Асăмран каймастăн эсĕ, Украина!
1
Украина, Украина!.. Чăнласах та асăмран каймастăн эсĕ юлашки кунсенче. Эпир сана мĕн пĕчĕкрен юратнă. Хамăрăн аслă та чаплă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çавăнта пуç хунăшăн-ши?.. Юратнă пиччем Петр Николаевич Днепр хĕрринче çапăçса йывăр аманнине пĕлнипе-ши?
Мĕн пĕчĕкрен эпĕ тĕпчеме, ваттисемпе калаçма юрататăп. Ватă писатель В.И.Краснов-Асли хăй Донбасра ĕçленине, Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ ватă салтак Украина çĕрĕнче шуррисемпе çапăçнине каласа кăтартнăччĕ. Юратнă кукаçи В.Убиев та, патша çарĕн офицерĕ пулнăскер, Украинăра службăра тăнă. Вăл унти çынсене нумай курнă, вĕсен пурнăçне лайăх пĕлнĕ. Çавăнпа пуль хамăн чи малтанхи "Оксана" повеçре тĕнчен пĕрремĕш тата Граждан вăрçисен вăхăтĕнче Украинăра пулса иртнĕ ĕçсем çинчен çырса кăтартрăм.
Маншăн та, Совет Союзĕнчи çамрăк ытти çыравçăшăн та Украина тăван кил пекех пулнă. 1972 çулта Украина комсомол тĕпкомĕн "Çамрăклăх" издательстви çамрăк поэтсен сăввисене украинла куçарса "Березова криниция" кĕнеке кăларчĕ. Унта çĕр-шыври кашни халăхăн çамрăк çыравçисен /вырăс, белорус, грузин, тутар тата ыттисен те/ хайлавĕсене кĕртнĕччĕ. Юрий Айташăн, Геннадий Айхин тата манăн сăвăсене портретсемпех, биографи çырсах пичетлерĕç.
Украина пирки шухăшлатăп. Çеçпĕле аса илетĕп. Украина поэчĕсем ăна çĕнĕ пурнăç пачĕç. Ватă поэтпа Никифор Ваçанккапа калаçни аса килет: "Украина поэчĕсем çĕклеме тытăнман пулсан эпир Çеçпĕл Мишшине манса та каяттăмăр пулĕ. Пурнăç питĕ йывăр килчĕ. Саманасем саккăр пулчĕç. Тем чухлĕ çынна тăшман туса хучĕç. Çеçпĕл ятне те совет влаçĕн тăшманĕ тесе тем тĕрлĕ хуратса-вараласа пĕтеретчĕç..." Питĕ тĕрĕс каланă пурнăç мĕн тери пăрнăç иккенне лайăх чухланă ватă çыравçă.
Юрий Збанацкий Çеçпĕл Мишши çинчен роман çырчĕ. Киеври киностуди кино ÿкерчĕ. Эпĕ те кайран Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ пирки "Ултавпа Чăнлăх" роман çырас тĕллевпе вăл утнă çулсемпе çÿрерĕм. Ниçта та пĕр Украина çынни те манра тăшман курман. Пурте чи çывăх тус-тăван вырăнне йышăннă.
Украинăн ватă писателĕпе Василь Кучерпа тĕл пулни асрах. "Украинсемпе чăвашсем сĕм авалтан туслă пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшнă, - терĕ вăл. - Пирĕн ирĕклĕхшĕн кĕрешсе пĕтĕм тĕнчипе чапа тухнă Кармалюк ятлă паттăра пĕлетĕн пуль. Унăн чи юратнă юррине илтнĕ-и?"
Çав юрра юрласа пачĕ: "Атăл урлă эпĕ каçрăм. Пĕччен мар, чăвашпала".
"Кармалюка темиçе хутчен Çĕпĕре янă. Унтан тарса Украинăна кайнă чухне ăна чăвашсем пулăшнă", - юррăн тĕп шухăшне ăнлантарса пачĕ Василь Кучер.
