Комментари хушас

Сахăр чирĕпе аптрасан мĕнле органсем сиенленеççĕ-ши? Çак чиртен курăксемпе сипленме пулать-и?

Зинаида ПОРТНОВА .

Канаш районĕ.

Сирĕн ыйтăва Патăрьел районĕнчи Турханти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн тухтăрĕ Анатолий КОЛЬЦОВ хуравлать:

— Организмра сахăр шайĕ пысăк чухне куç, пÿре, ура, чĕре сиенленме пултарать. Чир аталаннă май — пысăк тата пĕчĕк юн тымарĕсем те. Пысăк юн тымарĕсенче атеросклероз чирĕ вăй илет.

Юн тымарĕсем сиенленнипе органсем патне юн япăх çÿреме тытăнать. Çавăн пекех шăл çывăхĕнчи юн тымарĕсем те вăйсăрланаççĕ. Вĕсем сиенленнĕрен шăл ыратма, ăшăпа сивве ытларах туйма, силленме пуçлать. Çавна май пародонтоз чирĕ аталанать. Шăл туни хĕрелсе шыçма тытăнсан чир пародонтита куçать. Çулталăкра тăватă хутчен шăл тухтăрĕ патне каймалла. Сахăр чирĕнчен çак курăксемпе сипленме май пур. Сăмахран, ку тĕлĕшпе хура çырла çулçи питĕ аван. Тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ типĕтнĕ çулçă ямалла, 30 минут тытмалла, сăрхăнтармалла. Кунне çуршар стакан апат умĕн 4-5 хут ĕçмелле.

Лавр çулçи. Тин вĕретнĕ 3 стакан шыва 10 лавр çулçи ямалла, 2-3 сехет тытмалла. Кунне виçĕ хутчен апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.

Купăста. Унăн сĕткенне кунне виçĕ хутчен çуршар стакан ĕçмелле.

Сăра çĕпри. Сăра çĕприне 20 г илмелле, сĕтпе хутăштармалла. Кунне икĕ хутчен апат хыççăн 15 минутран ĕçмелле.

Клевер çеçки. Тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 4 апат кашăкĕ типĕтнĕ клевер çеçки ямалла, кăштах тăрсан сăрхăнтармалла. Кунне 3-4 хутчен çур стаканран каярах ĕçмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.