Уй-хир техника сассипе илемлĕ

11 Çу, 2016

Чылай хуçалăх тырă акса пĕтернĕ пулин те таврара трактор кĕрлевĕ илтĕнме пăрахмасть-ха. Хресченсем çĕрулми лартаççĕ, ăшша юратакан культурăсене варăнтараççĕ.

Вăрнар. К.Маркс ячĕллĕ, «Мураты», «Янгорчино», «Луч» производство кооперативĕсенче, «Санары» агрофирмăра çураки ĕçне лайăх йĕркеленĕ. Районта акмалли лаптăк «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУОн чи пысăкки /5848 гектар/. Рабочисем лăш курмасăр тăрăшнăран палăртнă тĕллеве вăл чыслăн пурнăçлать. «Мураты» ЯХПК çĕрулми лартма пуринчен малтан тытăннă. Алексей Федоров ăста механизатор «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче Джон Дир тракторпа пысăк яваплăха туйса тăрăшать.

Пăрачкав. «Восход» ЯХПК ертÿçи Василий Новичков çĕр лаптăкĕсем тĕрлĕ уйра вырнаçнăран хăшĕ маларах пиçсе çитнине пĕлме кун каçиччен хуçалăх тавра темиçе те пăхса çаврăнать. Сергей Родин, Александр Кащеев, Виктор Теленков механизаторсем вăл каланă çĕре тÿрех куçаççĕ. Кирек хăш уйра ĕçлесен те пĕрех мар-и? Чи кирли — акана вăхăта çухатмасăр, хăвăртрах вĕçлемелле. Тăпра сехетсерен типет. Кÿршĕллĕ «Маяк» хуçалăхăн тĕп агрономĕ Петр Деменков тырпул акакансем ĕçе тĕплĕ тунипе кăмăллă.

Нумаях пулмасть «Простор» ОООн тĕп агрономне Геннадий Облесова «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Вăл шанчăка тÿрре кăларасчĕ тесе яланхинчен ытларах вăй хурать. Трактористсенчен çирĕпрех ыйтать. Çав вăхăтрах тăрăшуллисене ятран асăнса мухтаса илет. Хăйне чысланинче вĕсем пысăк тÿпе хывнине уççăн палăртать.

Шăмăршă. Çурхи тĕп ĕçсем «Исток», «Колос» агрофирма» тулли мар яваплă обществăсенче, «Восход» производство кооперативĕнче, «Мир» акционерсен хупă обществинче, Г.Макаров, В.Павлов, А.Юнкеров, Ф.Рахматуллов хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пысăк хăвăртлăхпа пурнăçланаççĕ. Çуракине 76 трактор, 12 тиев автомобилĕ, 32 сеялка, 48 культиватор хутшăнать.

Тăвай. «Шимкусский» ЯХПК механизаторĕсем Владимир Алексеев, Александр Васильев, Юрий Дубровин техника сассин илемне туйса ырми-канми тăрăшаççĕ. Ĕççире Алексей Охотников, Юрий Федоров фермерсем хастар. Галина Осипова фермер хуçалăхĕ çуракине çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчех вĕçленĕ.

Çĕрпÿ. «Колос» хуçалăхра çурхи ĕçсем анлă сарăлнă. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕсене çумкурăк тапса тухасран хими препарачĕ сапаççĕ. Çак ĕçе Виталий Семенов тракторист тĕплĕ пурнăçлать. Александр Кудряшов агроном тĕштырă пусси тасалăхĕшĕн вăхăтра кĕрешни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать, кĕтнĕ тухăç пуласса шанать.

В.ВАЛЕНТИНОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.