Ашшĕ кушака тытса çиейменшĕн макăрнă

20 Юпа, 2016

Вăл Чăваш Ене килнĕ те текех ниçта та кайман. Шупашкар Вера Виноградовăшăн тăван кил пулса тăнă. Вăл кунти шкула çӳренĕ, аслă пĕлӳ илсе ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрнă… Анчах хăй çуралса ӳснĕ тăван тăрăхне, Ленинграда, нихăçан та манман вăл. Çуралнă кĕтесрен ăна вăрçă уйăрнă.

Юрпа хутăшнă çăнăха пуçтарнă

Вера Александровна çемьере чунран кĕтнĕ ача пулнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ час пĕрлешмен: çемье пуçĕ — 44-ра, мăшăрĕ 32 çулта чухне хут уйăрттарнă. Александр Иванович 1895 çулта çуралнă. Вăл Октябрь революцине чăтса ирттернĕ, хăй вăхăтĕнче Владимир Ленин патне те кайса курнă. Унăн мăшăрĕ Варвара Дорофеевна белорус хĕрĕ пулнă. Хĕрарăм хăйĕн ятне питĕ кăмăлламан, хăйне Вера тесе чĕнтернĕ. Çемьере хĕрача çуралсан ăна мĕнле ят хурас тесе нумай шухăшламан, тĕпренчĕкне çапла çыртарнă. Громовсем Ленинградри пĕр пысăк заводра вăй хунă. Мăшăра ĕçрен пурăнмалли кĕтес уйăрса панă. Гальваник цехĕн ертӳçинче тăрăшнă Александр Ивановича ĕçтешĕсем питĕ хисепленĕ. Унăн ĕçĕ сиенлĕ пулнă. Вăрçă пуçланман пулсан Громовсем унта малалла ĕçлĕччĕç…

Нимĕçсем çĕршыва тапăнни кашни çемьене хуйхă илсе килнĕ. 1942 çулта питĕ йывăр пулнă: Ленинградра выçлăх хуçаланнă. Ун чухне Вера 3-ре пулнă. Ашшĕпе амăшĕ заводра тăрмашнă вăхăтра вăл килĕнче пĕчченех ларнă. Амăшĕ ăна краватьрен çыхса хăварнă. Завод инçе пулманран кăнтăрла хĕрне пăхма килсе кайнă вăл. Кăштахран завод путвалĕнче садик хута янă. Ашшĕ-амăшĕ ĕçленĕ вăхăтра ачасене воспитатель пăхнă. Урамра пăшал сасси илтĕннĕ. Кăштах шăплансанах ачасене уçă сывлăша илсе тухнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.