Archive - Çу 2016
мая 11th
Ветерансене чысларĕç
Уй-хир техника сассипе илемлĕ
Чылай хуçалăх тырă акса пĕтернĕ пулин те таврара трактор кĕрлевĕ илтĕнме пăрахмасть-ха. Хресченсем çĕрулми лартаççĕ, ăшша юратакан культурăсене варăнтараççĕ.
Леонид Якубович: Сирĕн республикăна килсен чун савăнать
Хурçă ута 60 çула яхăн çÿретет
Виктор ГОРБУНОВ: Тÿпере çăлтăрсем çуталаççĕ пулсан – ку ахальтен мар
Чылай чухне предприяти директорĕсем цифрăсемпе статистикăна мала хурса типпĕн те кичеммĕн калаçаççĕ. Чукун çулăн пĕрлештернĕ хуçалăхĕн генеральнăй директорĕ, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Виктор Горбунов пачах ун пеккисен йышĕнчен мар. Унăн кашни сăмахĕнче пурнăç çине тĕплĕн пăхни, кашни ĕç-пуçа философ куçĕпе хаклани палăрать. Ахальтен мар-тăр — яваплă должноçа йышăннă, «халăх тарçи» пулса çĕр-çĕр ыйтăва татса пама майсем шыранă хушăрах вăл поэзипе интересленет, чун-чĕринчен тарăн шухăшлă сăвă йĕркисем шăратса кăларать.
Наци сывлăхĕ - Раççей аталанăвĕн тĕрекĕ
Çĕнтерÿçĕсене тав тăватпăр, кашни паттăра асра тытатпăр
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнĕ кун çанталăк питĕ ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ: Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисене тата вĕсен йăхне малалла тăсакансене вăл та саламласшăн пулчĕ тейĕн. Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисем çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çеç мар, чылай маларахах пуçланчĕç. Уяв программи кашни район-хуларах темиçе куна тăсăлчĕ — Чăваш Енре ку праçнике кăçал та питĕ анлăн паллă турĕç. Шел, хаяр вăрçă çулĕсенче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн кĕрешнисен шучĕ çулсеренех чакса пырать. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1250 ветеранĕпе инваличĕ, "Блокадăри Ленинградра пурăннăскере" паллăпа наградăланă 49 çын, çул çитмесĕрех фашистсен пусмăрĕнче асапланнисем 79-ăн, вăрçăра пуç хунисен 62 арăмĕ, вилнĕ салтаксен тăлăха юлнă 5 пин мăшăрĕ, 18,9 пин тыл ĕçченĕ пурăнаççĕ. Вĕсем Çĕнтерÿ кунне — пирĕнте мăнаçлăхпа патриотизм туйăмĕ вăратакан, çав вăхăтрах куççуль кăларакан уява — савăнса та хумханса кĕтсе илчĕç.