Çав сăмахсем ун чухнех мана тарăн шухăша янăччĕ. Киле таврăнсан "Ахмантей-паттăр хĕçĕ" калав та çырнăччĕ. Вăл чăвашла та, вырăсла та, украинла та пичетленсе тухрĕ. Каменец-Подольск хулинчи В.П.Затонский ячĕллĕ патшалăх педагогика институчĕн профессорĕ, филологи наукисен докторĕ В.Тищенко хăйĕн "Кармалюк тата фольклор, литературăпа ăсталăх" кĕнекинче /1981/ манăн калава пысăк хак панăччĕ.
Павло Ткачук литература тĕпчевçи те, Винницăри Кармалюк музейĕн директорĕ В.Вовкодов та хăйсен ĕçĕсенче пĕрре çеç мар çак калав çинчен ырă сăмах каларĕç, вăл "чăваш тата украина литературисен туслăхне малалла аталантаракан ялав" тесе хакларĕç.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Украина Писателĕсен союзĕ çулсерен "Сузирия" /Çăлтăрсен пĕрлĕхĕ/ туслăх кĕнеки кăларатчĕ. Унта чăваш çыравçисен сăввисемпе хайлавĕсем, статйисем сахал мар пичетленнĕ. Шупашкарта промышленноç тракторĕсем тума тытăнсассăн Киевра пурăнакан паллă поэт-куçаруçă Степан Литвин мана çавăнта ĕçлекенсем çинчен поэма çырма ыйтнăччĕ. Вара "Сунай паттăрăн тимĕр учĕ" хайлав калăпларăм, ун патне ярса патăм. Поэма чăвашлипе пĕр вăхăтрах 1976 çулта "Сузирия" кĕнекере пичетленсе тухрĕ.
Олесь Гончар ыйтнипе эпĕ çав кĕнеке валли "Туслăх çути" очерк та çырнăччĕ. 1977 çулхи номерте тухрĕ. 1985 çулхи кăларăмра Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнчи Алексеевсен сакăр ывăлĕ çинчен çырнă "Ывăлсем" очерка пичетлерĕç. "Ку очерк пирĕн тăванла халăхсем пĕр-пĕрне пулăшса тискер фашизма çĕнтерни çинчен калакан хăйне евĕрлĕ поэма", - тесе çырса янăччĕ ун чухне Олесь Терентьевич. Чăнласах та халăхсен хушшинчи туслăх управçисенчен пĕриччĕ вăл ун чухне.
2
Украина, Украина... Çапла калатăп та каллех шухăша путатăп.
Украинăн аслă та чаплă поэчĕ Тарас Шевченко ссылкăран пăрахутпа таврăннă чухне Шупашкар çинчен çырса хăварнине аса илетĕп.
Епле çивĕч куçпа пăхса ăслă çырнă-ха вăл хăйĕн дневникĕнче:"...Ничтожный, но картинный городок. Если не больше, то по крайней мере наполовину будет в ней домов и церквей, и все старинной московской архитектуры. Для кого и для чего они построены? Для чувашей? Нет, для православия?.."
Украинăра çÿренĕ чухне ватăсем мана час-часах хамăр халăхсен хушшинчи туслăхăн чи лайăх тĕслĕхсем çинчен каласа паратчĕç. Акă Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Киев таврашĕнче Коля-чуваш партизан чапа тухнă. Унăн ятне çынсем яланах ырăпа асăнатчĕç.
Мĕн чухлĕ тус-юлташчĕ Украинăра: Олесь Гончар, Борислав Степанюк, Володя Дарда, Анатолий Никоноркин, Зиновий Фогель, Станислав Репьях, Володя Савельев паллă кинорежиссер, Винница университечĕн профессорĕ Борис Хоменко...
3
1976 çулхи çулла СССР писателĕсен VI съезчĕ пулса иртрĕ.
