Картишри илем иртен-çÿрене илĕртет

Муркаш районĕнчи Çĕньял Орининра пурăнакан Валерьян Викторовичăн хушамачĕ сумлă. Пушкинсен кил-çурт таврашĕ те хушамачĕ евĕр илемлĕ.

Картише кĕрсен пÿрт алăкĕ умĕнче выртакан кушака асăрхарăм. «Хĕвел питтинче хĕртĕнсе выртма, ну, ырлăх сана», — çапла шухăшларăм хураскере сăнаса. Çав вăхăтра чечек-курăк хушшинчен ман çине вун-вун куç тинкернине сисрĕм. Вĕсене картишре курнăран тĕлĕннипе çăвар хупăнмарĕ.

— Ăçтан тупрăр тăватă ураллă туссене? Хăвăр ăсталарăр-и? — кăсăклантăм куç умĕнчи хитрелĕхпе.

Валерьян Викторович «чунсемпе кайăксене» ывăлĕ хатĕрленине сăпайлăн пĕлтерчĕ.

Чăрăш айĕнче мулкачсем пытаннă. Вĕсене хир сыснипе çурисем хăратман-ши? Пĕчĕк пĕве хĕрринчи кăвакалсемпе чĕппине пысăк калта тивмест, туслă пурăнаççĕ. Тилĕ сулхăна пытаннă-ши е темме сыхлать-ши? Пушкинсем патĕнче «пурăнакан» кашкăр хăйĕн кĕтĕвĕшĕн тунсăхлать-тĕр — тăр кăнтăрлах «улать». Чечек-курăк хушшинче тăрнасем çÿреççĕ. Аистсем çÿл тÿпене кармашса йăва çавăрнă. Крокодилран хăраса пакшасем йывăç çине йăпăр-йăпăр хăпарнă. Картишри тĕлĕнмелле ÿкерчĕке курса хама асамлă тĕнчене лекнĕн туйрăм.

Малалла вулас...

Елена ТРОФИМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.