- Чăвашла верси
- Русская версия
Патшалăх тунă çурта пурăнма куçаймаççĕ
«Параканран — ил, çапаканран — тар», — теççĕ халăхра. Анчах çак сăмахсене Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан Вера Григорьева çамка çине картса хуманни курăнать. Çынсем пĕлĕтрен анакан укçа-тенкĕшĕн е ытти пурлăхшăн чунран хĕпĕртеççĕ. Вăл вара янттипе усă курма васкамасть.
Кивĕ çурт тахитре пулаять
Григорьевсем çинчен Урхас Кушкă ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракансем пĕлтерчĕç. Çак çемье çинчен хаçатра çырса кăларнă хыççăн лайăх енне улшăнасса шанаççĕ вĕсем. 2012 çулта администраци вĕсене патшалăх программипе килĕшÿллĕн пысăк çурт хăпартса панă. Анчах йышлă çемье унта халĕ те пурăнма куçман-ха.
Пĕрисем пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн патшалăхран пулăшу темиçе çул кĕтеççĕ. Теприсем çак ыйтăва хăйсен вăйĕпе татса пама тăрăшаççĕ. Григорьевсем, вĕсем ку ялта нумай вăхăт пурăнмаççĕ пулин те, пулăшăва хăвăртах тивĕçнĕ. Нумай ачаллă хĕрарăм çак таранччен те çĕнĕ çуртра мĕншĕн тĕпленмен? Вĕсем патне Мĕшĕле кайрăмăр.
Администрацире малтанах систерчĕç: Вера Альбертовнăна килĕнче сайра хутра çеç курма май пур. Питĕ ĕçлĕ çын-ши? Çук, эрех-сăрапа туслашнăскер пĕрмай таçта çÿрет. Пирĕн телее, Вера Григорьева килĕнчехчĕ. Вăл пахчара чашăк-тирĕк çăватчĕ. Вĕсен пахча çимĕç аван çитĕннĕччĕ. Унччен епле пулнине пĕлместĕп, эпир пынă вăхăтра йăрансем хытхура айĕнче марччĕ-ха. Чечексем те таврана илем кÿретчĕç.
Кил хуçи хĕрарăмĕпе курăклă картишрен йывăç пÿрте кĕтĕмĕр. Кайри пÿрт е веранда тесен тĕрĕсрех-ши — карă хыçĕнчен кивĕ диван, урлă-пирлĕ хунă сĕтел-пукан, ăпăр-тапăр курăнчĕç. Кухньăпа зала шкап кăна уйăрать. Ĕлĕкхи пек пурăнни темех мар-ха. Тăрăшсан пĕчĕк пÿрте те хăтлăх кĕртме пулать-çке. Тахçанах сăрă курман урая лайăх çуса тасатсан, унтан ăна сăрласан пÿрт ăшчиккине сăн кĕретех. Кивĕ диван ларни те, шкап алăкĕ çĕмĕрĕлни те, чÿрече рамине çĕннипе улăштарма вăхăт çитни те ытлах палăрмĕччĕ. Пÿрт умне кирпĕчпе хуни ăна кăштах хитрелетнĕ.
Ку çурта Верăна ашшĕпе пиччĕшĕ туянса панă. Унччен хĕрарăм ачисемпе пĕрле мăшăрĕ патĕнче пурăннă. Этнескерте çуралнăскер Канаш районĕн каччипе çемье чăмăртанă.
Юттипе явăçнă
Тăхăр çултах амăшĕсĕр юлнă, унтан амаçурипе çитĕннĕ Вера шкулта 11 класс вĕреннĕ. Аттестат илсен Сĕнтĕрвăрри хулинчи училищĕре повар ăсталăхне туптанă. 21 çулта Пратьякасси йĕкĕтне качча тухнă. Валерий Григорьевпа вăл вунтăватă çул пурăннă. Çак тапхăрта туйăмсем çирĕпленсе çитмелле пек. Анчах çутă тĕнчене ултă ача килни те упăшкипе арăмне çемьене упраса хăварма пулăшман.
