Халăх кун-çулĕ - пĕр ярăмра

11 Çу, 2016

Сăмахăмăр Владимир Алмантайăн "Культура суваро-булгар" ярăмпа пичетленнĕ "Этническая религия и украшений", "Этнические имена и их значение", çавăн пекех Юрий тата Сергей Ювенальевсен "Этническая религия и мифологические представления", "История предметов вооружения" кĕнекисем çинчен. Вĕсене литературăпа искусство енĕпе 2015 çулшăн Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тăратнă.

"Культура суваро-булгар" ăслăлăхпа ÿнер кăларăмĕсен ярăмĕ — сувар-пăлхар-чăвашсен истори тата археологи тĕлĕшпе пуçтарнă çĕнĕ ĕçсем. Унти кашни страницăна тирпейлĕ, тăван культурăна юратса илемлетнĕ. Авторсем тăван халăхăн авалхи кун-çулне вулакана ăнланмалла чĕлхепе çырса кăтартнă. Кунта несĕлĕмĕрсен, вĕсен тăхăмĕсен, Раççейĕн, Кавказăн, Хура тинĕс тăрăхĕн, Вăтам Ази хутлăхĕн регионĕсенче çĕр-çĕр çул каялла пурăннă вăхăтри пурлăх культурин тĕрлĕ хатĕрĕпе пуçласа паллаштарнă. Алмантай, Ювенальевсем тĕрлĕ архиври, музейри, наука кăларăмĕсенчи ăслăлăх, истори, археологи тата фотоиллюстраци материалĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса йĕркене кĕртнĕ, археологи материалĕсене тĕпе хурса хĕç-пăшал, тум хатĕрĕсене реконструкциленĕ. Асăннă кĕнекесен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк — сувар-пăлхар-чăваш культурине истори хронологи тĕлĕшĕнчен тĕнче шайĕнче тивĕçлĕ кăтартасси.

Владимир Алмантай хăйĕн кĕнекине 10 пин ытла сувар-пăлхар-чăваш ячĕсене кĕртнĕ, çавăн пекех çын ячĕсенчен пулнă 1200 яхăн ялпа сала ячĕсене тишкернĕ, вĕсене Вăтам тата Малти Ази, Кавказ, Атăлçи халăхĕсен ячĕсемпе танлаштарса тĕпченĕ. Владимир Николаевич çавăн пекех Чăваш Енри арабла çырнă чулсене тĕпчессипе те нумай ĕçлет. 2007-2008 çулсенче вăл Д.Г.Мухаметшин тата Е.П.Михайлов ăсчахсемпе пĕрле эпиграфи экспедицийĕсене хутшăннă, вырăнсенче, музейсенче XIV-XVIII ĕмĕрсенчи тĕлĕнмелли палăксене тупса палăртнă тата ÿкерсе илнĕ, вĕсем çине мĕн çырнине тĕпченĕ. Вĕсем пуçтарнă материалсене Чăваш Республикин Археологи карттин виçĕ томлă кăларăмне те кĕртнĕ.

"Философия символов монет и украшений" кĕнекере Владимир Алмантай авалхи, вăтам ĕмĕрти тата хальхи чăвашсен искусствипе тĕнчекурăмĕнчи пĕрпеклĕхсене укçа тата эрешсен никĕсĕ çинче тĕпченĕ.

"История предметов вооружения" кĕнекере Ювенальевсем пирĕн несĕлсен тата ытти халăхăн хĕç-пăшал хатĕрлес ĕçре пĕрремĕш пулас тĕлĕшпе пынă хăйнеевĕрлĕ ăмăртăвне сăнласа кăтартнă. Хĕç-пăшал историйĕ питĕ тарăн, малтан тискер чĕрчунсенчен сыхланма, пурăнмалăх, хырăма тăрантармалăх хатĕрленĕ, каярахпа тăшмансенчен сыхланмалли, тапăнмалли хатĕрсене ăсталасси этемлĕх кун-çулĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă.

Çакна та палăртса хăвармалла: "Культура суваро-булгар" ярăмăн авторĕсем çак ĕçпе кăна палăрса тăмаççĕ, вĕсем хăйсен йăх несĕлĕсен авалхи палăкĕсене тата ашшĕ-амăшĕн çурчĕсене çĕнĕрен çĕклеççĕ, музей экспозицийĕсем хатĕрлеççĕ, вĕсенче сувар-пăлхар-чăваш халăхĕн мухтавлă историне кăтартса параççĕ, республикăри художниксем çинчен кĕнеке-альбомсем кăлараççĕ, ăслăлăх экспедицийĕсене хутшăнаççĕ, халăх йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе тăратаççĕ, çамрăксене халăх кун-çулĕпе кăсăклантаракан ĕçсене явăçтараççĕ.

Владислав НИКОЛАЕВ,

Чăваш халăх художникĕ,

ЧР Патшалăх премийĕн

икĕ хут лауреачĕ;

Виталий ИВАНОВ,

К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕн директорĕ, истори

ăслăлăхĕсен докторĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.