«Нимĕçсем ачасене хулăпа хĕнетчĕç»

16 Çĕртме, 2016

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Лидия Кустовăн аслашшĕ ялти ытти арçынпа пĕрле лав кÿлсе армана çăнăх авăртма кайнă. Унччен те пулман — Воронеж облаçĕнчи Басовка салинче нимĕçсем Совет Союзне хурахла тапăнса кĕни пирки хыпар çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă. Ял халăхĕ урама чупса тухнă. Çут çанталăк та ырă мара сиснĕ тейĕн — тăрук тачка хура пĕлĕтсем капланнă. Улăха кăкарнă ĕнесем мĕкĕрме тытăннă, сăнчăрти йытăсем каçăхса кайса хамлатнă. Кĕçех арçынсем армантан таврăннă. Вĕсем вăрçă пуçланнине яла çитсен çеç пĕлнĕ. Ун чухне Лидия 5 çулта кăна пулнă. Унăн телейлĕ ачалăхĕ самантра пăчланнă, çутă та савăк кунĕсем тĕксĕмленнĕ. Асаппа тулнă тăватă çул кинемей асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Халĕ вăл вăрçăпа çыхăннă фильмсене пăхма юратмасть. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.