Уявăмăр чаплă пулин те...
Ĕнер çанталăк ăмăр тăчĕ. Вăл шăпах пирĕн çирĕплĕхе, эпир чăвашлăха мĕнле парăннине тĕрĕслемелли кун пулчĕ тейĕттĕм. Тĕлĕнмелле те, Чăваш чĕлхи кунне халалласа Аслă вĕрентÿçĕн И.Я.Яковлевăн тĕп хулари палăкĕ умĕнчи митинга халăх кунашкал сахал пуçтарăннине халĕччен курманччĕ.
Çулленхи митингран пĕрре те юлманран, ăна мĕнлерех шайра йĕркеленине эпĕ те сăнасах тăнă теме пултаратăп. Ас тăватăп, тĕрлĕ çул тĕрлĕ иртетчĕ вăл. Малтанхи тапхăрта, тăван чĕлхе ячĕпе тумалли ĕçсем ытларах чухне /хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине хĕснĕ, тăван чĕлхене патшалăх чĕлхи туса хурас тенĕ вăхăтра тата ыт. те/, хĕрÿллĕччĕ.
Çивĕч ыйтусене пĕчĕккĕн татса пынă май е хамăр пĕр евĕрлĕ çак мероприятие хăнăхса пынăран та-ши - пит илĕртÿллех пулма пăрахрĕç аслă, ватă, пуян тăван чĕлхе ячĕпе иртекен митингсем.Темиçе çул ĕнтĕ унта çÿллĕ шайри пуçлăхсене курмастпăр, йыш та «шĕвелсе» пырать. Кăçалхи уявра, тĕпрен илсен, хулари 10-мĕш, 6-мĕш вăтам шкул ачисем, чунĕпе чăвашлăхшăн çунакан 40-50 çын пулчĕç.
Митинга ертсе пыракан Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов тата Леонид Антонов уява уçса ЧР культура министрне Вадим Ефимова сăмах пачĕç. Вадим Петрович чăваш чĕлхи ячĕпе çак кунсенче республикăра çеç мар, «ăçта чăваш чĕри тапать, чунĕ пурăнать - çавăнта пысăк, халăха пĕрлештерекен уявсем иртеççĕ» терĕ.
ЧР вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова Чăваш чĕлхи кунĕнче пĕлтĕртен кĕнĕ çĕнĕлĕх - Пĕтĕм чăваш диктанчĕ- пурнăçа кĕме пуçлани пирки каларĕ.
Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Петр Ивантаев ЧНК хастарĕсем çак кунсенче пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ, Николай Угаслов президент ертсе пынипе сумлă ушкăн Иван Яковлевăн тăван ялĕнче - Тутарстанри Кăнна Кушкинче - пулнă, унтан Пушкăртстан тĕп хулине çул тытнă. Йăхташсем пурăнакан хутлăхсенче Улăпăмăр ячĕпе пысăк мероприятисем ирттереççĕ.
ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕн çумĕн Геннадий Максимовăн сăмахĕсем уява хутшăннисене шухăша ячĕç пулĕ, çыравçăсем паян виçĕ союза пайланнă, пурне те тыткăнлама пултаракан хайлавсем сайра пулсан та, «эпир пулнă, пур, пулатпăр» терĕ. Ку енĕпе патшалăх та самай пулăшнине палăртрĕ. Сăмахран, ачасем валли çыракансене хавхалантарма грант йĕркеленĕ.
Тухса калаçакансем татах пулчĕç, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ Геннадий Корнилов, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн ертÿçи Александр Магарин, ыттисем.
Сăвă та вуларĕç, юрă та шăранчĕ. Тăван чĕлхене анлăрах янăрама сунни те пулчĕ, анчах чунра тунсăх хуçаланчĕ. Çитес çул та çаплах пуласран шикленчĕ-ши.
Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас