Archive - Çу 2016

мая 12th

12 Çу, 2016

Пĕр çăпала яшкапа çырлахнă

Вăрçă çулĕсем Етĕрне районĕнчи Пĕр-çырланра пурăнакан Вера Полякова асĕнче тарăн йĕр хăварнă. 90 çула пуснă кинемей шÿтлеме кăмăллать пулин те ăна çав йывăр тапхăра куçĕ умне кăларма çăмăл мар. Унăн çамрăклăхĕ тăшмансем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ вăхăтра иртнĕ. Тылра ыттисемпе пĕрле тар тăкас вырăнне вăл Свердловск облаçне лекнĕ.

12 Çу, 2016

Халăх историе пĕлменрен мĕскĕн

Кăçалхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче «Çамрăксен хаçатĕнче» тухнă «Чăваш халăх историне шкулта вĕрентĕç-и?» статьяна вуласан эпĕ хаçатăн çак номерне «кирлĕ пулĕ-ха» тесе ĕç папкине чиксе хунăччĕ. Ун çинчен акан 7-мĕшĕнче «Несĕлсен йăлине пăхăнсан халăх пек упранса юлăпăр» интервьюна вуласан аса илтĕм. Икĕ статьяна та тепĕр хут тимлĕн вуласа тухнă хыççăн çыру çырма шухăшларăм. Малалла вулас...

Аркадий РУСАКОВ.

мая 11th

11 Çу, 2016

КОФЕ ВЫРĂННЕ — СИВ КУРĂКĔ

Сив курăкĕ /цикорий/ сывлăхшăн усăллă. Унăн тымарĕнчен вĕретнĕ шĕвек кофĕне улăштарма пултарать. Кофеин çуккине пула чĕрене те сиенлĕ витĕм кÿмест. Ăна юн пусăмĕ ÿснипе аптракансем те ĕçме пултараççĕ.

Чĕртавара хăвăр та хатĕрлеме пултаратăр. Тымарне лайăх çумалла, типшĕнтермелле. Унтан çатма çине хурса нÿрĕкĕ йăлтах пăсланса пĕтиччен ăшаламалла. Кофе арманĕпе вĕтетмелле.

1 чей кашăкĕ сив курăкĕн порошокне 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчине лартса вĕреме кĕртмелле те çулăма пĕчĕклетмелле, тата 3-5 минут лартмалла. Илсен 2 минутран сăрăхтармалла. Тутă кĕмелĕх сĕт хушма юрать.

11 Çу, 2016

ÇАМРĂК ЕШĔЛ - ЧИ ЛАЙĂХХИ

Çулталăкăн çак тапхăрĕнче организма витаминсем нихçанхинчен те ытларах кирлĕ. Çак енĕпе çурхи çамрăк ешĕл витĕмлĕ пулăшма пултарать.

Кăшкар ути

Ÿсен-тăран С, К, РР, Е, тата В ушкăнри витаминсемпе, каротинпа, тимĕрпе, марганецпа, калипе, фосфорпа пуян.

Усăллă. Бактерисене хирĕçле, ыратнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăрать. Ĕлĕк унпа юн кайнине чарма, вар-хырăм пăсăлсан, шĕвĕрĕлченрен хăтăлма усă курнă.

11 Çу, 2016

КАШНИН - ХĂЙĔН ВИÇИ

Çуллă какай та, тăвар та малтан шухăшланă пекех сиенлĕ мар иккен. Сывлăхлă пулма вĕсене çимеллех теççĕ. Апла-тăк нимĕнле чару та çук-ши? Кун пирки опытлă диетолог-гастроэнтеролог О.Базылева ăнлантарса панипе паллаштаратпăр.

Тăвар

Тăвар натрипе хлор çыхăнăвĕсенчен тăрать, вĕсем ăна пирĕн организмшăн питĕ кирлĕ çимĕç пулма пулăшаççĕ.

Натри йÿçек-сĕлтĕ шайлашăвне йĕркелеме хутшăнать, нерв импульсĕсене куçарассишĕн яваплă, мышцăсене хутланма пулăшать. Натри çитменни вăй чакнипе, ыйхăлаттарнипе палăрать.

11 Çу, 2016

ГАСТРИТ ВĔРĔЛСЕН

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит. Кашни апат умĕн çĕрулми /кĕрен хупăлли лайăхрах/ сĕткенне çуршар стакан ĕçмелле. Ăна ĕçес умĕн тин юхтармалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

11 Çу, 2016

КĔМĔЛ КАШĂК ЯКАТАТЬ

Пите кашăкпа массаж туни вĕтĕ пĕркеленчĕксене якатма, ÿте туртăнтарма, пухăнма пуçланă целлюлитран хăтăлма пулăшать.

Çавăн пекех вăл лимфа шĕвекĕ куçассине, тĕртĕмсене юнпа тивĕçтерессине лайăхлатать, мышцăсен пиçĕлĕхне ÿстерет.

Сăмах май, кĕмĕл кашăкпа кăна мар, тутăхман металран хатĕрленипе те, малтан спиртпа сăтăрса илнĕ хыççăн, усă курма юрать.

Таса пите

Питĕн тасатнă ÿтне тутлăхлă крем сĕрмелле. Икĕ чей кашăкĕн авăнчăк енĕпе пите массаж йĕрĕсем тăрăх вăтам пусăмпа сăтăрмалла.

Кашни йĕр тăрăх 10 хут:

11 Çу, 2016

«Хыпар» 70-71 (26980-26981) №№. 11.05.2016

Pages