Аслă çĕнтерÿ: 71 çул

6 Çу, 2016

Пулас паттăрсен парачĕ

Çитĕнекен ăру — Тăван çĕршыв мăнаçлăхĕ. Çакна паян республикăн Хĕрлĕ тÿремĕнче иртнĕ шкул ÿсĕмне çитмен ачасемпе çамрăк армеецсен парадне хутшăннисем тепĕр хут çирĕплетрĕç. Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе çыхăннă мероприятие Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев та çитрĕ.

6 Çу, 2016

Тăм тивичченех окоп чавнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пирĕн ентешсем окоп чавас ĕçе хастар хутшăннă. Тăпра ан ишĕлтĕр тесе вĕсене хăма-пĕренепе, чулпа çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ хута кайнă — кĕреçе, киркка, лум, кувалда...

6 Çу, 2016

Раççей Президенчĕн Саламне - кашни паттăра ятран

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă паттăрсем тата тыл ĕçченĕсем патне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пирĕн халăх Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа ятран янă Салама Раççей почти çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче

6 Çу, 2016

«Кун-çулăр вăрăм, пурнăçăр тулăх пултăр…»

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Аслă ăру гражданĕсемпе инвалидсен социаллă тата сывлăха тĕреклетекен «Вега» центрĕнче канакансемпе тĕл пулчĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнă ятпа саламларĕ.

Pages