Эпир, Совет çыравçисен чи аслă форумне делегат пулса кайнă чăваш литераторĕсем, пурте малти ретре ларатпăр. Пирĕнтен темиçе тенкел урлă пушă вырăн пурччĕ. Çавăнта çутă сăнлă яштака çын пырса ларчĕ. Борислав Степанюк пулчĕ.
Борислав Степанюк - украинсен хальхи вăхăтри паллă поэчĕсенчен пĕри. Лару хыççăн эпир унпа чылайччен калаçса çÿрерĕмĕр. Вăл сăмаха тÿрех Çеçпĕл çине куçарчĕ:
- Çеçпĕл Мишшине хăйне курман эпĕ. Анчах хамăр таврари çынсем мана ун çинчен нумай каласа панă, - терĕ. - Мĕн пĕчĕкрен эпĕ Çеçпĕле юратнă, поэт пулма та, этем пулма та унран вĕреннĕ. Çавăнпах чăваш поэзийĕпе питĕ интереслентĕм, чăвашларан пайтах куçартăм, чăваш çĕр-шывне халалласа сăвăсем, статьясем чылай çыртăм.
Çеçпĕл Мишши сăввисене урăх чĕлхесене епле куçарни пирки калаçса кайрăмăр. Эпир Çеçпĕл сăввисене çĕнĕрен вырăсла куçарса Мускавра кăларасшăн тăрăшнине илтнĕ иккен вăл.
- Çеçпĕл - питĕ хăйне евĕрлĕ сăвăç, - терĕ Борислав Павлович. - Унăн сăввисенче сăмахпа каласа пама çук шалтан тапса тăракан темĕнле вăй пур. Тăлмачăн чи малтан çавна ăнланса илме тăрăшмалла. Унсăрăн Çеçпĕл сăввисене урăх чĕлхене куçарасси пирки шухăшламалли те çук. Тÿрех калатăп: хальлĕхе Çеçпĕле вырăсла пур енчен те килĕшÿллех куçарман-ха. Çавăнпа унăн сăввисене çĕнĕрен куçарма тытăннăшăн чунтанах савăнатăп...
- Украинла куçарусем пирки мĕскер шухăшлатăр? - пĕлесшĕн пултăм эпĕ.
- Кунта Çеçпĕле ăннă темелле. Ăна пирĕн чи паллă поэтсем - Павло Тычина, Максим Рыльский, Андрей Малышко тата ыттисем те - куçарнă. Çитменнине тата эпир Çеçпĕл хайлавĕсен юлашки пуххине кăларнă чухне пĕтĕм куçарăва пăрахăçларăмăр, çав сăвăсене паллă поэтсене парса çĕнĕрен куçартăмăр.
Çеçпĕл Мишшин Украинăра пичетленсе тухнă юлашки икĕ сборникне Борислав Степанюк пухса хатĕрленĕ, редакциленĕ. Вĕсем пирĕн çулăм чĕреллĕ поэтăн украинла тухнă чи лайăх кĕнекисем шутланаççĕ. Хăш-пĕр сăвва вăл хăй куçарнă.
Эпĕ Борислав Павловичăн "Çеçпĕл Украинăпа калаçни" поэми епле çурални çинчен ыйтрăм.
- Поэмăна çырасси пирки эпĕ Прилукири педагогика училищинче вĕреннĕ чухнех шухăшлама тытăннă, - терĕ поэт. - Калатăп вĕт-ха, Çеçпĕл çинчен эпĕ ача чухнех нумай илтнĕ... Кайран вăрçă пуçланчĕ. Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайрăм...
Поэт Волхов фронтĕнчи йывăр çапăçусем вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнă, аманнă.
- Тăван çĕр-шыва юратни мана Çеçпĕле тата ытларах юратма вĕрентрĕ. Шăп та лăп çав çулăмри кунсенче ĕнтĕ эпĕ Çеçпĕл поэзине, вăл тăван халăхне, тăван çĕрне епле чунтан-чĕререн юратнине, халăх телейĕшĕн епле тăрăшнине, чăн-чăн коммунист пулнине ăнланса илтĕм...
