"Наркомăн" çĕр грамĕ

13 Çу, 2016

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче салтаксене эрех пани никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çак йăла хăçан пуçланнине пĕлес килет.

С.МИХАЙЛОВ.

Шупашкар районĕ.

Хĕрлĕ çар чаçĕсене эрех парасси 1939-1940 çулсенче финсемпе çапăçнă чухнех йăлана кĕни çинчен нумайăшĕ пĕлет ахăртнех. Ун чухне çанталăк питĕ сивĕ тăнăран салтаксене "ăшăнма" тата кăмăл-туйăмне çĕклеме оборона халăх комиссарĕ Климент Ворошилов 100 грамм эрех тата 50 грамм сало пама хушнă. Салтаксем кулленхи çак порцие "Ворошиловăн" е "Наркомăн" ят панă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ку йăла-йĕркене çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Оборона халăх комиссарĕн 1941 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчи хушăвĕпе "малти линире çапăçакан çарсен хĕрлĕ армеецĕсене тата командирĕсене кунне 100 грамм эрех" пама йышăннă. 1942 çулхи çуркунне эрех памалли йĕрке улшăннă: хаяр шĕвекпе "хавхалантару" меслечĕ пек усă курма пуçланă. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчен "çапăçури паллă ĕçсемшĕн" кăна /çын пуçне 200 грамм/ тивĕçме тытăннă. Ытти салтака уявсенче çеç — чÿк уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче, раштавăн 5-мĕшĕнче /Конституци кунĕ/, кăрлачăн 1-мĕшĕнче, нарăсăн 23-мĕшĕнче, çу уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче, утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче /Физкультурник кунĕ/, çурлан 16-мĕшĕнче /Авиаци кунĕ/, авăнăн 6-мĕшĕнче /Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунĕ/ тата полк уявĕнче — 100-шер грамм лекнĕ.

Совет çĕршывĕн ертÿлĕхĕ 200 грамм нумай тесе шутланă-ши? 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Оборона патшалăх комитечĕ çĕнĕ йышăну тунă: тăшмана тапăнса пыракан чаçсене 100 грамм памалла. Фронтăн лăпкăрах лапамĕсенчи салтаксене эрех малтанхи пекех уявсенче кăна лекнĕ. Сивĕсем тапрансан тата Сталинград çывăхĕнче хаяр çапăçусем пуçлансан 1942 çулхи кĕркунне эрех каллех çарсене "таврăннă".

Сивĕ хĕл хыçа юлсан тата Совет Союзĕ вăрçа çĕнтерÿпе вĕçлессине туйсан 1943 çулхи çу уйăхĕн 3-мĕшĕнчен малтанхи йĕркепе — "тапăнакан чаçсене 100 грамм, ыттисене — уявра" — усă курма пуçланă. Вăрçă пĕтиччен тек улшăну пулман.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.