«Вăрçа мунча кĕнĕ чухне аса илетчĕ»

«Ытти чухне пирĕнпе, ачисемпе, калаçса ларма вăхăчĕ те пулман. Кăвак çутăллах тухса каятчĕ те таврана хура чатăр карсан тин таврăнатчĕ. Трактористчĕ вăл. Тĕрĕссипе, çывăх çыннăмăр фронтри пирки каласа пама питех кăмăлламастчĕ. Мунчара вара кăмăлне ирĕке яратчĕ. Вăл Самун тетепе, Самуил Николаевпа, мунча кĕретчĕ. Мана та пĕрле чĕнетчĕç. Самун тете тыткăнра пулнă. Тыткăнрине, унтан епле тухнине хурланса аса илетчĕ вăл. Мана интереслĕччĕ, хăлха тăратсах итлеттĕм. Хушшинчен юрласа та яратчĕç. «Сарафан», «Дуня» юрăсене шăрантаратчĕç. Унтан мунча чулĕсем çине вĕри шыв чашлаттаратчĕç те чун каниччен çапăнатчĕç. Атте Çĕнтерÿ кунне уявлама çулсеренех хутшăнатчĕ. Анчах орден-медальне çакмастчĕ. Сĕре сăпайлăччĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте пурăнакан 82 çулти Егор Ларев.

Эпĕ ăна ашшĕ Алексей Осипович Ларев пирки каласа кăтартма ыйтрăм. Алексей Ларев 1912 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте çуралнă, ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçленĕ. Бригадир пулăшуçи пулнă Алексей Осипович фронта кайнă чухне Егор Ларев 7 çулта пулнă. «Ялтан вĕсем Аркадий Ларевпа, Даниил Семеновпа пĕрле кайнă. Астăватăп-ха: аттене вăрçа ăсатма аннепе тата куккапа Аслă Арапуçне лаша кÿлсе кайнăччĕ. Халăх шкул умне пуçтарăннăччĕ. Шкул картишĕнче арçынсене илме килнĕ грузовик ларатчĕ. Кузов çине пĕрерĕн-пĕрерĕн ларчĕç. Машина туллиех кайрĕ. Атте хыçал енче тăратчĕ, лайăх курăнатчĕ. Вăл карттусне хывса пире сулса хăварчĕ. Анне выртса йĕчĕ. Йĕмесĕр? Виçĕ ачапа /эпĕ, йăмăкăм Марье — тăваттăра, шăллăм Микуль пĕррере кăна/ юлтăмăр-çке. Эпĕ те макăртăм», — ку тĕле çитсен Егор Алексеевич хумханса кайрĕ, куçĕ шывланчĕ. Лăпланнă хыççăн калаçăва ерипен малалла тăсрĕ. «Атте Ленинград фронтне лекнĕ. Полк командирне сыхланă тетчĕ. Мурманск, Кандалакша хулисенче пулнă. Связиста яваплă нумай операцие янă. Пĕррехинче çыхăнăва тÿрлетме салтаксене темиçе хутчен те янă, анчах вĕсенчен пĕри те таврăнайман. Вара ку ĕçе аттене шаннă. Вăл çыхăнăва сыпса чиперех таврăннă. Çавăн хыççăн ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе чысланă. Çапăçу хирĕнчи паттăрлăхпа хăюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Заполярьене хÿтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Атте киле 1945 çулхи чÿк уйăхĕнче таврăнчĕ. Ун чухне юр çунăччĕ. Ăна Анат Чакă çынни, Якур ятлăскер, Йĕпреçе лашапа кайса илнĕччĕ. Хайхискер çĕрле чÿречерен шаккарĕç те кĕрсе тăчĕç — пуçланчĕ вара унта, эпир йĕретпĕр, савăнатпăр», — каллех хумханăвне пытараймарĕ ватă.

