Хăйăрпа тăмран пашалу пĕçернĕ

21 Утă, 2016

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи эвакуаци пин-пин çын пурнăçне çăлнă. Чăваш Ен çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан 70 пин ытла çынна йышăннă, вĕсенчен 30 пинĕшĕ — ачасем. Ленинград блокади вăхăтĕнче килнисем хăрушă вăрçă çулĕсене асран кăлараймаççĕ. Шупашкарта пурăнакан Лариса Лермонтовăпа Людмила Никифорова Чăваш Ене эвакуаципе çитнĕ. Вĕсене выçăллă-тутăллă ачалăх, 1941 çулхи шартлама сивве чăтни, кăкăр çинчи «Блокадăри Ленинградра пурăнакана» медаль, чуна ыраттаракан аса илÿсем пĕрлештереççĕ.

Амăшĕ килеймен...

Лариса Лермонтова вăрçă пуç­лан­нă чухне виçĕ çулта пулнă. Ленинградра çуралнăскер йывăр ачалăхне лайăх астумасть пулин те снарядсемпе бомбăсем ÿксе вут-çулăм ялкăштарса урама кисретни халĕ те унăн куçĕ умĕнче. Амăшĕ алăран çавăтса пынă чухне сылтăм енче чÿрече ванчăкĕсем ялтăртатнине асăрхани, тĕттĕм çĕрпÿртсенче вăйсăррăн çунакан çурта çутинче вун-вун çын кĕлетки мĕлтлетни çавах манăçмасть.

Выçлăх вăхăтне мĕнле асран кăларăн-ха? Лариса Ивановна пĕчĕк чухне пÿлĕмре пĕччен тăрса юлнине, амăшĕ çимелли илсе килессе кĕтнине астăвать. Шел те, çывăх çынни пĕррехинче ун патне текех таврăнман. Сыхланса юлнă документсене ĕненес тĕк ăна 1943 çулхи утă уйăхĕнче тăшман пульли лекнĕ. Ашшĕ, вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех фронта тухса кайнăскер, хыпарсăр çухалнă. Пĕчĕклех тăлăха юлнă хĕрача çывăх çыннисене пачах астумасть. Больницăна лекнĕ, кайран — ача çуртне. Лариса Ивановна хăйне ытти шăпăрланпа пĕрле алран-алла парса пăрахут, баржа çине лартнине куç умне кăларчĕ. Пĕр-пĕрин çумне тĕршĕннĕ, бомба е снаряд çурăласран хăранипе чĕтренĕ пĕчĕкскерсем.

— Кайран пуйăспа килтĕмĕр. Унта пур ачана та пĕрер кашăк пылак çимĕç сыптарчĕç. Ман пата черет çитсен: «Ăна юрамасть!» — тесе такам хыçалтан кăшкăрчĕ. Ачасем çăратнă сĕт çинĕ чухне выçса çитнĕ ăш-чикĕме тăварлă куççульпе тăрантма тиврĕ манăн. Ахăртнех, тухтăрсем лартнă диагноз çынпа тан çиме чарчĕ: дистрофипе чылай нушалантăм çав, — аса илчĕ ветеран.

Ленинград ачисене пуйăс Çĕ­мĕр­лене илсе çитернĕ, унтан — Пăрачкаври ача çуртне. Ларисăна Çĕмĕрлери Терехинсен çемйи усрава илнĕ. Вĕсен ача пулман. Эвакуациленисен йышĕнчен Иван Иванович тÿрех ăна суйланă. Унăн мăшăрĕн Елизавета Александровнăн та чунĕ çав хĕр патнех туртăннă.

