Аслă çĕнтерÿ: 71 çул

24 Çу, 2016

Паттăрла пĕр ĕçшĕн - орден, теприншĕн - медаль

Алексей Федотович Иванов 1912 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Урикассинче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш, Штанашри 6 çул, Хĕрлĕ Чутайри 8 çул вĕренмелли шкулсенче ăс пухнă. 1928-1931 çулсенче вăл Етĕрнери педагогика техникумĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ, пуçламăш шкул учителĕ пулса тăнă.

19 Çу, 2016

Çĕнтерÿ умĕн хăрах урасăр юлнă

«Турăçăм, мана хунямаллă каччăпа паллаштарма пулăш. Тата мăшăрпа пĕрле хĕрсем мар, ывăлсем çитĕнтересчĕ», — çапла ыйтнă Канаш районĕнчи Шаккăл ялĕнче çуралса ÿснĕ Глафира Кадыкова. 10 ачаллă çемьере çуралнă вăл, çут тĕнчене пиллĕкмĕш килнĕ. Ашшĕ-амăшĕсĕр ытла та ир юлнăран Глафирăн хунямăшне те пулин «анне» тесе чĕнес килнĕ. Нуша «кулачне» ача чухнех ас тивнĕрен ывăл çуратма ĕмĕтленнĕ вăл. Ара, хĕрсем качча кайсан нуша курĕç-çке.

14 Çу, 2016

«Халăхсем туслă пурăннипе, тăван çĕршыва юратнипе... çĕнтернĕ эпир»

1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ кун хыççăн кун хыçа юлать. Анчах асаттесемпе кукаçисен, асаннесемпе кукамайсен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ, чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Фронтри, тылри паттăрсен ячĕсем ĕмĕрлĕх асра.

13 Çу, 2016

"Наркомăн" çĕр грамĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче салтаксене эрех пани никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çак йăла хăçан пуçланнине пĕлес килет.

С.МИХАЙЛОВ.

Шупашкар районĕ.

Хĕрлĕ çар чаçĕсене эрех парасси 1939-1940 çулсенче финсемпе çапăçнă чухнех йăлана кĕни çинчен нумайăшĕ пĕлет ахăртнех. Ун чухне çанталăк питĕ сивĕ тăнăран салтаксене "ăшăнма" тата кăмăл-туйăмне çĕклеме оборона халăх комиссарĕ Климент Ворошилов 100 грамм эрех тата 50 грамм сало пама хушнă. Салтаксем кулленхи çак порцие "Ворошиловăн" е "Наркомăн" ят панă.

13 Çу, 2016

Вăрçă вăхăтĕнчи тусĕсемпе çыхăну тытнă

1942 çулхи çуркуннепе çулла комсомолецсене гварди миномет чаçĕсене, хĕрсене вара сывлăш оборонин çарĕсене суйласа илесси тата мобилизацилесси çинчен калакан хыпар Тутар Республикинчи мĕнпур комсомол организацийĕ тăрăх çиçĕм пек хăвăрт сарăлнă.

Pages