Комментари хушас

13 Çу, 2016

Вăрçă вăхăтĕнчи тусĕсемпе çыхăну тытнă

1942 çулхи çуркуннепе çулла комсомолецсене гварди миномет чаçĕсене, хĕрсене вара сывлăш оборонин çарĕсене суйласа илесси тата мобилизацилесси çинчен калакан хыпар Тутар Республикинчи мĕнпур комсомол организацийĕ тăрăх çиçĕм пек хăвăрт сарăлнă. Çав кунсенче комсомол комитечĕсене тата çар комиссариачĕсене заявлени çыракан нумай пулнă.

1942 çулхи чÿк уйăхĕнче темиçе теçетке хĕре çав çарсене илнĕ, вĕсен хушшинче Тутар Республикин Октябрьски /халĕ Нурлат/ районĕнчи Куракьелĕнче çуралнă Мария Якимовна Казакова та пулнă. Мĕнпур хĕре 379-мĕш уйрăм зенит-артиллери дивизионĕн йышне /379-ОЗАД/ илнĕ, ăна Тутарстанти хĕрсемпе яшсенчен комплектланă.

Хусанта кĕске вăхăтлăх вĕренÿ иртнĕ хыççăн Марийăна тантăшĕсемпе пĕрле фронта ăсатнă. 1943 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче дивизион Курска çитнĕ, çав кунах бомбăсем пăрахнă çĕре лекнĕ. Щигры станцийĕнче çар аэродромне хуралланă. Вĕсен прожекторсем, аэростатсем, пулеметсем, зениткăсем пулнă. Яшсемпе хĕрсем пурте питĕ çамрăк, анчах çав тери хастар пулнă, йывăр лару-тăрура çухалса кайман. Щигры станцийĕнче зенитчица-хĕрсем пĕрремĕш наградăсене тивĕçнĕ.

1943 çулхи авăн уйăхĕнче М.Казакова тăракан çарсем Днепр патне тухнă. 1943 çулхи юпан 28-мĕшĕнче хĕрсем Киев çывăхĕнчи Чернигов облаçĕнчи Бобрик станцийĕнче окоп чавса вырнаçнă. Днепр урлă каçма тата Украинăн тĕп хулине ирĕке кăларма хатĕрленнĕ.

1943 çулхи чÿкĕн 6-мĕшĕнче Киева ирĕке кăларнă, раштавăн 15-мĕшĕнче 379-ОЗАД Днепрăн сулахай çыранĕ хĕрринчи Дарница чукун çул станцине хураллама тытăннă. Дарница станцийĕнче Мария çарти тусĕсемпе пĕрле 1943 çулхи раштавăн 15-мĕшĕнчен тытăнса 1944 çулхи авăнăн 12-мĕшĕччен тăшмансемпе çапăçнă. Тăшман авиацийĕ Дарница чукун çул узелĕ çине çеç чÿк уйăхĕнче 19 хут тапăннă, фугаслă 263 бомба пăрахнă. Анчах пирĕннисем çирĕп тăнă, çав вăхăтра вĕсем 75 самолета персе антарнă, вĕсенчен 22-шĕ — истребительсем. «Катюша», «Жди меня» пек юрăсем ывăннине тата салтак пурнăçĕн йывăрлăхĕсене чăтса ирттерме пулăшнă, çитес çĕнтерĕве шанăç кÿнĕ.

Çапăçусенче пуç хунă, батарея çумĕнче пытарнă тантăшĕсемпе сывпуллашсан 1944 çулхи авăнра дивизион çула тухнă. Зенитчицăсем СССРпа Румыни чиккинчен каçнă. Кĕçех вĕсем Румынири Бакэу хули çывăхĕнче Быстрица юханшывĕ урлă выртакан чукун çула тата кĕпере хураллама тытăннă. Ку вăхăт тĕлне мĕнпур совет çĕрне фашистсенчен тасатнă. Совет çарĕсем Германи чуралантарнă çĕршывсен халăхĕсене пулăшма тытăннă. Румыни, Югославин çурçĕр пайĕ урлă иртсе Венгри чиккинчен каçнă. Пушăн 14-мĕшĕнче Батасек чукун çул станцине хÿтĕлеме тытăннă. Хула тирпейлĕ, таса, ишĕлнĕ çуртсем çук. Пÿртсем пысăках мар, пурин те садсем. Чи пĕлтерĕшли — хулара вĕсем килнĕ çĕре пĕр çын та пулманни, çакă хĕрсене тĕлĕнтернĕ. Çынсем майĕпен таврăнма пуçланă. Хĕрсем çине хаяррăн, кăмăлсăррăн, шикленсе пăхнă. Унта çĕрлесерен пăшалсенчен, автоматсенчен пенĕ сасăсем илтĕннĕ. Анчах фашистсен авиацийĕ Батасек çине тапăнман. Вăрçă вĕçленсе пыни туйăннă, пирĕн çарсем вăл вăхăтра нимĕçсен çĕрĕ çине кĕнĕ-çке. 1945 çулхи акан 16-мĕшĕнче вĕсем Берлин çывăхĕнче тăшмана аркатнă. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Берлинри тăшман гарнизонне капитуляциленĕ, 8-мĕшĕнче вара Германие капитуляцилени çинчен калакан акта алă пуснă. Европăра вăрçă чарăннă, тăшмана хăйĕн çĕрĕ çинчех аркатнă.