Валерий малтан колхозра комбайнерта, механизаторта вăй хунă. Унтан чылай ар пекех инçетри хуласене ĕçлеме кайнă. Вера каланă тăрăх, вăл ентешĕсемпе пĕрле Коми Республикине халĕ те çÿрет. Ирĕке иленнĕ арçын айккинче урăххине тупнă имĕш.
— Валерăран вунă çул аслă теççĕ, — терĕ 43-ри Вера Альбертовна мăшăрĕн еркĕнĕ пирки. — Çав хĕрарăмăн хĕрпе ывăл пур пулмалла. Мăшăрпа вăл Канашра, лешĕн хваттерĕнче, вăрттăн тĕл пулнă. Кайран пĕрлех пурăнма тытăнчĕç.
— Эсир вăл хĕрарăма курнă-и? Тен, ачăрсен ашшĕ пирки суя сăмах çÿрет? — ыйтрăм Вера Альбертовнăран.
— Пĕр-пĕрне сутакансем пур вĕт Çĕр çинче. Мана систерчĕç. Каярахпа хам та сăнама пуçларăм. Мăшăрпа пĕрле ĕçлеме çÿрекенсем яла ирех килетчĕç пулсан Валера кăнтăрла иртсен çеç таврăнатчĕ. Çур куна ăçта, кампа ирттерни паллă ĕнтĕ. Тем вăхăтран хăй те ютти пуррине пытармарĕ, — чунне уçрĕ хĕрарăм.
Савнă çын урăххипе улталанине каçарма питĕ йывăр. Çапах ултă ачапа тухса кайса тĕрĕсех тунă-ши Вера? Тен, уйрăлмашкăн тепĕр сăлтав пулнă? Хĕрарăм каланă тăрăх, вĕсем йĕркеллех пурăннă, арçыннăн тĕп килĕнче йăва çавăрнă. Çĕнĕ çын мăшăрĕн амăшĕпе чиперех хутшăннă. Хуняшшĕне курман, вăл Этнескер хĕрĕ качча пыричченех çĕре кĕнĕ.
Ачисемпе пĕрле хăй çуралнă района таврăннă хыççăн Вера Альбертовнăн пурнăçĕ хăш еннелле сулăннă-ха?
Тăрантаракан пур
Нумай ачаллă хĕрарăм упăшкинчен уйрăлса килсен пĕр вăхăт килте ларнă, унтан Шуршăла ĕçе çÿреме тытăннă. Вăл поварта, тирпейлÿçĕре тăрăшнă. Чун тĕпренчĕкĕсем пĕчĕкрех пулнăран тата çÿреме кансĕртен Вера ĕçрен кайнă. Тем вăхăтран Çĕнĕ Шупашкарта, арматура çыхнă çĕрте, вырăн тупнă. Унта сменăпа ĕçленĕ. Кÿршĕ ялтан ĕçлеме машинăпа каякан пулнă. Вера вĕсемпе çÿренĕ. Анчах унта та нумай тытăнса тăман вăл.
— Пĕрле çÿрекенсемпе манăн смена пĕр килмерĕ, çавăнпа ĕçрен кайрăм. Тата ун чухне организацире çынсен йышне чакарма тытăнчĕç, — ăнлантарчĕ вăл хăйне хÿтĕлесе.
Çавăнтанпа Вера Альбертовна ниçта та ĕçе вырнаçман. Хăй каланă тăрăх, вăл кил хуçалăхĕнче тăрмашнă. Анчах унта та кунĕн-çĕрĕн пилĕк авни сисĕнмест. Сакăр çулта /уйрăлса килнĕренпе çавăн чухлĕ вăхăт иртнĕ/ укçа-тенке пусăн-пусăн пуçтарса кил-çурта, хуралтăсене кăштах та пулин çĕнетме-юсама май килмен-ши вара? Паянхи кун пĕр пепкене те çитĕнтерме йывăр. Ултă ачана ура çине епле тăратмалли çинчен каламалли те çук.
