Комментари хушас

12 Раштав, 2018

Мĕншĕн тÿлемелле?

Эпĕ — 85-ре, упăшка — 89 çулта. Иксĕмĕр çеç пурăнатпăр. Пире Шупашкартан Граждан урамĕ, 77-мĕш çурт, 21-мĕш офис çÿп-çапшăн кашни уйăхра 148 тенкĕ те 88 пус икĕ çыншăн тÿлемелли çинчен калакан квитанци ярса параççĕ. Тÿлемесен — штрафпа хăратаççĕ. Эпир хамăр ĕмĕрте пĕр япала та пăрахман: çунаканнине — çунтарнă, çĕрекеннинчен вара тислĕк тунă. Мĕншĕн вĕсем çÿп-çап пăрахакансемпе çеç килĕшÿ тумаççĕ? Пире, ватă çынсене, эмел туянма та чылай укçа кирлĕ-çке.

Е.ДИМИТРИЕВА, Тăвай районĕ, Тăрмăш ялĕ.

Сирĕн ыйтăва Тăвай районĕн администрацийĕн архитектура, çул-йĕр тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн ертÿçи Максим СТЕПАНОВ хуравлать:

Коммуналлă хытă каяша пухассине, тиесе турттарассине, сортлассине, утилизацилессине, чавса чикессине регион операторĕ — «МВК «Экоцентр» пĕрлешÿ пурнăçлать. Çавна май ял çыннисем патне тÿлев квитанцийĕсем килме пуçларĕç: пĕр çын пуçне — 74,44 тенкĕ. Кил-çуртра миçен пурăннине шута илсе çÿп-çапшăн тÿлеме тивет.
Йăла каяшне тиесе ăсатнăшăн тÿлес йĕркене федераци саккунне тĕпе хурса йышăннă. Вăл коммуналлă çăмăллăх шутне кĕрет. Газпа, шывпа, электроэнергипе усă курнăшăн тÿленĕ евĕрех. Ватă çынсене çеç мар, ача-пăчана та, çав хушăрах тин çуралнине те, шута илеççĕ.

Квитанцисенче палăртнă тÿлевпе татăлмасан пени ÿсет. Ăна пĕрех шыраса илĕç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.