Комментари хушас

Студентсен «Ас тăвăм» шырав отрячĕ кашни çулах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хаяр тăшманпа çапăçса пуç хунă паттăрсен вил тăприсене шыраса тупма вăрçă шавĕ кĕрленĕ вырăнсене тухса каять.

Пĕлтĕр вăл Калуга облаçĕнчи Ульяновск районĕнчи Озерно ялĕнче тăрăшнă. Унччен - Смоленск облаçĕнчи Велиж, Ельня, Сычевка хулисемпе Темкино поселокĕ çывăхĕнче. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи «Ас тăвăм» шырав отрядне 2013 çулта общество организацийĕ пек регистрациленĕ. Унăн ĕç-хĕлне тĕрлĕ çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсем Б.Каховский, Д.Захаров тата С.Казаков йĕркелесе пынă.

Çак тапхăрта сăваплă ĕçе 200 яхăн студент пурнăçланă. Маларах инçе çула истори факультечĕн студенчĕсем кăна тухнă тăк, халĕ шырава вырăс филологийĕн, физкультура тата управлени факультетĕнче ăс пухакансем те пуçаруллăн хутшăнаççĕ.

«Ас тăвăм вахти - 2014» ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 11-мĕшĕччен иртет. Отрядра - 18 студент. Ертÿçи - педагогика университетĕнчи В.Каховский ячĕллĕ археологи-этнографи музейĕн ертÿçи Н.Мясников. Чăваш студенчĕсем Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнче пынă хаяр çапăçусен вырăнĕсене тĕпчĕç, паттăр совет салтакĕсене тирпейлесе пытарма хутшăнĕç, аслă шкулти лицей валли экспонатсем пухĕç.

Юрий СТЕПАНОВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.