Ялта ĕç вырăнĕ çукран хăшĕ-пĕри картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Вера Григорьева пĕр ĕне тытни пирки асăнчĕ. Анчах ăна кăçал пусма тивнĕ — ăш-чикне пралук лекнĕ. Урăх выльăх, чĕх-чĕп çук. Пахча çимĕçпе кăна çакăн пек йыша тăрантарса пурăнма пулать-и? Официаллă майпа ниçта та ĕçлеменрен Вера ача укçи те илмест. Кун пек çынсене те хĕрхенсен, те ятласан лайăх... Çакăн пек те пурăнма пулать иккен. Тăрантаракан тупăнсан. Хĕрарăма малтанхи упăшки тата хăйĕн ашшĕ пулăшаççĕ. Валерий Иванович ачасене ура çине тăратма укçа парать. Çи-пуç кирлĕ-и е апат-çимĕç-и — арçын туянать. Вера Альбертовна пĕлтернĕ тăрăх, Валера вĕсем патне тăтăшрах килсе çÿреме тытăннă, хăш-пĕр чухне эрнипех пурăнать. Тен, вĕсем малашне пĕрлех пулĕç?
— Эпир нихăçан та çыхăнăва татман. Уйрăлсан та ачасем ашшĕ патне çÿренĕ. Хам та пĕрре мар кайнă, Çимĕкре те унта пулнă. Асли Женя хăй çуралнă килте, ашшĕн çурчĕ вырăнне, çĕнĕ пÿрт хăпартасшăн. Строительство материалĕсене те туяннă. Халĕ вăл 20-ре. Хĕсметре тăнă хыççăн Мускава çÿреме пуçларĕ. Унран пĕр çул кĕçĕн Вадим çĕршыв умĕнчи тивĕçе Ингушетире пурнăçларĕ. Çу уйăхĕнче килчĕ те Кирова ĕçлеме кайрĕ. Вăл та пурăнмалли кĕтеслĕ пуласшăн, çак пÿрт вырăнне теприне çĕклесшĕн, — стенаран çакнă сăнÿкерчĕксенчи салтак тумне тăхăннă ывăлĕсемпе паллаштарчĕ амăшĕ. Григорьевсен чи кĕçĕнни çитес уйăхра вăтам класа куçĕ.
Аслă икĕ ывăлĕсĕр пуçне тăваттăшĕпе те тĕл пулма май килчĕ. Ачасем пурте Этнескерте кукашшĕ патĕнчеччĕ. Денис ытларах ун патĕнче пурăнать, 87-ри Альберт Ивановича пулăшать.
Шупашкарти коопераци техникумĕнче юриста вĕренекен Юля пире хăй пĕçернĕ тутлă пиццăпа, чейпе хăналарĕ. Вăл унта ăс пухнăшăн çулталăкра 40 ытла пин тенкĕ тÿлет. Сахал мар ку укçана ăна ашшĕ парать. Пике хулара малтан пÿлĕм тара тытса пурăннă. Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пулнăран общежитие куçнă. Лăпкăскер унти пурнăçа кăмăлламаннине пĕлтерчĕ.
Тăватă çул куçатпăр теççĕ…
Альберт Ивановичран хĕрĕ мĕншĕн çĕнĕ çурта пурăнма куçманни пирки ыйтрăм. Анчах çакăн çинчен ял-район пурнăçĕпе кăскăланса тăраканскертен, хаçат алăран яманскертен татăклă хурав илтеймерĕм. Калаçăва ачасем те хутшăнчĕç.
— Вăл çуртра эпир кун ирттерсе, çĕр каçса куртăмăр. Çумăрлă кунсенче çеç мар, хĕлле ăшăрах кунсенче те пÿрт тăрринчен шыв анать. Канализаци тулса ларать, шыв каймасть, — çĕнĕ çуртри çитменлĕхсем çинчен пĕлтерчĕç вĕсем.
