КОФЕ ВЫРĂННЕ — СИВ КУРĂКĔ

Сив курăкĕ /цикорий/ сывлăхшăн усăллă. Унăн тымарĕнчен вĕретнĕ шĕвек кофĕне улăштарма пултарать. Кофеин çуккине пула чĕрене те сиенлĕ витĕм кÿмест. Ăна юн пусăмĕ ÿснипе аптракансем те ĕçме пултараççĕ.

Чĕртавара хăвăр та хатĕрлеме пултаратăр. Тымарне лайăх çумалла, типшĕнтермелле. Унтан çатма çине хурса нÿрĕкĕ йăлтах пăсланса пĕтиччен ăшаламалла. Кофе арманĕпе вĕтетмелле.

1 чей кашăкĕ сив курăкĕн порошокне 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчине лартса вĕреме кĕртмелле те çулăма пĕчĕклетмелле, тата 3-5 минут лартмалла. Илсен 2 минутран сăрăхтармалла. Тутă кĕмелĕх сĕт хушма юрать.

Сывлăхшăн сив курăкĕ инулин пуррипе уйрăмах паха. Инулин япаласен ылмашăнăвне йĕркелет, юнри сахăр шайне чакарать /çавăнпа сив курăкĕн шĕвекĕ диабет чухне те юрать/. Унсăр пуçне сив курăкĕ хырăмлăхпа пыршăлăх микрофлорине йĕркене кĕртнине те палăртмалла. Ытти тĕслĕхре те сиплĕ. Икĕ рецептпа паллаштаратпăр.

Экзема, çăпан. Вĕтетнĕ 2 чей кашăкĕ тымара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла. Çак шĕвекре йĕпетнĕ марльăна сиенленнĕ ÿт çине кашни кун 20-30 минута хумалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Аритми. 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ тымара 2 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле. Хупă савăтпа 1-2 сехет лартнă хыççăн сăрăхтармалла. 1 чей кашăкĕ пыл хушма юрать. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.