Елена ТРОФИМОВА

1 Раштав, 2016

Унăн пуканисем чĕрĕ пекех

Хăш-пĕр çын ăшă кăмăлĕпе, хавхаланăвĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать. Вĕсен ăсталăхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймĕн. Лайăх тĕслĕх ыттисенче те ырă вăрлăх шăтарасса шанас килет.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турханта çуралса ӳснĕ Лилия Жуковăна шăпах çавăн пеккисен йышне кĕртес килет. Тралькассинчи культура çуртĕнче методистра вăй хураканскер таврарисене ырă тĕслĕх кăтартать. Культура ĕçĕсĕр пуçне Тралькасси ял тăрăхĕнчи общество ĕçне хастар хутшăнать.

Малалла вулас...

24 Чÿк, 2016

Тăхăнмалли те пулман

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькассинче пурăнакан Мария Ижендеева тăхăр теçетке çула çывхарать. Çулĕ чылай пулин те ĕçсĕр лармасть кинемей, кăштăртатса çӳрет. Мария Александровна кĕрхи кунсенче килте ларман. Кăмпа юратаканскер çут çанталăк парнине шырама тăтăшах çӳренĕ. Пĕчченех кун кунлаканскер пурнăç тути-масине самай астивнĕ, нумай çухатăва чăтса ирттернĕ. Малалла вулас...

 

25 Çурла, 2016

«Эпĕ - дезертир мар, госпитальтен тармăп»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕ çĕнтернинче Сергей Пихтеров ветеранăн та пысăк тÿпе пур. Вăл вăрçă нуши-асапне вут-çулăм витĕр тухса астивнĕ, мĕн тери хăрушшине хăй курнă. Сергей Иванович Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкасси ялĕнче çуралса çитĕннĕ. Хресчен çемйинче кун çути курнăскере, пĕчĕклех ашшĕсĕр юлнăскере амăшĕ пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Çемьери пилĕк ачаран тăваттăмĕшĕ пулнăскер Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри шкула сукмак хывнă. Тăрăшса вĕреннĕ Çеруша вăтам пĕлÿ илсен Вăрнар районĕнчи пĕр шкула направленипе ĕçлеме янă.

18 Çурла, 2016

Картишри илем иртен-çÿрене илĕртет

Муркаш районĕнчи Çĕньял Орининра пурăнакан Валерьян Викторовичăн хушамачĕ сумлă. Пушкинсен кил-çурт таврашĕ те хушамачĕ евĕр илемлĕ.

11 Çурла, 2016

Патшалăх тунă çурта пурăнма куçаймаççĕ

«Параканран — ил, çапаканран — тар», — теççĕ халăхра. Анчах çак сăмахсене Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан Вера Григорьева çамка çине картса хуманни курăнать. Çынсем пĕлĕтрен анакан укçа-тенкĕшĕн е ытти пурлăхшăн чунран хĕпĕртеççĕ. Вăл вара янттипе усă курма васкамасть.

Pages