Тепре тĕл пуличчен, юратупа чĕрĕлÿ уявĕ!
Кунашкалли пулманччĕ-ха тени, тен, ÿстерсе каланиех-тĕр. Паллах, пулнă, анчах сайра. Акă мĕн патне туртăнмалла пирĕн. Тĕслĕх пур. Сăмахăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери вун саккăрмĕш балет фестивалĕ пирки. Халĕ ун пирки иртнĕ вăхăтпа çеç калаçма тивет, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче гала-концертпа хупăнчĕ çамрăклăх, юрату, чĕрĕлÿ уявĕ.
Фестивалĕн малтанхи икĕ кунĕ пирки «Хыпарта» çырса кăтартнăччĕ. Иртнĕ эрне кун сцена çине П.Чайковскин «Лебединое озеро» балечĕ тухрĕ. Ăна классика ташшине юратакансенчен пысăк пайĕ тахçанах пăхса киленнĕ ĕнтĕ. Хальхинче вара тĕп партисенчен чылайăшне хăнасем ташларĕç. Раççей халăх артистки, Пысăк театр прими Мария Аллаш /Одетта, Одиллия/, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем, Мариинка çăлтăрĕсем Игорь Колб /Зигфрид/ тата Илья Кузнецов /Ротбарт/ хăйсен ăсталăхĕпе пурне те тыткăнларĕç.
Гала-концерт тата ытларах тĕлĕнтерчĕ. Кунта классикăпа хальхи вăхăт ташши пĕр-пĕринпе тупăшрĕç, ăмăртрĕç тенĕ пулăттăм. Çак пулăм хореографи малашлăхĕ иксĕлми пысăккине уçса пачĕ.
Концерт программинчи кашни номер пирки ăшă сăмах калама пулать. А.Аданăн «Корсар» балетĕнчи сценăна Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Сергей Мершин /Пермь/, П.Чайковскин «Анна Каренина» ĕçĕнчи сыпăка Евгения Шатнева /Питĕр, Леонид Якобсон ячĕллĕ балет театрĕ/ ташларĕç. Хăнасенчен çавăн пекех Сергей Упкин /Эстони наци балечĕ/, Джой Аннабель Вомак /АПШ/, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Михаил Мартынюк /«Кремль балечĕ», Мускав/ хăйсем чăннипех маттур пулнине ĕнентерчĕç.
Çак рете хамăрăннисене те кĕртес килет. Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Елена Лемешевская, Чăваш халăх артисчĕ Айдар Хисамутдинов, Чăваш халăх артистки Татьяна Альпидовская, Анастасия Абрамова хăйсен ташшипе пултарулăхне çеç мар, чунне уçса панăн туйăнчĕç.
Гала-концерта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пырса курчĕç.
Çĕнĕ тĕл пулуччен, юратупа чĕрĕлÿ уявĕ!
Комментари хушас