Егор Ларев каласа панă тăрăх — Алексей Осипович фронтран килсен Канашри механизаци шкулĕнче тракториста вĕреннĕ. Аслă Арапуçĕнчи МТСа ĕçе кĕнĕ. «Çăпаталлă» тракторпа ĕçленĕ. 7 ачине /вăрçă хыççăн тата 4 ывăл çуралнă/ çăкăрсăр лартман. Трактор бригадин бригадирĕ Сител, Тури Чакă, Чемен çĕрĕсене те сухаланă. Кайран чирлерĕ. Вăрçăра пĕр операцие пурнăçланă чухне юханшыв урлă пăра пăшал приклачĕпе ватса ишсе каçни пирки калатчĕ вăл. Утса каçма май килмен, пăрĕ чăтман. Сивĕ шывра шăннă хыççăн чирленĕ... Вăрçă суранĕсем кайран та хăйсем пирки аса илтерсех тăнă. 1960 çулхи çĕртме уйăхĕнче çĕре кĕчĕ. Аттене ялта питĕ хисеплетчĕç. Кирек мĕнле ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа, юратса пурнăçлатчĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче район депутачĕ те пулнă. Ăна колхоз председательне те лартасшăн пулнă, анчах хăй килĕшмен. Темиçе çул каялла атте янă виç кĕтеслĕ çырусем те пурччĕ. Вăрçăри пирки питех çырмастчĕ вăл, ытларах пирĕн пурнăçпа, ялти хыпарсемпе кăсăкланатчĕ. Хушăран сăвăлласах шăрçалатчĕ. Пултаруллă çынччĕ. Вăрçă пуçланнă çулхине хĕл сивĕ килчĕ. Çунтарма вутă та юлманччĕ. «Хуралтăсене тыт та çунтар», — çырса янăччĕ вăл анне патне. Кăшт пысăклансан, пăчăкă туртма пуçласан, кÿршĕсем мана та вăрмана илсе каятчĕç. Ĕçленĕшĕн кăштах вутă паратчĕç. 7 çултах çăпата тума пуçларăм. Мана вăрмана пушăт хуçма аттепе пĕртăван Матюк аппа ертсе каятчĕ. Çăпатине хуçма та вăлах вĕрентрĕ. Килтисем валли те, сутлăх та тунă. Каçхине аппаланаттăм. Анне Аслă Арапуç пасарне кайса сутатчĕ. Вăрçă çулĕсенче выçлăха пула чылайăшĕ шыçăннă. Хире çĕрĕк çĕрулми пухма каяттăмăр. Çăпата пылчăкра ларса юлатчĕ. Çĕрулми хуппине те çиеттĕмĕр. Анне хĕлле йĕлтĕр сырса вăрмана шĕшкĕ кăчăки пухма каятчĕ. Унран пире пашалу пĕçерсе çитеретчĕ... Мана та хăй вăхăтĕнче аттепе анне тракториста вĕренме ячĕç. Салтака кайиччен «хурçă утпа» ĕçлерĕм. Китайри Порт-Артурта хĕсметре тăтăм. Унтан килсен райкомран парти шкулне ячĕç. Таврăнтăм та колхозра экономиста лартрĕç. Каярах ял канашĕн секретарĕнче, унтан 10 çул председательте вăй хутăм... Вăрçа Пăлапуç Пашьелтен 275 çын кайнă, 135-шĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Пĕр çын çеç, Василий Мешков, юлнă халĕ. Шăллăмсен ачисем, вĕсен ачисем атте çинчен каласа кăтартма тăтăшах ыйтаççĕ. Хам пĕлнĕ таран каласа паратăп вара. Ларевсен йăх йывăççине те турăмăр. Астăватăп-ха, тăван-пĕтенпе анне çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тунăччĕ. Ун чухне те атте пирки каласа патăм. Аттепе мăнаçланатпăр, мухтанатпăр эпир. Вăл çумра çук пулсан та пирĕн чунра пурăнать. Шăллăмсем Николайпа Анатолий те çĕре кĕчĕç ĕнтĕ. 5-ĕн пурăнатпăр. Чи кĕçĕнни Владимир ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка çĕнетме те пулăшрĕ, ветерансен сăнĕсене ÿкерсе пачĕ», — пĕлтерчĕ Егор Алексеевич.

Алексей Осиповичăн ачисем — Егор, Мария, Леонид, Петр, Владимир — пурте килĕнче ашшĕн пысăклатнă сăнÿкерчĕкне тирпейлĕн упраççĕ. Сăнÿкерчĕк тенĕрен, вĕсем шутлă кăна. Ара, Алексей Ларев 48 çултах пурнăçран уйрăлнă-çке. Унăн пĕр мăнукĕ Вячеслав Николаевич вара Афганистан вăрçинче пулнă. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн аслашшĕ пекех Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Манмаççĕ Алексей Осиповича Ларевсем. Кашни Çĕнтерÿ кунĕнчех Пăлапуç Пашьелне тĕп киле пуçтарăнаççĕ, аслисем çамрăксене паттăрлăхпа хăюлăх çинчен каласа параççĕ.

Роза ВЛАСОВА

 

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.