— Шкула кайиччен тăван мар анне чирленине астăватăп. Вăл пурнăçран уйрăласран хăраса эпĕ крыльца çинче макăраттăм. Ахăртнех, çухатасран хăранă. Эпĕ малтанах пуйăс сассинчен, ытти шăв-шавран та шикленнĕ, тÿрех анне çумне пăчăртаннă. 1-мĕш класа çÿреме пуçласан скарлатина чирĕ аптăратрĕ. Ун хыççăн тепĕр çулталăкран тин пĕлÿ çуртне кайрăм. Шкулта çăкăр татăкĕ çине сахăр сапса паратчĕç. Выçă пурăнман, анчах тутă та мар. Вĕлтĕрен, кăшкар ути, чăрăштăрри курăкĕсенчен пĕçернĕ яшка çинĕ. Çавăнпа сывлăхлă ÿснĕ. Мана усрава илнĕ çынсем тăван пулманнине эпĕ çитĕнсе çитиччен пĕлмен. Эпĕ тăлăх турат иккенне шкул пĕтерсен каларĕç. «Атте» çавăн чухне мана пĕрремĕш хут эрех ярса панăччĕ, — иртнине куç умне кăларчĕ кинемей.

Лариса Ивановна тăван ашшĕпе амăшĕ пирки мĕн те пулсан пĕлес тĕллевпе Ленинграда пĕрре мар çитнĕ. Шел те, амăшĕ ĕçленĕ музыка шкулĕнче те çывăх çыннисене паллакансемпе тĕл пулса калаçайман. Пискаревка масарĕнче те вĕсене шыранă, Серафимовскине çитсе килме ĕмĕтленет.

Шкул пĕтернĕ хыççăн Лариса Ивановна Хусанти финанспа экономика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Класра пĕрле вĕреннĕ юлташĕпе Юрий Лермонтовпа çемье чăмăртанă. Мăшăрĕн аппăшĕ сĕннипе вĕсем пĕр ывăлне Михаил ят панă. Михаил Юрьевич Лермонтов сăвăсем çырмасть пулин те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех бухгалтерта ĕçленĕ. Лариса Ивановна ачисемпе тата мăнукĕпе савăнса пурăнать. Унăн мăшăрĕ 43 çул каяллах çĕре кĕнĕ. Пĕччен хĕрарăма икĕ ывăлне ура çине тăратма çăмăл пулман.

Хисеплĕ ватта ача чухне хăрани халĕ те канăçсăрлантарать. Мĕн пĕчĕкрен чун-чĕрене кĕрсе вырнаçнă шиклĕх туйăмĕ нихăçан та çухалмĕ.

— Сенкер экранпа кăтартакан фильмсене пăхма хăрушă. Тĕрĕссипе, чăн вăрçăра тата хăрушăрах пулнă вĕт. Тавах Турра, мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнатпăр, — калаçăва вĕçлерĕ 78 çулти ватă.

Тетрадь

Людмила Никифорова Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен ирĕке кăларнă чухне тăваттăра пулнă. 1941 çулхи шартлама сивĕпе выçлăха чăтса ирттернĕ хыççăн тин вĕсем амăшĕн çуралнă ялне, Шăмăршă районĕнчи Палтиеле, таврăннă. Çав асаплă çулсем пирки Людмила Васильевна сенкер экранпа хаçат-журналтан та мар, çывăх çынни хăй аллипе çырса хăварнă тетрадьрен пĕлет. Ăна куç пек упрать. Çитĕнекен ăрушăн вăл калама çук пысăк тупра.

Людмила Васильевна каласа кăтартнă тăрăх, унăн амăшĕ Александра Ефимовна Ленинграда ача сачĕн воспитательне вĕренме кайнă. Чăваш Енри савнийĕ ун хыççăнах пынă. Çамрăксем çак хуларах çемье чăмăртанă, ача çуралнă вĕсен. Вăрçă пуçлансан ашшĕ тÿрех фронта кайнă. Çавăнтанпа унран пĕр çыру та килмен. Салтак хыпарсăр çухалнă. Вăрçă вĕçленсен вĕсем патне посылкăсем килнине тивĕçлĕ канури ватă лайăх астăвать. Ăна Ленинградра пурăнакан Людмилăн хĕреснамăшĕ ярса тăнă иккен. Вăрçă пуçлансан та вăл хĕвĕнчи юлашки çăкăр татăкне ăна тыттарнă. Тен, вăл пулăшнипех Люся сывă юлнă.

Людмила Васильевна амăшне çав хăрушă та асаплă çулсем пирки пĕрре мар каласа пама ыйтнă. «Каласа кăтартма чăтăмлăх çитмест. Мĕн курнипе тÿснине çырса хăварăп. Мăнукăмсем çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕтĕм класс умĕнче вуласа пама пултарччăр. 1941-1945 çулсенчи пек йывăрлăха текех никамăн та курмалла ан пултăр», — хурав панă вăл.

