- Чăвашла верси
- Русская версия
Шкулăн тивĕçтермелле
Редакцие çыру килчĕ. «Шкулти физкультура урокĕ валли ашшĕ-амăшĕн йĕлтĕр илмелле-и?» — ыйтать И.Терентьева. Хурав шыраса Ленин район прокуратурине çитрĕмĕр. Ыйтăва прокурор пулăшуçи Анастасия Варягина хуравлама килĕшрĕ. Вĕрентÿ тытăмне пырса тивекен ытти хăш-пĕр ыйту хуравне те шырарăмăр.
— «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» саккун тата Конституци федерацин патшалăх вĕрентÿ стандарчĕсем /ФПВС/ çинчен каланине шута илсен пуçламăш, пĕтĕмĕшле тата вăтам пĕлÿ тÿлевсĕр пулмалла тата пурне те тивĕçмелле. Çавна май ыйтнисем те пур: материалпа техника базине пырса тивекеннисем те. Вĕсен йышĕнче — вĕрентÿ учрежденийĕн физкультура тĕлĕшĕнчен аталанма, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма тата выляма майсем туса памаллине çирĕплетекенни те.
Хăть те мĕнле шкул та вĕрентÿ программине ФПВС ыйтнă пек хатĕрлет. Эппин, ачасене физкульту-рăпа тата спортпа туслашма майсем туса пама та шантарать. Çакă — вĕсен тивĕçĕ. Эппин, урокра ачасене йĕлтĕрпе ярăнтарма палăртнă тăк, шкулăн ку тивĕçне пурнăçлама хатĕр пулмалла.
Шел те, пур чухне те кирлĕ пек пулса пымасть. Ленин район прокуратури тĕрĕслевсем ирттернĕ май çакна палăртрĕ: кашни шкултах темиçе мăшăр йĕлтĕр пур-ха, анчах вĕсем сахал — пĕр класс ачисене тивĕçтермелĕх те çук. Тĕрĕссипе, ура пысăкăшне кура кашни ÿсĕмри ывăл-хĕре сырмалăх та çителĕклĕ пулмалла вĕсем. Çавна май çитменлĕхсене пĕтерме шкулсен тĕлĕшпе представлени çырма тивет. Усси пур. Шкулсем йĕлтĕрсен çĕнĕ комплекчĕсене туянаççĕ.
— Çав вăхăтрах хĕллехи кун шкула йĕлтĕр йăтса утакан ачасене кашни утăмрах курма пулать.
— Çапла. Нумай ашшĕ-амăшĕ чылай саккуна пĕлсе пĕтереймест. Çавăнпах шкулта йĕлтĕр ыйтаççĕ тĕк ачи ыттисенчен катăк ан пултăр тесе юлашки укçипе те ыйтăва тивĕçтерме хатĕр. Йÿнĕ парне мар ку. Пĕчĕк шалуллисен ăçта кайса кĕмелле? Паянхи кун чылайăшĕ кредит тÿлет. Апат-çимĕç те туянмалла, ытти хатĕр-хĕтĕр тĕлĕшпе те самай тăкакланмалла. Йĕлтĕр килте пур чухне ача харпăр хăйĕннипе ярăнас кăмăлли — пачах урăх ыйту.
— Вĕрентÿ тытăмне пырса тивекен тата хăш ыйтусене хуравлама тивет?
— Кĕнеке, вĕренÿ пособийĕсемпе тетрачĕсене туянмалли тавра час-часах калаçу пуçараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, вĕренÿ хатĕрĕсене шкулсен федераци, регион тата вырăнти хăй тытăмлăх хыснинчен уй-ăракан укçапа туянмалла. Вĕрентÿ процесĕнче усă курма палăртнă кĕнеке-хрестоматипе шкулăн хăйĕн тивĕçтермелле тенине пĕлтерет çакă. Çителĕксĕр пулсан татах туянмалла.
— Ыр кăмăллăх йÿтĕмĕпе укçа-тенкĕ пуçтарасси те йăлара. Шкулăн кун пек пурлăхпа усă курма юрать-и?
— Укçа-тенкĕ тăвас тĕллевпе вĕрентÿ учрежденийĕн хушма пĕлÿ паракан тÿлевлĕ занятисем йĕркелеме ирĕк пур. Юридици е уйрăм сăпат хывакан ырă кăмăллăхпа та усă курма чармасть саккун. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕ паракан пулăшу чăннипех те ырă кăмăлтан, ирĕкпе пулмалла. Ăна ятарлă расчет счечĕ çине куçармалла. Пулăшу мĕн чухлĕ килнине те, ăçта тăкакланнине те шута илсе ятарлă хутсем хатĕрлемелле.
Саккунпа килĕшÿллĕн ашшĕ- амăшĕн канашĕ вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕн /е çул çитменнисен саккунлă представителĕсен/, вĕрентекенсен интересĕсене, шухăш- кăмăлне шута илме йĕркеленнĕ юрдици сăпачĕ шутланать. Çав вăхăтрах кунашкал ушкăн /ашшĕ-амăшĕн комитечĕ, попечительство канашĕ е вĕренÿ учрежденийĕнчи хăй тытăмлăх ытти органĕ/ ырă кăмăллăх йĕркелес, унта хутшăнас йышăнăва пуриншĕн те мар, харпăр хăйсемшĕн çеç çирĕплетеççĕ.
Çавăнпах хăть те мĕнле ырă кăмăллă тÿлеве те ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ирĕкĕпе çеç хываять.
Комментари хушас