Пенси фончĕн хыпарĕсем
Хÿтлĕх

Раççейре - малта

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ 2013 çулхи кăтартусемпе пĕтĕм Раççейри конкурсра мала тухнă.

Кăçалхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн Правленийĕн председателĕ Антон Дроздов Чăваш Енри уйрăм ертÿçине Роза Кондратьевăна Мускав хулинче çĕнтерÿçĕ Дипломĕпе наградăланă. Чыслав РФ Пенси фончĕн Правленийĕн ларăвĕнче иртнĕ, унта РФ ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин, РФ Патшалăх Думин, Федераци Пухăвĕн, Шутлав палатин, Раççейри никама пăхăнман профсоюзсен федерацийĕн, обязательнăй медицина тата социаллă страховани фончĕсен, бизнес-пĕрлĕхсен представителĕсем тата Пенси фончĕн регионсенчи уйрăмĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Конкурса 29 ĕç-хĕлпе хакланă, вĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшлисем - взнос тÿленине тĕрĕслесе тăни тата парăмсене шыраса илни, пенсисене вăхăтра палăртни, амăшĕн капиталĕпе ĕçлессине йĕркелени, пенсин патшалăх софинансированийĕн программине пурнăçлани, электрон сервиспа усă курни, тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсем, граждансен ыйтăвĕсене татса пани, информаципе ăнлантару ĕçĕ тата ытти.

Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ Раççейре тăваттăмĕш хут чи лайăххи пулса тăчĕ - çĕнтерÿçĕ дипломĕсене коллектив 2008, 2010, 2012 çулсен кăтартăвĕсем тăрăх та тивĕçнĕ.

 

Крымри ĕçтешĕсене пулăшĕç

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ Крымри ĕçтешĕсене пенсие Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн шутлама пулăшĕ.

Чăваш Ен специалисчĕсен Симферополь хулин Чукун çул районĕнче çур çулта пенсин 27 пин ытла ĕçне пăхса тухма тивет. Икĕ эрнене тăсăлакан командировкăна 6-шар çынран тăракан ушкăнсене - Пенси фончĕн республикăри район-хулари управленийĕсен 50 ытла специалистне - черетлентерсе яраççĕ.

Крыма методологи тата практика пулăшăвĕпе тивĕçтерме Раççей Пенси фончĕ палăртнипе çĕр-шыври 24 регион специалисчĕ, çав шутра Чăваш Енрисем те, хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра Симферопольте пенсие çĕнĕрен шутлама хутшăнакан ушкăнсен ертÿçисен вĕренĕвĕ иртет, вĕсен йышĕнче пирĕн хутлăхран кайнă икĕ представитель пур.

Раççей Федерацийĕн обязательнăй пенси страхованийĕ çинчен калакан саккунĕпе Крым Республикинче тата Симферополь хулинче 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен усă курма тытăнаççĕ. Унччен пенсипе тивĕçтересси 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне вăйра тăнă саккун тăрăх пурнăçланать. Пенси çумне тапхăрăн-тапхăрăн уйăхри укçа тÿлевĕ памалла тăваççĕ. 2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл шутласа панă пенсин 100 проценчĕпе танлашмалла. Крым пенсионерĕсем ака уйăхĕнчи тÿлевсене пуш уйăхĕнчипе танлаштарсан 25 процент ытларах илнĕ.

 

Тÿлев виçи тупăшпа çыхăннă

Раççей Пенси фондне страховани взносĕсем тÿлемелли тытăм меллĕ пулни предпринимательсен йышне ÿстерме май парать.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн кăтартăвĕсем тăрăх 2014 çулхи пĕрремĕш кварталшăн взнос тÿлекен шучĕпе 1,7 пин предприниматель тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен 180 ытла пуçлăхĕ регистрацие тăнă. Çапла вара республикăра харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ граждансен йышĕ 32 пинрен иртнĕ.

Асăннă ушкăна кĕрекенсем тĕлĕшпе Пенси фондне страховани взносĕ тÿлемелли йĕркене 2014 çулта улăштарнă - унăн виçине тупăш суммипе çыхăнтарнă. Енчен те предприниматель усламĕ çулталăкра 300 пин тенкĕрен иртмест тĕк пенси страхованийĕн взносĕн суммине чи пĕчĕк ĕç укçин виçинчен /МРОТран/ шутлаççĕ. Кун пек чухне взносăн 26 процентлă тарифĕпе 2014 çулшăн 17328,48 тенкĕ /5554 тенкĕ /МРОТ/ х 26% х 12 уйăх/ хывмалла. Тупăш 300 пинрен иртсен чи пĕчĕк ĕç укçин виçинчен, унран иртнĕ суммăн 1 процентĕнчен /анчах 8 МРОТран ытлашши мар/ палăртаççĕ: 17328,48 тенкĕ Ç 300 пинрен иртекен тупăшăн 1%.

17328,48 тенкĕпе танлашакан взноса кăçалхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчен кая хăвармасăр хывмалла, ыттине - тепĕр çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен.Тÿлевçĕ налук органĕсене тупăш çинчен кăтарту памасан пенси страхованийĕ валли взноссене 8 МРОТран шутласа параççĕ.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен хăйсемшĕн тата пĕрлĕхĕн кашни членĕшĕн тупăш мĕнлине пăхмасăр пĕр МРОТран шутласа панă виçепе взнос хывмалла.

Взноссене кăçалтан страховани тата пухăнса пыракан пайсене уйăрмасăр пĕр тÿлевпе куçармалла. Гражданин пенсипе тивĕçтермелли меле суйласа илнине кура Пенси фончĕ вĕсене шута илсе пырать.

Обязательнăй медицина страхованийĕн взносĕн виçи улшăнман, 3399,05 /5554 тенкĕ х 5,1% х 12 уйăх/ тенкĕпе танлашать.

Кăçалхи тата иртнĕ çулсенчи тÿлев суммисене Пенси фончĕн сайтĕнчи /www.chuvash.lkp.pfrf.ru/. "Тÿлевçĕ пÿлĕмĕ" электрон сервисра уçăмлатма пулать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.