Ленинград блокади çинчен çыр­са кăтартнă тетраде манăн та алăра тытма тÿр килчĕ. Александра Ефимовна пулни-иртнине шăрçа пек илемлĕ почеркпа çырма çеç мар, ÿкерсе кăтартма та ÿркенмен.

Çырури хăш-пĕр самантпа вулаканăмăрсене те паллаштарар.

«Куçа уçма та хăраттăмăр»

«1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче радиопа çынсене апат-çимĕç, документ илсе çар комиссариатне чĕнтерчĕç. Пĕрре кайнисем каялла таврăнмарĕç. Унта вăй питти арçынсемпе пĕрле 10-мĕш класс ачисемпе хĕрарăмсем те утрĕç. Çурт управленийĕсен çумĕнче оборона бригадисем йĕркеленме пуçларĕç. Кашниех хăйне шанса панă тивĕçе пурнăçларĕ: пĕрисем пÿрт тăррине хăпаратчĕç, теприсем çынсене çуртран бомбоубежищĕне куçаратчĕç. Хваттерте е çуртра юлма хушман. Çирĕп тĕрĕслетчĕç.

Кашни çурт умĕнчех траншея чавнăччĕ. Вĕсем çÿллĕ марччĕ, унта пĕшкĕнсе кĕреттĕмĕр те вăрăм сак çинче тревога вĕçленичченех лараттăмăр. Тепĕр чухне кунĕпе е çĕрĕпе çапла кĕтме тиветчĕ. Бомбăсемпе снарядсем талăкĕпех ÿксе çурăлни те пулнă. Пĕтĕмпех илтнĕ эпир. Çĕр чĕтретчĕ, таçта анса каяссăн туйăнатчĕ. Малтанласа куçа уçма та хăраттăмăр, кайран пĕр шикленмесĕр ĕçе çÿреме пуçларăмăр...

Бомба ÿксе çурăлнă чухне чÿречесем силленетчĕç, сĕтел-пукан чалăшатчĕ, стена çурăлатчĕ. Чÿрече кантăкĕ ан вантăр тесе малтан çĕтĕкпе хупларăмăр, кайран тул енчен хăма çапрăмăр.

Бадаев склачĕсем çунма пуç­ласан апат-çимĕçрен татăлтăмăр. Хулана нимĕнле техникăна та кĕртместчĕç. Выçлăхпа тĕттĕмлĕхре пурăнтăмăр. Малтанхи уйăхсенче вилнисене кам мĕнле май çитернĕ — çавăн пек пытарнă. Чылайăшĕ пурнăçран уйрăлнăскере простыньпе чĕркесе е миххе хурса çунашкапа Пискаревка масарне сĕтĕрнĕ. Каярах вилнисене сарайĕнче купалама тытăнчĕç. Вĕсене пĕр-пĕрин çине вут-шанкă пек шаршанласа хуратчĕç. Унта вĕсем 1942 çулхи пуш уйăхĕчченех выртрĕç.

Атă тĕпĕнчен — фарш

Çынсем тăнă çĕртех ÿксе вилетчĕç. Чылайăшĕ выçлăха чăтайманнипе леш тĕнчене кайрĕ. Çынсем çывăрма выртма хăратчĕç: «Выртăпăр та вăранаймăпăр», — тетчĕç. Нимĕн çимелли çукран хром атă тĕпĕпе апатланаттăмăр. Ун чухне вĕсен кĕлли сăранранччĕ. Ăна хăйпăтаттăмăр та шывра çемçетсе шурă тĕслĕ пуличченех вĕрететтĕмĕр. Аш арманĕ витĕр кăларса фарш тăваттăмăр. Лавккаран ал лаппи чухлĕ çилĕм туянаттăмăр. Ăна каланккă хутнă чухне ăшăтаттăмăр. Шĕвелнĕ çилĕме фаршпа пăтрататтăмăр. Шăнтсан сÿтĕн пулатчĕ. Çавна çиеттĕмĕр. Кушаксемпе, йытăсемпе, кайăк-кĕшĕкпе апатланнă. Хăшĕ-пĕри çын какайне çини çинчен те каласа кăтартнăччĕ.

