Пĕрлĕхен
Вăрмана çӳремесĕрех тĕрлĕрен çырлана паллаймăн. Чылайăшне пасарта туянса астивме пулать-ха паллах. Анчах пĕрлĕхене /костяника/ пасарта тĕл пулаймăн. Вăрман тăрăхĕнче пурăнманнисем, тен, ăна пĕлмеççĕ те. Вăл авăн уйăхĕнче пиçсе çитет те вăрмана пыракана сип-симĕс çулçă çийĕн кăвар сапнăн хĕмленсе илĕртет. Пĕрлĕхен çулçи çĕр çырли евĕрлĕ — виçĕ çулçă виçкĕтеслĕхĕ пек. Чечекĕ те çĕр çырлинни евĕрлех — роза чечекĕ йышĕнчен /семейство розоцветных/. Ытларах лăсăллă вăрмансен уçланкисене кăмăллать, хутăш вăрмансенче те ӳсет, тепĕр чухне тахçан вăрман ешернĕ хирсенче те тĕл пулать.