Пĕрлĕхен

29 Авăн, 2016

Вăрмана çӳремесĕрех тĕрлĕрен çырлана паллаймăн. Чылайăшне пасарта туянса астивме пулать-ха паллах. Анчах пĕрлĕхене /костяника/ пасарта тĕл пулаймăн. Вăрман тăрăхĕнче пурăнманнисем, тен, ăна пĕлмеççĕ те. Вăл авăн уйăхĕнче пиçсе çитет те вăрмана пыракана сип-симĕс çулçă çийĕн кăвар сапнăн хĕмленсе илĕртет. Пĕрлĕхен çулçи çĕр çырли евĕрлĕ — виçĕ çулçă виçкĕтеслĕхĕ пек. Чечекĕ те çĕр çырлинни евĕрлех — роза чечекĕ йышĕнчен /семейство розоцветных/. Ытларах лăсăллă вăрмансен уçланкисене кăмăллать, хутăш вăрмансенче те ӳсет, тепĕр чухне тахçан вăрман ешернĕ хирсенче те тĕл пулать. Пĕр вырăнта темиçе çул ӳсет. Çуркунне шăтса тухать те çĕр çийĕн тăсăлса каять. Çулçăсене пăхсан 30 сантиметртан çӳллех мар, çеçкине çĕклесен вара метр çурăран та вăрăмрах çитĕнни палăрать. Пĕрлĕхен çĕртме уйăхĕнче чечек çурать, çырлисем авăн уйăхĕнче çеç пиçсе çитеççĕ. Тăсăлса выртакан çеçке çийĕн çырлаллă тунасем хăйсене татма йыхăрнăн çĕкленсе тăраççĕ.

Этем сĕм авалтанпах тĕрлĕрен чир-чĕре ӳсен-тăран пулăшнипе сипленĕ. Пĕрлĕхен те çут çанталăкăн сиплĕ тата тутлă куч­ченеçĕ.

Пĕрлĕхен çырли десерт валли лайăх. Ăна сахăрпа пăтратса сĕтпе çиме, варени, морс, желе, джем тума аван. Çырлара усăллă япаласем нумай: витаминсем, микроэлементсемпе /тимĕр, пăхăр, цинк/ органика йӳçеклĕхĕсем, т.ыт. Халăх медицининче пĕрлĕхен çырлине çеç мар, çулçине те усă кураççĕ. Пĕрлĕхен çулçин отварĕ чирлесен тарлама, шăк хăвалама, микробсемпе кĕрешме, иммунитета вăйлатма пулăшать. Пĕрлĕхен çырли гранат евĕрлех — тутипе те, тĕсĕпе те. Çырла ăшĕнче пĕр пысăк вăрă. Çавăнпа ăна çурçĕр граначĕ теççĕ. Тути уçă, сĕтеклĕ, кăштах йӳçеклĕ. Çырла черченкĕ — ăна пуçтарма пĕчĕк карçинкка е витре илмелле. Хутаçа хурсан хăвăртах лапчăнса пăсăлать.

Сахăрпа хутăштарса лартнă пĕрлĕхен сивĕтмĕшре чылай упранать. Паллах, чи усăлли, татнă çырлана çийĕнчех çини. Вăл организма кирлĕ витаминсемпе, микроэлементсемпе тивĕçтерме пулăшĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.