"Çеçпĕл Украинăпа калаçни" поэмăшăн, "Сенкер куçлă июль" тата "Таймапуç сана, Кăркăсстан" кĕнекесемшĕн Борислав Степанюка 1974 çулта Павло Тычина ячĕллĕ премие панă.
Акă епле вут чĕреллĕ пулса тухнă чăвашсен поэчĕ Борислав Степанюкăн "Çеçпĕл Украинăпа калаçни" поэмăра:
Сыв пуллашнă чухне Борислав Павлович çапла каларĕ:
- Çеçпĕл - манăн кумир. Чăваш çĕр-шывĕ - манăн юрату. Эпĕ унта темиçе хутчен те пулнă, ялсенче çÿренĕ, колхозниксемпе, рабочисемпе, çыравçăсемпе тĕл пулса калаçнă. Çав тĕл пулусем çинчен поэма çырма ĕмĕтленетĕп.
- Куçару ĕçне те манăçа хăвармастăр пулĕ?
- Çук, манасшăн мар. Халĕ акă, кунта килес умĕн, "Поэзи" альманах валли чăваш поэчĕсен сăввисен ярăмне куçартăм...
4
1979 çулта эпир Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа сакăр вунă çул çитнине паллă турăмăр. Украинăран çак уява йышлăн килчĕç. Вĕсен хушшинче "чăваш полпречĕ" Борислав Степанюк та пулчĕ. Вăл паллă çак кун тĕлне "Венок Сеспелю" кĕнеке хатĕрлесе çитернине пĕлтерчĕ.
Кĕнеке Киевра "Радянський письменник" издательствăра 1980 çулта пичетленсе тухрĕ. Унта кун çути курнă Çеçпĕл сăввисене украинсен чи паллă поэчĕсем куçарнă - Павло Тычина, Никола Бажан, Владимир Сосюра, Иван Драч, Андрей Малышко, Платон Воронько, Василь Швец, Олекса Ющенко тата ыттисем те. "Çеçпĕле - пуç кăшăлĕ" кĕнекен юлашки пайĕнче чăваш поэчĕсен Çеçпĕле халалланă сăввисене украинла куçарса пичетленĕ: Петĕр Хусанкай та, Ухсай Яккăвĕ те, Александр Алка та, Стихван Шавли те /пурĕ 19 чăваш поэчĕ/ пур.
1989 çулта Çеçпĕл Мишши кунĕсене ирттерме хатĕрленнĕ май "Днипро" издательство "Очима пролиска" ятлă кĕнеке кăларчĕ. Пирĕн тус Борислав Степанюк питĕ хитре ум сăмах хатĕрленĕ. Пĕрремĕш пайĕнче чăваш поэчĕсен туслăх çинчен çырнă хайлавĕсем вырăн тупнă.
1982 çулта эпир хамăр та Борислав Степанюкăн сăввисене куçарса "Днепр саламĕ" ятлă кĕнеке кăлартăмăр.
5
Кайран та, Никита Хрущев Крыма Украинăна парсассăн та, пирĕн туслăх татăлман. Украинсем асăмра ĕмĕрлĕх чи çывăх тăвансем пек тĕрленсе юлнă. Тискер çынсем Майдан йĕркелесе айăпсăр темĕн чухлĕ çынна вĕлернине, саккунлă президента хăваласа ярса халăха пусмăрлама тытăннине, Раççее вĕçĕ-хĕррисĕр элекленине, вырăссемпе вăрçă пуçарма ăнтăлнине ĕненме питĕ йывăр. Таса чунлисем яланах халăхсен туслăхĕшĕн пулнă.
Володя Дарда писатель мана Киева хăй патне хăнана чĕннĕччĕ. Çавăн чухне Александр Петькун ятлă питĕ хăйне евĕрлĕ çынпа, кулăш ăстипе, паллашрăм.
