ÇАМРĂК ЕШĔЛ - ЧИ ЛАЙĂХХИ
Çулталăкăн çак тапхăрĕнче организма витаминсем нихçанхинчен те ытларах кирлĕ. Çак енĕпе çурхи çамрăк ешĕл витĕмлĕ пулăшма пултарать.
Кăшкар ути
Ÿсен-тăран С, К, РР, Е, тата В ушкăнри витаминсемпе, каротинпа, тимĕрпе, марганецпа, калипе, фосфорпа пуян.
Усăллă. Бактерисене хирĕçле, ыратнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăрать. Ĕлĕк унпа юн кайнине чарма, вар-хырăм пăсăлсан, шĕвĕрĕлченрен хăтăлма усă курнă.
Çурхи апат. Кăшкар утин, вĕлтренĕн, шăнăр курăкĕн /подорожник/ çамрăк çулçисене çумалла, типшĕнтермелле те услам çупа кăштах ăшаламалла. 1 çăмартана 1 апат кашăкĕ хăймапа лăкаса кăпăшлантармалла, çатма çинчи ешĕлпе хутăштармалла. Хупăлчапа витмелле те çулăм çинче пиçсе çитиччен лартмалла.
Кресс-салат
Унра В1, В2, К, С витаминсем, каротин, рутин, горчица эфир çăвĕ, сахăр, белок, тиамин, рибофлавин, микроэлементсем пур.
Усăллă. Кресс-салат организма стресăн аркатуллă витĕмĕнчен хÿтĕлет. Шăла çирĕплетме тата пародонтозран сыхланма кашни кун пĕр ывăç çамрăк çулçине е сăмсаланнă вăрлăхне çиме сĕнеççĕ.
Укроп
Ешĕл укропра С витамин, каротин, никотинпа фоли йÿçекĕ нумай.
Усăллă. Вар-хырăм çулĕн ĕçне витĕмлĕ йĕркелет, юн пусăмне чакарать, шăк, ват шĕвекĕ хăвалать. Укроп ешĕлне хушнă салат пуç ыратсан, ыйхă вĕçсен пулăшать.
Тулаш сиплев. Укроп шывĕпе /тин вĕренĕ 1 стакан шыва — 1 апат кашăкĕ ешĕл/ усă курни пĕчĕк сурансене сиплеме пулăшать, ÿте лăплантарать, ăна пÿрлешкерен тасатать, хĕрелнине ирттерет. Вăрринчен тата ешĕлĕнчен хатĕрленĕ шывпа çÿçе чÿхеме юрать. Унпа ывăннă, хĕрелнĕ куç çине примочка хураççĕ.
Кинза /кориандр/
Биологи тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ йÿçексемпе, А тата С витаминсемпе, фосфор, тимĕр микроэлементсемпе пуян.
Усăллă. Анеми чухне, юнри холестерин е сахăр шайĕ ÿссен тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ кинза ямалла, 2-3 минут вĕретмелле, сивĕнсен чей вырăнне ĕçмелле. Кориандр куç çивĕчлĕхне те ырă витĕм кÿрет, çавăнпа ăна салата тăтăшрах хушмалла.
Симĕс сухан
Симĕс суханра та витамин, микроэлемент чылай.
Усăллă. Вăл цинк пуррипе уйрăмах паха. Сăмах май, çак элемент çитмесен хĕрарăмăн ача çуратмалли тытăмĕ, иммунитет хавшама, çÿç, чĕрне япăхма пултараççĕ. Симĕс сухан вирус чирĕсенчен хÿтĕленме пулăшать, юн тымарĕсене, чĕрене çирĕплетет.
Ытти ешĕл
Çамрăк вĕлтрен те, хăлха çакки курăкĕ /одуванчик/ те, шăнăр курăкĕ /подорожник/ те паха.
Вĕлтренре каротин кишĕртинчен те нумайрах, С витамин цитруссемпе танлаштарсан 2,5 хут ытларах. Тимĕр, кальци, фосфор, магни, пăхăр пур. Мышцăсене çитĕнме пулăшакан аминойÿçексен виçипе вĕлтрен ĕне какайĕнчен те юлмасть.
Вăрăм ĕмĕр настойки. Вăл юна лайăхлатать, склерозран сиплет, иммунитета çирĕплетет. 200 грамм çамрăк вĕлтрен çулçине /çу уйăхĕнче пухнине/ çур литр медицина спиртне ямалла. Кĕленче анине марльăпа çыхмалла, малтанхи 10 кун — чÿрече анинче, пĕр эрне тĕттĕм вырăнта лартмалла. Унтан темиçе хут сăрăхтармалла, тĕксĕм тĕслĕ кĕленчене ямалла. Ирхине апатчен 20 минут маларах выç хырăмла тата каçхине çывăрма выртас умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс — шĕвек пĕтиччен.
Хăлха çакки курăкĕн çулçинче, чечекĕнче, тымарĕнче белок нумай, çавăнпа вăл хăш чухне какая та улăштарма пултарать.
Шăнăр курăкĕн çулçи юна кĕвелтерекен, шыççа хирĕçле витĕмлĕ К витамин тата ватлăхран хÿтĕлекен Е витамин пуррипе уйрăмах паха. Çак курăксене яланхи апата хушма та юрать.
Асăрханăр!
Анчах асăннă ÿсен-тăран кашнинех юраманнине те шута илмелле.
Вĕлтрене юн кĕвелеслĕх пысăк, юн пусăмĕ ÿсекен çынсен çимесен лайăхрах. Ача кĕтекен хĕрарăмсене вăл пачах юрамасть.
Укроп юн пусăмне чакарать, гипотониксен ăна пула пуç çаврăнма пултарать.
Хăлха çакки курăкне ват хăмпи чирлĕ çынсен çимелле мар. Тата ăна ытлашши çисен хăстарма, варвитти пуçланма пултарать.
Симĕс сухан нумай çинипе гастрит вĕрĕлет, пÿре е пĕвер чикенĕ аптратма тытăнать.
Кăшкар ути пÿре чирлĕ çынсене юрамасть. Ăна хушнă апата ытлашши çисен тăвар ылмашăнăвĕ пăсăлать. Кăшкар ути пирки хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвипе, гастритпа, энтероколитпа чирлĕ çынсен те манмалла.