Ыйту-хурав

27 Юпа, 2017

Ачана – садикри ятарлă ушкăна

«Ачана, япăх курнине пăхмасăр, Шупашкарти 137-мĕш садикре вырăн пулманнипе сыввисем валли уçнинех çÿретме тивет», — çырнă Шупашкарти паллă форумпа усă куракан ашшĕ-амăшĕнчен пĕри «Михаил Игнатьевран эсир мĕн çинчен ыйтса пĕлесшĕн?» темăна сÿтсе явнă май. Шел, автор хăйĕн ятне-шывне те, ăçта пурăннине те палăртман.

18 Юпа, 2017

Авăн уйăхĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем

Пире сĕте сутăн илмелли хаксем пĕчĕкки пăшăрхантарать. Литрĕшĕн 17 тенкĕ кăна тÿлеççĕ. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче вара 20-23 тенкĕ пулнă.

Красноармейски районĕнче пурăнакансем.

2 Çурла, 2017

Кÿршĕсен аллинче

Тăвансенчен пире çурт-йĕр, пахча куçрĕ. Участокăн докуменчĕсене йĕркелеме тытăнсан кÿршĕ пирĕн çур пахчана «прихватизацилени» палăрчĕ. Çитменнине, ăна документпах çирĕплетнĕ. Лаптăка каялла мĕнле тавăрмалла-ши?

М.КУЗЬМИН.

Шупашкар районĕ.

12 Утă, 2017

Соцпакет е укçа?

Уйăхри укçа тÿлевĕпе çыхăннă ыйтăва халĕ Пенси фончĕн сайтĕнчи «Гражданинăн уйрăм кабинетĕнче» йĕркелеме пулать. Çăмăллăхçăсен электронлă мелпе заявлени пама май пур. Унта социаллă пулăшу пуххипе усă курассине е ун вырăнне укçа илессине кăтартмалла çеç.

30 Çĕртме, 2017

Урăхла йĕрке çирĕплетнĕ

Килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредитăн проценчĕсен тăкакне мĕншĕн субсидилеме пăрахрĕç? 2017 çулта ку енĕпе çăмăллăхсем пулĕç-и?

Чурачăк, Чиричкассинче пурăнакансем.

Çĕрпÿ районĕ.

 

Марина ВАСИЛЬЕВА, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит пайĕн пуçлăхĕ:

Pages