Аслă çĕнтерÿ: 71 çул

12 Çу, 2016

Пĕрремĕш хут парада!

Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра ирттернĕ çак парад республика историне ылтăн тĕспе çырăнса юлчĕ. Кунта иккĕмĕш хутчен шкул çулне çитмен ачасемпе çамрăк çарçăсем хутшăнчĕç. Унта 106 ача садĕнчен пин çура яхăн арçын ачапа хĕрача, юнармеецсен 59 ушкăнĕ утса тухрĕ.

12 Çу, 2016

Вăрçăра туптаннă паттăрсене асра тытса...

Галина Маясина кăкăрне илемлетекен наградăсем хĕвел питтинче тата ытларах йăлтăртатрĕç. Çĕнтерÿ кунĕн парадне ветеранпа пĕрле тухнă мăнукĕн хĕрĕ Диана вĕсене, ытти чухне курнă пулин те, татах сăнарĕ, медальсене тивĕçнĕ хĕрарăмпа мăнаçланчĕ.

11 Çу, 2016

Çĕнтерÿçĕсене тав тăватпăр, кашни паттăра асра тытатпăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнĕ кун çанталăк питĕ ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ: Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисене тата вĕсен йăхне малалла тăсакансене вăл та саламласшăн пулчĕ тейĕн. Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисем çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çеç мар, чылай маларахах пуçланчĕç. Уяв программи кашни район-хуларах темиçе куна тăсăлчĕ — Чăваш Енре ку праçнике кăçал та питĕ анлăн паллă турĕç. Шел, хаяр вăрçă çулĕсенче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн кĕрешнисен шучĕ çулсеренех чакса пырать. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1250 ветеранĕпе инваличĕ, "Блокадăри Ленинградра пурăннăскере" паллăпа наградăланă 49 çын, çул çитмесĕрех фашистсен пусмăрĕнче асапланнисем 79-ăн, вăрçăра пуç хунисен 62 арăмĕ, вилнĕ салтаксен тăлăха юлнă 5 пин мăшăрĕ, 18,9 пин тыл ĕçченĕ пурăнаççĕ. Вĕсем Çĕнтерÿ кунне — пирĕнте мăнаçлăхпа патриотизм туйăмĕ вăратакан, çав вăхăтрах куççуль кăларакан уява — савăнса та хумханса кĕтсе илчĕç.

11 Çу, 2016

Лагерь, разведшкул… Кинори пекех

Хăрушсăрлăх органĕсем /НКВД, НКГБ, çарăн «Смерш» контрразведки/ Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче фашистсен Германине çапса салатассишĕн чăннипех те пысăк ĕç тунă.

Пысăк улшăнусем

Pages