КĔМĔЛ КАШĂК ЯКАТАТЬ
Пите кашăкпа массаж туни вĕтĕ пĕркеленчĕксене якатма, ÿте туртăнтарма, пухăнма пуçланă целлюлитран хăтăлма пулăшать.
Çавăн пекех вăл лимфа шĕвекĕ куçассине, тĕртĕмсене юнпа тивĕçтерессине лайăхлатать, мышцăсен пиçĕлĕхне ÿстерет.
Сăмах май, кĕмĕл кашăкпа кăна мар, тутăхман металран хатĕрленипе те, малтан спиртпа сăтăрса илнĕ хыççăн, усă курма юрать.
Таса пите
Питĕн тасатнă ÿтне тутлăхлă крем сĕрмелле. Икĕ чей кашăкĕн авăнчăк енĕпе пите массаж йĕрĕсем тăрăх вăтам пусăмпа сăтăрмалла.
Кашни йĕр тăрăх 10 хут:
- çамка варринчен, сăмса кăкĕ тĕлĕнчен — тăнлавсем патнелле;
- куçсем айĕнчен, сăмса кăкĕ тĕлĕнчен — тăнлавсем патнелле;
- сăмса кăкĕ тĕлĕнчен, куç хупанкисем тăрăх — тулашнелле;
- сăмса çунаттисенчен — хăлхасем патнелле;
- янахран — хăлхасем патнелле;
- янах айĕнчен — хăлхасем патнелле.
Целлюлита хирĕç
Холодильнике хурса сивĕтнĕ апат кашăкĕсене целлюлита хирĕçле крем е пыл сĕрмелле. Вĕсемпе купарчасене çавра хусканусемпе варринчен айккинелле, унтан аялтан çÿлелле массаж тумалла. Пĕçĕсене шал енчен — аялтан çÿлелле, тул енчен çÿлтен аялалла сăтăрмалла.
Массажăн кашни тĕсне 5-15 минут пурнăçламалла. Кашни каç е кун сиктерсе, е эрнере пĕрре тума юрать.