» кĕнекипе паллашрăм.

15 Чÿк, 2017

Сахăр чирĕ

Сахăр чирĕпе аптрасан мĕнле органсем сиенленеççĕ-ши? Çак чиртен курăксемпе сипленме пулать-и?

Зинаида ПОРТНОВА .

Канаш районĕ.

Сирĕн ыйтăва Патăрьел районĕнчи Турханти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн тухтăрĕ Анатолий КОЛЬЦОВ хуравлать:

— Организмра сахăр шайĕ пысăк чухне куç, пÿре, ура, чĕре сиенленме пултарать. Чир аталаннă май — пысăк тата пĕчĕк юн тымарĕсем те. Пысăк юн тымарĕсенче атеросклероз чирĕ вăй илет.

30 Юпа, 2017

Шкулăн тивĕçтермелле

Редакцие çыру килчĕ. «Шкулти физкультура урокĕ валли ашшĕ-амăшĕн йĕлтĕр илмелле-и?» — ыйтать И.Терентьева. Хурав шыраса Ленин район прокуратурине çитрĕмĕр. Ыйтăва прокурор пулăшуçи Анастасия Варягина хуравлама килĕшрĕ. Вĕрентÿ тытăмне пырса тивекен ытти хăш-пĕр ыйту хуравне те шырарăмăр.

Pages