ХĔРЛĔ КЛЕВЕР ЧЕЧЕКЕ ЛАРСАН

Хĕрлĕ клевера Çимĕк хыççăн, çĕртме-авăн уйăхĕсенче, пухса хатĕрлеççĕ. Хĕлле сипленме чечекне, курăкне, тымарне типĕтме юрать. Чĕртавар сиплĕ витĕмне çулталăк таран çухатмасть.

Клеверти флавоноидсем холестерина юн тымарĕсен стенкисем çинче пухăнма памаççĕ, пĕверте холестерин туса кăларассине чакараççĕ. Çавăнпа асăннă ÿсен-тăран атеросклерозпа чирлĕ, юн тымарĕсем сывă мар çынсемшĕн питĕ усăллă.

Тата клеверпа гепатитран, мононуклезран, юн çитменлĕхĕнчен, малярирен, ревматизмран, амалăхран юн кайнинчен, ытти чиртен сипленнĕ чухне, шăк хăвалама, тар кăларма усă кураççĕ. Америкăри хальхи ăсчахсем клевер пĕверĕн, ват хăмпин, пыршăлăхăн тĕрлĕ чирĕнчен, подагрăран пулăшнине çирĕплетеççĕ. Вăл пĕвере, юна, лимфăна, пĕтĕм организма наркăмăшсенчен лайăх тасатать. Унăн витĕмĕпе ват шĕвекĕ тухасси лайăхланать, апат ирĕлесси йĕркене кĕрет.

Халăх медицинин темиçе рецепчĕпе паллаштаратпăр.

  • Юна тасатакан чей. Клеверăн типĕтнĕ 6-10 чечек пуххине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 15-20 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2-3 чашăк ĕçмелле. Тасату курсĕ — 6-8 эрне. Çак чей температура ÿссен те, ÿслĕк аптратсан та усăллă. Ăна 10 чĕрĕ чечек е 10-15 типĕ чечек ярса хатĕрлеме пулать.
  • Çăмарталăх шыçсан тата шыççа хирĕçле. Клеверăн 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ тымарне 1 стакан вĕри шыва ямалла. Хупă савăтпа вĕрекен шыв мунчине çур сехете лартмалла. Унтан тÿрех сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла.
  • Кунне 4-5 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Çÿлте асăннă чирсенчен клевер чечекĕпе çулçин настойкипе те сипленме юрать. Чечек пуххисене çÿлти çулçисемпе пĕрле татса илмелле, çумалла, банкăна çурри таран пусарсах тултармалла, хĕрринченех шурă эрех ямалла. Кашни кун силлесе илсе 21 кун лартмалла. Сăрăхтармалла.
  • Апатчен 20-30 минут маларах 20-30 тумлам настойкăна шывпа ĕçмелле. Курс — 3 уйăх, пĕр уйăх тăхтанă хыççăн каллех çавăн чухлĕ ĕçмелле. Пĕтĕмпе 3 хут çапла сипленмелле. Тепĕр курса çулталăкран кăна ирттерме юрать.
  • Чĕрĕ чечекне чăмлани те усăллă. Е чечеке сахăрпа сăтăрсах хутăштармалла та çу хушмалла, çăкăра сĕрсе çимелле.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.