Комментари хушас

11 Çу, 2016

Ветерансене чысларĕç

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа савăнăçлă тĕлпулу иртрĕ.

Воспитанипе социаллă ĕçсен проректорĕ Илья Царевский ректор тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Андрей Макушевăн саламне вуласа пачĕ. Унта ял хуçалăх институчĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи пĕлтерĕшне палăртнă.

«Пирĕн асаттесемпе мăн асаттесем пысăк йывăрлăх тÿснĕ. Астăвăм вĕсен тăванĕсемпе çывăх çыннисен, çавăн пекех Раççейри мĕнпур гражданин чун-чĕринче иксĕлмĕ. Пирĕн тивĕç — вăрçă тĕрĕслĕхĕн кашни тĕпренчĕкне тирпейлĕ упрасси, ветерансемшĕн ырми-канми тăрăшасси, пуç хунисен ячĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытасси, — тенĕ саламра. — Пурнăçри пĕлтерĕшлĕ хаклăхсене тĕпе хурассине, ветерансемпе вĕсен çемйисене куллен пулăшса тăрассине, çамрăк ăрăва чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнме пулăшассине пирĕн манма юрамасть. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ертÿлĕхĕ çак тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн пысăк тимлĕх уйăрать. Пирĕн вĕренÿ заведенийĕ Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пысăк тÿпе хывнă. Нумай преподаватель тата студент вăрçă пуçлансанах фронта тухса кайнă. Апла пулин те вĕренÿ тата ăслăлăх ĕçĕ чарăнман. Çутă пуласлăха, пирĕннисем çĕнтерессе çирĕп ĕненнĕ».

«Çĕнтерÿ урокĕнче» вăрçă çулĕсенчи юрăсем янăрарĕç. Ветерансем фронтри çапăçусене аса илчĕç. «Барс» çарпа патриот клубĕн членĕсем вĕсене тата тыл ĕçченĕсене чĕрĕ чечексем пачĕç.

Надежда ОСИПОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.