Пулас паттăрсен парачĕ

6 Çу, 2016

Çитĕнекен ăру — Тăван çĕршыв мăнаçлăхĕ. Çакна паян республикăн Хĕрлĕ тÿремĕнче иртнĕ шкул ÿсĕмне çитмен ачасемпе çамрăк армеецсен парадне хутшăннисем тепĕр хут çирĕплетрĕç. Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе çыхăннă мероприятие Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев та çитрĕ.

"Çак парадра пурне те курма хавас. Эпир паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене астуса пуç тайма пухăнтăмăр. Нумай вăхăт, 71, çул иртрĕ, апла пулин те мероприятисене ватăсем те, çамрăксем те хутшăнаççĕ, вăрçă кунĕсене аса илеççĕ, пирĕн халăхăн вăйĕпе мăнаçланаççĕ. Эпĕ ашшĕ-амăшне, учительсене, ветерансене çитĕнекен ăрура патриот туйăмне ÿстерме пулăшнăшăн тав тăватăп", — терĕ Михаил Васильевич.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов та сăмах илчĕ: "Çĕнтерĕвĕн янăравлă сассисем" фестивальпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприяти иртет. Ĕнер те икĕ пин ытла ача сÿнмен çулăм патне чечексем хучĕ. Паянхи парада виçĕ пин ытла ача тухрĕ. Пирĕн асатте-асанне, кукаçи-кукамай кăтартнă паттăрлăха кашниех астутăрччĕ. Ку пире пĕрлештерет, çĕршыва çирĕплетет".

Елена ТРОФИМОВА.

Елена ТРОФИМОВА сăнÿкерчĕкĕсем.