Кун çутипе туллин усă курмалла
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев виçĕм кун Етĕрне районне çитсе курчĕ. Пĕрле вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Валерий Павлов çула тухрĕç. Пурне те районта çурхи ĕçсен хăвăртлăхĕ мĕнле шая çитни кăсăклантарчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин çав кун тĕлне 20 ял хуçалăх предприятийĕнчен 14-шĕ акана тухнине пĕлтерчĕ. Ыттисен, Муркаш ен чиккинче вырнаçнăскерсен, çĕр пиçсе çитеймен. Паха вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени çителĕклĕ.
- Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ районта 13 пин ытла гектар йышăнать. Вăл шутран 4,3 пин гектар çинче кĕрхисене акнă, лайăх хĕл каçнă, - терĕ Владимир Николаевич. - Çурхисене 9 пине яхăн гектар çинче акмалла. Паянхи куна вăрлăха 18,9% варăнтарнă. Çак ĕçе çу уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче вĕçлесе çĕр улми тата куккурус пуссисене куçасшăн.
Владимир Кузьминăн пĕрремĕш çумĕ - ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Семенов куккурус пусă çаврăнăшĕнче тĕп вырăн йышăнакан культурăсенчен пĕри пулнине, ăна çулленех туса илнине çирĕплетрĕ. Унсăрăн выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерме май çук. Район вара сĕт туса илессипе республикăра малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. "Ÿсĕм чиккинчен чакасшăн мар эпир, - тет Владимир Прохорович. - Куккуруса палăртнă лаптăкра акса хăваратпăрах".
Михаил Игнатьев "Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕ" АУОра пулчĕ. Александр Кузнецов директор çине тăнипе хуçалăх юлашки çулсенче çĕкленме тытăннине республика Пуçлăхĕ те асăрхарĕ.
Акционерсен уçă обществи 2 автомашина, 3 трактор туяннă. 12 метр сарлакăш культиваци тăвакан Джон Дир та пур. Тунти кун хирте виçĕ агрегат комплекслă удобренипе пĕрле çурхи тулă акатчĕ. Вăрлăха талăкра 100 гектартан кая мар варăнтараççĕ. Мĕн пурĕ пĕр пин гектар акмалла. Ĕçе Станислав Яндышев, Юрий Пандилов тата Владик Сильвестров механизаторсем Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне вĕçлесшĕн. Александр Баклаков водитель вĕсене вăрлăхпа тата удобренипе вăхăтра тивĕçтерет. Ĕлкĕреймесен тепĕр автомашина та пур.
- Ирхине миçе сехетре хире тухатăр? - интересленчĕ Михаил Игнатьев.
- Çиччĕре, - пулчĕ хурав.
Çакă, паллах, Михаил Васильевича тивĕçтермерĕ. Вăл хăй колхоза ертсе пынă вăхăтра кăвак çутлах ура çине тăнă самантсене аса илчĕ.
- Пилĕк сехетре тăмалла сирĕн. Тепĕр çур сехетрен уйра пулмалла. Кун çутипе туллин усă курмалла, - терĕ хытарсах Михаил Васильевич. - Кăçал тăпрара нÿрĕк саппасĕ сахал, çанталăк малашне епле пуласси иккĕленÿллĕ. Çĕр хăвăрт типет. Пулас тухăçăн никĕсне шанчăклă хывас тесен вăрлăха нÿрлĕ тăпрана хывмалла. Тĕттĕм пулмасăр та хиртен таврăнмалла мар. Çĕр хатĕрлекенсен вара талăкĕпех ĕçлемелле.
Механизаторсем хуçалăх ертÿлĕхĕ хушсан кирек хăш вăхăтра та уя тухма хатĕррине пĕлтерчĕç. Кун йĕркине, ĕç дисциплинине пăхăнса çирĕплетесси ертÿçĕсен çаврăнăçулăхĕнчен килет çав. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине пурин те асра тытмалла, ака-суха вăхăтĕнче пушшех те.
Станислав Ярдышев тракторист сеялка пушаннăран ана вĕçне çитсе чарăннăччĕ. Республика Пуçлăхĕ двигательте темле кăлтăк асăрхарĕ пулас, трактор техосмотрта пулнипе кăсăкланчĕ.
Ку енĕпе техника йĕркеллех, анчах хирте мотор чăхăмланă-мĕн. Вăхăта çухатас мар тесе ăна техпарка каймасăр вырăнтах юсанă. "Огнетушитель пур-и?" - ыйтрĕ Михаил Васильевич. Механизатор унсăрах ĕçлет иккен. "Пĕрле илмен, КАМаз кабининче", - чееленчĕ вăл. Уй тепĕр вĕçĕнче шар курас тăк мĕн тунă пулĕччĕ-ши?
Хуçалăхăн икĕ тракторĕ инçетреччĕ. Вĕсен çумĕнче огнетушитель пурччĕ-ши - ыйтса пĕлме май килмерĕ, анчах хăрушсăрлăх техникине вара пурин те пăхăнмаллах.
Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенче "Пĕлĕве аталантарасси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн Етĕрнере пĕлтĕр 200 вырăнлăх ача сачĕ тума тытăннă. Ку таранччен виççĕмĕш хутне хăпартса çитернĕ ĕнтĕ. Чÿк уйăхĕнче хута каймалла.
Михаил Игнатьев садикре строительство епле пынипе паллашрĕ. 2014 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне районта садике çÿреме тивĕçлĕ 346 ача черетре тăрать, вăл шутра 150-шĕ - 1,5 çулта тата çак ÿсĕмрен аслăрах. Садик туса пĕтерсен çулталăк çурăран иртнисен ыйтăвĕ йăлтах татăлать. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырсан Етĕрнере тепĕр садик тума та хирĕç маррине пĕлтерчĕ республика Пуçлăхĕ. Анчах хальлĕхе демографи кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ-ха. Халĕ тăваканни вара строительсен тăрăшулăхне пула графикран маларах та хута каймалла. Çитменнине федераци бюджетĕнчен хушма кĕмĕл килмелле. "Эпир вара хамăртан килнине йăлтах пурнăçлăпăр", - шантарчĕ Михаил Васильевич.
Комментари хушас