СĔЛĔ ВĂЙ-ХĂВАТ ХУШАТЬ

24 Ака, 2014

Сĕлĕ сиплĕхĕ пирки пĕрре кăна çырман-ха. Çапах та унăн хăвачĕпе тата тĕплĕнрех паллаштарни ытлашши пулмĕ. Асăннă сĕнÿсенчен хăвăра кирлине суйласа илме пултаратăр.

Пахалăхĕ пысăк

Тĕрĕссипе, сĕлĕ хÿтĕлекен ÿсен-тăран. Ăна организма лекекен йывăр металсене сăрăхтарса илме пултарнăшăн уйрăмах хаклаççĕ. Вăл вар-хырăмри сиенлĕ япаласене пуçтарнипе пĕрлех тĕртĕмсенче нумай вăхăт хушши пухăннисене те туртса илет. Паллах, вĕсемпе пĕрле организмран усăллă япаласем те, тĕслĕхрен, кальци, тухаççĕ-ха. Çавăнпа сĕлĕ диетипе нумай вăхăт пурăнма сĕнмеççĕ. Сĕлĕрен хатĕрленĕ апата вара кальципе пуян тăпăрчă, качака сырĕ, брынза, сĕт хушмалла.

Сĕлĕ тĕшшинче клетчатка, организма кирлĕ белоксем, аминойÿçексем - триптофанпа лизин - пур. Эфир çăвĕсемпе, камедьпе, В ушкăнри витаминсемпе, К витаминпа, каротинпа пуян. Магни, кали, хром, фосфор, марганец, тимĕр, никель, йод, фтор, цинк, кÿкĕрт пур. Пĕр сăмахпа, сĕлĕ сывă апатланура питĕ кирлĕ паха çимĕç шутланать.

Улăмĕ те тĕшшинчен кая мар усăллă. Халăх медицининче унпа шăк хăвалама, температурăна чакарма усă кураççĕ. 30-40 грамм типĕ улăма вĕтетмелле, тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Сĕлĕ препарачĕсем ÿт чирĕсемпе - экземăпа, дерматитпа, диатезпа - витĕмлĕ кĕрешме пулăшаççĕ.

Çĕр чиртен

Сĕлĕ ярса вĕретнĕ шыва пылпа ĕçни йывăр чир е аманнă хыççăн вăйсăрланнă çынсене пулăшать. Сĕлĕ çăнăхĕпе вар-хырăм шыççи аптратсан сипленеççĕ. Унран хатĕрленĕ лăймака шĕвеке организмра тимĕр çитмесен ĕçеççĕ. Пыршăлăхра апат куçасси япăхсан та сĕлĕ витĕмлĕ.

Шĕвекĕ сыпă ыратнине ирттерет. 2,5 стакан тасатман сĕлле лайăх çумалла, 6 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 4 сехет пĕçермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен 30-40 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Ăна сивĕтмĕшре упраççĕ. Виçĕ эрне сипленнĕ хыççăн пĕр эрне тăхтамалла та тепĕр курс пуçламалла, сывлăх лайăхланичченех ĕçмелле.

Çĕрлехи шăк чараксăрлăхĕнчен, ăс-тăн ывăнчăклăхĕнчен, ыйхă вĕçнинчен, пÿре чирлине пула ÿт тăртаннинчен, вар-хырăм чирĕсенчен сипленме. 2 стакан тасатман сĕлле лайăх çумалла, тин вĕренĕ 5-6 стакан шыва е сĕте ямалла, вăйсăр çулăм çинче 2 минут пĕçермелле, илсен 30 минут лартмалла та сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30-40 минут маларах 1-ер стакан 2 уйăх ĕçмелле. Пĕр уйăх тăхтанă хыççăн каллех ĕçме пуçламалла. Çулталăкра çакăн пек темиçе сиплев курсĕ ирттермелле.

Сахăр диабечĕпе аптракансене тата никотинран сивĕнес шухăшлă çынсене çак рецептпа хатĕрленĕ шĕвек ĕçни усăллă. 100 грамм тасатнă сĕлле апат соди хушнă шывра 4 сехет ислетмелле, унтан вăйсăр çулăм çинче пĕр сехете яхăн пĕçермелле. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах ĕçмелле. Тасатман сĕлле кофе арманĕпе авăртса чей пĕçерме юрать. Кунне 2-3 хут апатчен 2 сехет маларах /анчах çывăрма выртас умĕн мар/ 1-ер стакан ĕçмелле. Сĕлĕ чейĕ юн пусăмне чакарать.

