Комментари хушас

27 Çĕртме, 2015

Топинамбур

Пахчара çĕр груши /топинамбур/ нумай. Ăна хитрелĕхшĕн лартса ÿстеретпĕр. Çак çимĕçĕн паха енĕ нумай тата вăл сывлăхшăн усăллă теççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

ЕЛЕНА С.

Çĕрпÿ районĕ.

Топинамбур витаминпа пуян. Çĕр грушинчен хатĕрленĕ шĕвекпе чĕрепе нушаланакансем усă кураççĕ. Сĕткенĕ хырăмлăх йÿçеклĕхне чакарма пулăшать. Унра сахăр чирĕпе аптракансем валли инсулин нумай. Вăл сывă çыншăн та усăллă. Çĕр груши пыр хĕртнине, пуç ыратнине ирттерет, çавăн пекех юн пусăмĕ ÿснине чакарать. Ÿт çинчи сурана та хăвăрт тÿрлетет. Вуник пумăклă пыршă сиенленсен те çак çимĕçрен хатĕрленĕ шĕвеке ĕçме сĕнеççĕ.

Çĕр грушин çимĕçĕ кашни çулах ăнса пулать. Ăна хĕл лариччен чавса кăлармалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.