- Эпĕ тĕрлĕ халăхăн кулăш ăстисен хайлавĕсене украинла куçарса кĕнеке тăвасшăн-ха, - терĕ. - Чăвашсен Путĕш Патянĕ пуррине пĕлетĕп. Ун çинчен эпĕ Болгаринче Габрово хулинче пĕлтĕм.
Габрово хулинче кашни çул ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тĕнчери кулăш кунĕ иртет. Унта пурте пĕлекен кулăш ăстисем пуçтарăнаççĕ - Ходжа Насредтин, Хитрый Петр, Иванушка-дурачок тата ыттисем те. Вĕсен йышĕнче Путĕш Патянĕ те пур. Петькун çавна курнă ĕнтĕ.
Эпĕ Путĕш Патян кулăшĕсене пуçтарса кĕнеке тунине пĕлсен вăл питĕ савăнчĕ. Вырăсла куçарса ярса пама ыйтрĕ. Хаваспах унăн кăмăлне тивĕçтертĕм, хайлавсене Киева ярса патăм. Вăл тĕнчери кулăш ăстисен шÿчĕсене пухса "На меридианах смеха" кĕнеке кăларчĕ. Унта пирĕн Путĕш Патянĕ те кĕнĕ.
Украина, Украина... Çаплипех асран каймастăн.
6
Акă Винница университечĕн профессорĕ Борис Хоменко 1989 çулта Коми халăхĕн классикĕн Иван Куратовăн "Менам муза" сăввине тĕнчери 50 чĕлхене куçарттарса кĕнеке хатĕрлерĕ. Чăвашла куçарма мана пачĕ.
- Мĕншĕн ку ĕçе эсĕ пуçăнтăн-ха? - ыйтнăччĕ Украина профессорĕнчен.
- Халăхсен хушшинчи туслăхшăн ырă ĕç тăвас килет, - хуравларĕ вăл.
Борис Хоменко 2004 çулта Тарас Шевченкон "Кавказ" поэмине 50 чĕлхене куçарттарса кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Ăна чăвашла куçараканĕ эпĕ пултăм. "Поэма Тарас Григорьевичăн Раççейри халăхсене туслă пурăнма пиллесе çырнă хăйне евĕрлĕ хайлавĕ", - çырса янăччĕ Борис 2011 çулта.
Эпĕ 75 çул тултарнă тĕле Борис саламлă телеграмма яма та манмарĕ: "Украина высоко ценит Ваш светлый талант, вдохновенное творчество, ваш подвижнический труд во имя процветания родной Чувашии. Благодарны за добрые чувства к украинской литературе", - çырнăччĕ вăл. Б.Хоменко тăрăшнипех манăн "Шурçамка" повеç украинла пичетленсе тухрĕ.
Юлашки хут Украинăра çирĕм çул каялла, Славян культурин кунĕсем иртнĕ чухне, пулнăччĕ. Ун чухне кашни утăмра туслăх, пĕрлĕх çинчен калаçатчĕç.
Анăçри тата Америкăри усал çынсем, ах, мĕнле пăтратса ячĕç ĕçчен те ырă кăмăллă Украина халăхне!.. Чун ыратать!.. Мĕн пулчĕ-ши тус-юлташа? Мĕнпе пулăшма пулать-ши вĕсене? Пурин патне те çыру çыртăм. Питĕ йывăр пулсан Шупашкара килĕр терĕм. 1988 çулта партократсем питĕ тапăннă чухне мĕн чухлĕ писатель мана пулăшас шутпа хăйсем патне пурăнма чĕнсе çыру çырнăччĕ. Чăн-чăн çыравçăсен туслăхĕ вăл яланах питĕ çирĕп.
Çывăх тус-çыравçă патне çырусем çырнă чухне сăвă йĕркисем çуралчĕç.
Шанатăп: пирĕн аслă та вăйлă тăван çĕр-шыв Раççей Федерацийĕ пулăшнипе Украина халăхĕ мĕн пур усал-тĕселе çĕнтерĕ.
Асăмран каймастăн эсĕ, Украина!..
Чăваш халăх писателĕ
Комментари хушас