Комментари хушас

15 Раштав, 2017

Йышăнура тарăнăшне палăртман

Кил хуçалăхĕнче усă курма пахчара пусă чавтарасшăн. Ăçтан та пулин ирĕк илмелле-и?

П.ИВАНОВ.

Шупашкар районĕ.

ЧР Çут çанталăк тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх — федерацин «Çĕр айĕнчи чĕр таварсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çĕр харпăрлăхçин, унпа усă кураканăн е арендаторăн хăйĕн лаптăкĕнчи çĕр айĕнчи централизациленĕ пăрăхпа çыхăнман шывпа усă курма, ăна талăкра 100 кубла метртан ытла мар уçлама право пур. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 72-мĕш йышăну кил хуçалăхĕн лаптăкĕнче çĕре 5 метр таран алтса тĕрлĕ сооружени тума ирĕк парать. Шыв уçламалли пĕрремĕш горизонтра миçе метр тарăнăшне скважина е пусă чавма юранине палăртман. Çапах та ĕç пуçличчен 20 кун маларах лаптăкра пусă чавтарассине ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине пĕлтермелле. Сирĕн çĕр айĕнчи шывпа усă курмалли пĕрремĕш горизонт ял-йыша унпа централизациленĕ майпа тивĕçтермелли çăл куç шутне кĕрсен икĕ кунран юлмасăр çав вырăнта пусă чавма юраманнине пĕлтеретпĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.