Сĕлĕн ăшă шĕвекĕпе фарингит, ларингит, вăрах тонзиллит чухне пыра чÿхеççĕ. Ăшăтнă сĕлĕ тултарнă пир хутаçа гайморит, сунас аптратсан сăмса çине хураççĕ. Асаплă ÿслĕкрен хăтăлма 100 грамм сĕлле, тасатнă 1 сухана 1 литр шыва ярса вĕретмелле, сăрăхтармалла. Тутă кĕме 2 апат кашăкĕ пыл хушма юрать. Кунне 4-5 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Типĕ ÿслĕкрен сĕлĕ сĕчĕ лайăх. Çур литр сĕлле 2 литр сĕте ярса вăйсăр çулăм çинче сĕт сараличчен тытмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 5-6 хут апатчен çур сехет маларах çуршар стакан ĕçмелле.

Шăнса пăсăлсан, ангина, ÿпке шыççи аптратсан сĕлĕ сĕтне каçхине çывăрас умĕн пыл е услам çу хушса ĕçмелле. Сĕлĕ сĕтне кашни кун çĕнĕрен хатĕрлемелле.

Тимлĕ пулăр! Сĕлĕн сиенлĕ енĕсем пуррине палăртман, анчах ытла нумай ĕçсен пуç ыратма пултарать. Тата сайра хутра хăшĕ-пĕрин организмĕ йышăнманни тĕл пулать. Ват хăмпинче чул пулсан сĕлĕ шĕвекне ĕçиччен тухтăрпа канашламалла.

Мухтавлă кĕсел

В.К.Изотов вирусолог тухтăр тĕлĕнмелле сиплĕ кĕсел рецептне хатĕрленĕ. Вăл çак шĕвек вар-хырăм, пĕвер, ват хăмпин, хырăм ай парĕ, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсемпе ăнăçлă кĕрешме, инфаркт хыççăн ура çине хăвăртрах тăма пулăшнине палăртнă.

3 литр кĕрекен кĕленче савăта 500 грамм "Геркулес" кĕрпе е авăртнă сĕлĕ кĕрпи /иккĕшне пĕрле те юрать/ ямалла, вĕренĕ кăшт ăшăрах шыв хушмалла. Анчах савăт хĕрринченех мар, йÿçме вырăн хăвармалла. Йÿçĕтме çур стакан кефир е турăх ямалла. Савăта тачă хупса ăшă вырăна /тĕслĕхрен, батарея çумне/ лартмалла. Икĕ талăкран йÿçнĕ хутăша дуршлаг витĕр кĕленче савăта сăрăхтармалла. Тĕпне юлнине пĕчĕк виçесемпе илсе кастрюль çине лартнă дуршлаг витĕр, йывăç кашăкпа пăтрата-пăтрата, вĕренĕ ăшă шывпа çăралăх витĕр юхакан шыв тăрăличченех çумалла.

Кастрюле пухăннă шыва кĕленче савăтсене ярса хупăлчапа витмелле, 10-12 сехет лартмалла. Çак тапхăрта савăтсенчи шĕвек ик сийленет: çÿле шыв çĕкленет, аялта çăтă шурă сий пухăнать. Шывне пăтранасран асăрханса мĕнле те пулин кĕленче савăта ямалла. Çак йÿçекрех шыва темиçе кун сивĕтмĕшре упрама, унпа пăтă, кĕсел хатĕрленĕ чухне усă курма юрать.

Мĕн пур савăтри тĕпне ларнă сие пĕр савăта куçарса сивĕтмĕше лартмалла. Ку - сĕлĕ концентрачĕ. Ăна сивĕтмĕшре виçĕ эрне таран тытма юрать.

Сиплĕ кĕсел хатĕрлеме 3-4 апат кашăкĕ концентрата тăрăлса ларнă хыççăнхи çур литр шыва ярса лайăх пăтратмалла. Хутăша вăйсăр çулăм çине лартмалла, йывăç кашăкпа пăтратса тăнă май вĕреме кĕртмелле, 4-5 минут пĕçермелле. Юлашки самантра кăштах тип çу тата пĕр чĕптĕм типĕ чĕрĕ ÿсен-тăран /укроп, петрушка, серте, кăшман çулçи, кишĕр çеçки/ хушма юрать. Тăвар вырăнне тинĕс купăсти, пылак пăрăçăн тÿнĕ вăррине ямалла.

Сиплев тĕллевĕпе кĕселе кашни ир ăшăлла, пĕчĕк татăк ыраш çăкăрĕпе пĕрле çимелле. Кĕсел хыççăн 3-4 сехет нимĕн те çимелле мар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.