Комментари хушас

Кăçалхи ака уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Мускаври «Хăна керменĕ» курав комплексĕнче юбилейлă «Наци сывлăхĕ — Раççей аталанăвĕн тĕрекĕ» Х форум иртрĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри «Нацисен сывлăхĕн лиги» общество организацийĕ пухнă. Форум хăй ĕçленĕ çулсенче граждансен сывлăхне сыхлассипе тата тĕреклетессипе, халăх вилессине чакарассипе, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе, сывлăхлă апатлану культурипе, алкоголизма, табак туртнине тата наркомание профилактикăлассипе, халăх хушшинче спортпа сывлăха тĕреклетмелли программăсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене халалланă пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулса тăчĕ. Унăн ятлă-сумлă лапамĕнче çулленех сывлăх сыхлавне, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, физкультурăпа спорта анлă сарасси, тăван тавралăха сыхласси пирки çивĕч калаçаççĕ — ку тытăмсен ĕçĕ-хĕлĕ Раççей обществине пĕтĕмĕшле аталантарассине пысăк витĕм кÿрет.

Мероприятие уçмашкăн Пĕтĕм Раççейри «Нацисен сывлăх лиги» общество организацийĕн президенчĕ Лео Бокерия академик, РФ сывлăх сыхлавĕн, РФ спорт, РФ промышленноç тата суту-илÿ министрĕсен заместителĕсем Игорь Кагарманян, Павел Колобков, Сергей Цыб, Раççей патшалăх деятелĕ, РФ Правительствин Председателĕн пулăшуçи Геннадий Онищенко, Росздравнадзор тата Роспотребнадзор ертÿçисем Михаил Мурашко тата Анна Попова, общество деятелĕ Иосиф Кобзон юрăç тата ыттисем хутшăнчĕç.

2016 çулта форум «Общество сывлăхĕ тата сывлăха перекетлеме май паракан хутлăх йĕркелесси» темăпа иртрĕ. Унăн программине тематика конференцийĕсемпе «çавра сĕтелсене», дисциплинăсен хушшинчи дискуссисене, куратор экспозицийĕсене, ăнăçлă проектсен презентацийĕсене, технологи, продукци тата пулăшу куравĕсене кĕртнĕ. Ĕçлĕ калаçусене çĕршывăн 37 регионĕнчен пухăннă 5 пин çын ытла хутшăнчĕ. Вĕсем граждансен сывлăхне пурнăçăн тĕрлĕ сферинче — килте, йăлара, ĕçре, вĕренÿре, хула тата ял хутлăхĕсенче, физкультурăпа спортра, туризмра, сывă апатланура, урă пурнăçра, табака сивленинче — витĕм кÿрекен патшалăх, ведомство тата общество программисемпе килĕшÿллĕн ĕçе кĕртекен проектсене ăнăçлă пурнăçлакансен паха опычĕпе паллашрĕç, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç.

Виçĕ куна пынă «Сывлăх — кашнин валли» куравра çĕршывăн 31 регионĕн 100 яхăн представителĕ сывлăха йĕркелес тата ăна перекетлес енĕпе регионсен проекчĕсемпе программисене халăх умне кăларчĕ. «Пирĕн курав ятарлă ансăр отрасльпе çыхăннăскер мар, — палăртрĕ форумăн çумпредседателĕ Лео Бокерия академик.— Сывлăх инфратытăмне май пур таран кăтартма шухăшларăмăр: медицинăн хăйнеевĕр приборĕсенчен пуçласа шыв тасатмалли йăлари тытăмсем, федерацин медицина центрĕсенчен фермер хуçалăхĕсем, информацин комплекслă системисенчен хулари ача-пăча лапамĕсем, регионсен сывлăха çирĕплетмелли программисенчен общество пуçарăвĕсем, автор проекчĕсем тата ытти таранах. Çын ĕçлесе пурăнакан лапам унăн сывлăхĕпе туслă çыхăнура тăмалла. Пирĕн пĕрлехи тĕллев ăна çапла тăвассипе çыхăннă».

Пĕтĕм Раççейри Х форума тата курава пухăннисем — тĕрлĕ министерство, ведомство, общество организацийĕн представителĕсем, активистсемпе волонтерсем. Яланхи йăлапа курава Чăваш Республики те хăйĕн экспозицине тăратнă. Унта — министерство организацийĕсемпе республикăри санаторисен сиплев тата реабилитаци технологийĕсем, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине популяризацилекен тата инфекциллĕ мар вăраха кайнă чир-чĕр аталанăвĕн теветкеллĕх факторĕсене сирессипе çыхăннă социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕсем: ĕç вырăнĕнче сывлăха тĕреклетме хавхалантаракан «Хăвăнтан тытăн» корпораци программи, «Медицина — манăн чун туртăмĕ» проект. Çавăн пекех форумра «Пациент ырлăхĕшĕн» проекта презентацилерĕç.

Чăваш Енĕн экспозицийĕн ĕçне «Чăваш Республикин медицина ассоциацийĕ», «Сывлăхлă наци» ООсем, «Чăваш Ен» фонд сумлă тÿпе хыврĕç.

«Сывлăх — кашнин валли» куравра организаторсене, хăнасене тата форума хутшăннисене Чăваш Ен делегацийĕ кĕтсе илчĕ. Сăмах май, Мускаври чăвашсен диаспори унта çулленех наци тумĕ тăхăнса хутшăнать.

Экспозицие Лео Бокерия академик та пырса курчĕ. Вăл Чăваш Республикин делегацийĕн представителĕсене Дипломпа, «Наци сывлăхне тĕреклетмешкĕн хывнă тÿпешĕн» сертификатпа тата хрусталь паллăпа чысларĕ. Лео Антоновича та Чăваш Ен делегацийĕ асăнмалăх парнепе сумларĕ.

Форума тата курава иккĕмĕш çул ĕнтĕ çамрăксен «Хастар» общество организацийĕн председателĕн заместителĕ, республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен авторĕ Елена Светлая /Петрова/ çыравçă пуçаруллă хутшăнать. Кăçалхи мероприяти уншăн хăйнеевĕрлĕ тата уйрăмах хумхануллă иртрