Кĕрленĕ вăрçа

17 Чÿк, 2016

«Атте фронтран шурă çÿçпе таврăнчĕ»

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Тимĕрçкассинчи колхоз правленийĕ умĕнчи радио нимĕçсем Совет Союзне тапăнни пирки хыпарласан çынсем тÿрех кулянса ÿкмен-ха. Вăрçă нумая пымассине, совет салтакĕсем тăшмана часах парăнтарассине ĕненнĕ вĕсем. 10 çулти Павел Федотов та çак хыпара илтнĕ. Анчах «вăрçă» сăмах мĕне пĕлтернине вăл лайăх чухламан. Унăн тути-масине арçын ача каярахпа питĕ аван ăнланнă. Ачан черчен хулпуççийĕ çине йывăр ĕç тиеннĕ, ытлă-çитлĕ пурнăç выçлăхпа ылмашăннă… Малалла вулас...

20 Юпа, 2016

Ашшĕ кушака тытса çиейменшĕн макăрнă

Вăл Чăваш Ене килнĕ те текех ниçта та кайман. Шупашкар Вера Виноградовăшăн тăван кил пулса тăнă. Вăл кунти шкула çӳренĕ, аслă пĕлӳ илсе ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрнă… Анчах хăй çуралса ӳснĕ тăван тăрăхне, Ленинграда, нихăçан та манман вăл. Çуралнă кĕтесрен ăна вăрçă уйăрнă.

25 Çурла, 2016

«Эпĕ - дезертир мар, госпитальтен тармăп»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕ çĕнтернинче Сергей Пихтеров ветеранăн та пысăк тÿпе пур. Вăл вăрçă нуши-асапне вут-çулăм витĕр тухса астивнĕ, мĕн тери хăрушшине хăй курнă. Сергей Иванович Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкасси ялĕнче çуралса çитĕннĕ. Хресчен çемйинче кун çути курнăскере, пĕчĕклех ашшĕсĕр юлнăскере амăшĕ пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Çемьери пилĕк ачаран тăваттăмĕшĕ пулнăскер Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри шкула сукмак хывнă. Тăрăшса вĕреннĕ Çеруша вăтам пĕлÿ илсен Вăрнар районĕнчи пĕр шкула направленипе ĕçлеме янă.

21 Утă, 2016

Хăйăрпа тăмран пашалу пĕçернĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи эвакуаци пин-пин çын пурнăçне çăлнă. Чăваш Ен çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан 70 пин ытла çынна йышăннă, вĕсенчен 30 пинĕшĕ — ачасем. Ленинград блокади вăхăтĕнче килнисем хăрушă вăрçă çулĕсене асран кăлараймаççĕ.

16 Çĕртме, 2016

«Нимĕçсем ачасене хулăпа хĕнетчĕç»

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Лидия Кустовăн аслашшĕ ялти ытти арçынпа пĕрле лав кÿлсе армана çăнăх авăртма кайнă. Унччен те пулман — Воронеж облаçĕнчи Басовка салинче нимĕçсем Совет Союзне хурахла тапăнса кĕни пирки хыпар çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă. Ял халăхĕ урама чупса тухнă. Çут çанталăк та ырă мара сиснĕ тейĕн — тăрук тачка хура пĕлĕтсем капланнă. Улăха кăкарнă ĕнесем мĕкĕрме тытăннă, сăнчăрти йытăсем каçăхса кайса хамлатнă. Кĕçех арçынсем армантан таврăннă. Вĕсем вăрçă пуçланнине яла çитсен çеç пĕлнĕ. Ун чухне Лидия 5 çулта кăна пулнă.

Pages