1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕрле икĕ сехетре дивизион замполичĕ Бейзер майор мĕнпур дивизиона тревогăпа тăратнă, фашистла Германие капитуляцилени çинчен пĕлтернĕ. «Пирĕн савăнăçăн чикки çукчĕ. Эпир юрларăмăр, ташларăмăр, пĕр-пĕрне ыталарăмăр, чуптурăмăр, куççуль витĕр култăмăр. Эпир зениткăсенчен пĕрремĕш хут Çĕнтерĕве халалласа пĕр харăс петĕмĕр!» — аса илетчĕ Мария Якимовна. Çакă 379-мĕш ОЗАДăн юлашки залпĕ пулнă. Ирхине çар техникине çар позицийĕсенчен Батасекри гимназийĕн картишне илсе кайнă. Çĕнтерÿçĕ салтаксем те çĕрпÿртсенчен çав гимназиех куçнă. Унтан демобилизаци çинчен хушу çеç кĕтнĕ. Пурте малашнехи пурнăç çинчен ĕмĕтленнĕ. 1945 çулхи çурла вĕçĕнче демобилизаци çинчен приказ илнĕ. Вăрçăра пиçĕхнĕ, паттăр, хăюллă тата чипер хĕрсем медальсемпе тăван енне таврăннă.

Анчах тăван кĕтесĕ мĕнле кĕтсе илнĕ-ха вĕсене, шăпи еплерех пулнă? Марийăн ашшĕпе амăшне хăйсен кĕçĕн хĕрне вăрçа ăсатма çăмăл пулман. Вĕсен аслă ывăлĕ Леонтий вăрçăра пуç хунă, Леонтин ывăлĕ Питрав та вăрçăра вунсаккăртах вилнĕ. Мария ашшĕпе амăшĕ патне хăйĕн сăнÿкерчĕкне ярса панă: çамрăк чăваш хĕрĕ çар тумĕпе, вăрăм çивĕтпе. Тепĕр енне чăвашла çырнă: «Асăнмалăх — аттепе аннене». Шел, вăл сăнÿкерчĕк халь çук.

Килĕнче, Куракьелĕнче, Марийăна питĕ кĕтнĕ. Ăна амăшĕпе ашшĕ, аппашĕсем, тăванĕсем тата ял-йыш кĕтсе илнĕ. Шел, вĕсен хушшинче пиччĕшĕпе /Леонтий, чăвашла Левенттей тенĕ ăна, çав пиччĕшĕн ывăлĕ /Петр, Питрав тенĕ ăна/ пулман, вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă. Вăрçă хыççăн М.Я.Казакова Нурлат станцийĕн чукун çулĕ çинче ĕçленĕ, кайран тивĕçлĕ канăва тухичченех нумай çул — Нурлатри сахăр заводĕнче.

Зенитчицăсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытнă. Пĕрремĕш тĕлпулăвĕ 1966 çулта Киевра иртнĕ. Мария Якимовна кашни тĕлпулăва кайма тăрăшнă. Вăл Мускавра, Ленинградра Вера Морозова тантăшĕ патĕнче, Симферопольте, Хусанта, Смоленскра пулнă. Курск пĕккинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 20 çул çитнине палăртнă çĕре кайнă, Щигрынче пулнă. 1986 çулта Смоленскра Николай Кругляков комбат 65 çул тултарнине палăртнă чухне юлашки тĕлпулу пулнă. Вĕсем ун чухнех питĕ сахаллăн юлнă, анчах хăйсен туслăхне, вăрçă çулĕсенчи асаилĕвĕсене упранă, çырусем çырнă, пĕр-пĕрне праçниксемпе, Çĕнтерÿ кунĕпе саламланă. Вĕсем, тантăшĕсемпе, вăрçă вăхăтĕнчи юлташĕсемпе хăйсен вăрçă вăхăтĕнчи çар çулне халалласа ятарласа значок тутарнăччĕ. Вăл халĕ те пур.

Шел, Мария Якимовна халь пирĕнпе пĕрле çук, анчах эпир ăна яланах асра тытатпăр. Вăл пурнăçа, ĕçе, пире, пĕртăванĕн ачисене, ачин ачисене, питĕ юрататчĕ. Вăл — Ленин, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсен кавалерĕ — вăрçă çулĕсемпе тепĕр хут иртнĕ теме пулать, анчах мирлĕ вăхăтра. Мария Якимовна ĕçленĕ организаци ертÿçисем çав тĕлпулусене çÿреме укçа-тенкĕ уйăрнă. 65 çул тултарсан ăна хваттер пачĕç, анчах пĕр çул иртсен вăл пурнăçран уйрăлчĕ. Вăл ыйтнипе унăн пĕртăванĕн хĕрĕсем масар çинче куççуль витĕр «В землянке» юрă юрланă. Пирĕн ветерансем çулсерен сахалланса пынă чухне куççуле тытса чарма май çук. Эпир вĕсене тата паттăр ĕçĕсене асра тытатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр.

Елена Федотова /Ермилова/,

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.