Пискаревкăра хăй вăхăтĕнче крахмал завочĕ ĕçлетчĕ. Унăн территорийĕнче пысăк пусăсем пурччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çынсем унта витресемпе крахмал каяшне тултарса тухатчĕç. Хăйăрпа тăм тата крахмал хутăшĕнчен пашалу туса çиеттĕмĕр. Шăл хушшинче хăйăр кăчăртататчĕ. Инçех мар выльăх-чĕрлĕх масарĕччĕ. Унта та çынсем черет тăратчĕç. «Лаша урине тытăпăр та шăммине те пулин туртса кăларăпăр», — тесе шухăшлаттăмăр. Ашĕ юрăхсăра тухнă пулин те ăна киле илсе килеттĕмĕр.

Выçлăхпа ытларах арçынсем вилетчĕç. Стариксем çăкăрăн юлашки чĕллине пируспа улăштаратчĕç.

Кирек ăçта та ĕçлесе пурăнма йывăрччĕ. Пире те, садикре тăрăшакансене, çăмăл пулман. Тревога сассине илтсенех ачасене траншейăна йăтса чупаттăмăр. Иккĕшне хул хушшине хĕстереттĕм, теприне хул пуççи çине лартаттăм, икшер ача алăран çавăтаттăм, тепĕр 2-3-ĕшĕ кĕпе аркинчен çакăнса пыратчĕç, аслисем çумра утатчĕç. Çак ĕçе питĕ хăвăрт пурнăçламаллаччĕ. Кайран ачасене каялла йăтаттăмăр. Малтан траншейăсенче сивĕччĕ. Ачасем хăвăртах шăнатчĕç. Кайран пысăкраххисене чавма тытăнчĕç. Шăпăрлансемпе унтах пурăнаттăмăр. Ачасем çывăрнă вăхăтра кивĕ йывăç çуртсене сÿтсе траншейăна хутса ăшăтма вутă-шанкă пуçтараттăмăр. Çынсем килти сĕтел-пуканпа кирлĕ мар япалана çунтарса ăшăнатчĕç. Шыва çаврака шăтăкран ăсаттăмăр. Ушкăнра 30-35 ачаччĕ. Вĕсемшĕн икĕ воспитатель яваплăччĕ.

Вăрçă алхаснă чухне эпир салтăнса выртса курман. Ура çинчех çывăрнă тесен те йăнăш мар. Бомбăпа снаряд ÿкнĕрен иртен-çÿренех сусăрланатчĕ. Пĕрисем илтме пăрахатчĕç, теприсем алăсăр е урасăр юлатчĕç.

1941 çулхи раштавăн юлашки кунĕсем тата 1942 çулхи кăрлачăн пуçламăшĕ нихăçан та асран тухмĕç. Çак кунсенче пĕр пĕчĕк татăк шăккалат паратчĕç. Вăл 8 грамм çеçчĕ, çавах чĕре варринех пыратчĕ...

Энгельс проспектĕнчи 10-мĕш çăкăр завочĕ валли шыв илсе çитернине хам куçпа курнă. Алă вĕççĕн тунă çунасем çине пысăк хуран вырнаçтарнăччĕ. Ун тавра кăткăсем пек тăрса тухнă хĕрарăмсем пăява туртатчĕç.

Нимĕçсем Ленинград çыннисене выçлăхпа вĕлерсе хулана аркатмасăр çĕнсе илме шухăшланă. Анчах тăшман ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Совет çыннисен чăтăмлăхĕ чăрмантарнă», — çак йĕркесене блокада вăхăтĕнче Ленинградра пурăннă хĕрарăм 1980 çулсенче çырса хăварнă. Александра Ефимовна хăрушă асаилÿ ăруран-ăрăва куçасса шанса шăрçаланă.

Лариса Ивановнăпа Людмила Васильевна час-часах пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ. Выçлăхпа асаплă çулсене хыçа хăварнăскерсен аса илмелли, калаçмалли пайтах.

Любовь ПЕТРОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Çамрăксен хаçачĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.