— Пире çурт тавра карта тытса памалла пулнă. Кун çинчен строительсенчен асли патне хам кайса калаçрăм. Мана темĕн те пĕр каласа вăрçрĕ. Темиçе хут ыйтсан кăна хăйсен ĕçне туса пĕтерчĕç, — ăнлантарчĕ Юля.
Анчах çак кăлтăксем çинчен ачасен амăшĕ пĕр сăмах та шарламарĕ. Икĕ хутлă, 102 тăваткал метрлă, туалет тата çăвăнмалли пÿлĕмсемлĕ çĕнĕ çурта кăçал кĕркунне куçасси пирки пĕлтерчĕ вăл. Капмар пÿрте икĕ çул каялла туса панине аса илчĕ. Анчах иккĕ кăна мар, тăватă çул иртнĕ-çке. Тирпейлесе тăмасан кивĕ çурт çеç мар, çĕнни те юхăнать.
— Унта пÿрт кăна вĕт. Вите-сарай тумалла. Тахçан çав вырăна кăмрăк турттарнă, çавăнпа пахчана тăпра илсе килсе кĕркунне сухалаттарасшăн. Халĕ пурăнакан вырăнта çĕр лайăх. Хăмла тата чие çырлисенчен, хурлăханран компот-варени турăм, хăяр тăварларăм. Иргана вăхăтра татмасан кайăксем çисе яраççĕ. Пахча çимĕçе пуçтарса кĕртмесĕр ниçта та каяс килмест. Хĕлле ĕçе те вырнаçăп тен, — терĕ Вера Альбертовна.
Мĕшĕлти çурт таврашĕнчи хуралтăсем юхăннă. Мунча çук. Шыв ыйтăвĕ те çивĕч ку ялта. Григорьевсем шыв башнинчен шутласа пиллĕкмĕш урамра пурăнаççĕ. Вĕсем патне шыв аран-аран çитет. Колонкăран ирсерен 2-3 витре çеç илсе юлаяççĕ. Тата кирлĕ тĕк çырмаран турттараççĕ. Çумăр шывне те сая ямаççĕ — тултараççĕ.
Урхас Кушкă ялне куçсан шыв ыйтăвĕ канăçсăрлантармĕччĕ-ха вĕсене. Анчах Григорьевсем ку ĕçе тăватă çула тăснине кăçалах куçса пĕтĕç-ши? Ялта сарăлнă сăмаха ĕненес тĕк, вĕсем строительсен ĕçне пырса тĕрĕслемен. Апат та пĕçерсе çитермен вĕсене. Ĕçлекенсене хăналамалли пирки ниçта та çырса хуман пулин те чăвашăн йăли-йăрки çапла: пулăшакана, сан патра вăй хуракана çăкăр-тăвар сĕнмесĕр, чей ĕçтермесĕр ямалла мар.
Григорьевсен Урхас Кушка ялĕнчи çурта кайса куртăмăр. Тултан илемлĕ курăнса ларакан капмар пÿрте тавралла ашкăракан хытхура тĕссĕрлетет. Çурта çын иртсе çÿрекен вырăнта хăпартнă. Администраци ĕçченĕсем каланă тăрăх, Верăна çакă шиклентерет-тĕр. Унта куçсан ĕçлемелле, ÿсĕр çÿренине те, пахча çимĕç çумкурăк айне пулнине те кураççĕ. Шел те, Вера Альбертовна пирки ял-йышра ырă сăмах каланине илтеймерĕмĕр. Çапах унăн ачисене маттур, тăрăшуллă пулнăшăн ырлаççĕ.
Эпир вăл тăрăхра темиçе сехет çеç пултăмăр. Çавăнпа пĕрне мухтаса, теприне хурлама ирĕк çук. Çак çемьене темĕнле йывăр пулсан та ырри патне ăнтăлма, лайăх малашлăха ĕненме, тÿрĕ çулпа утма сывлăх сунас килет.
Елена ТРОФИМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас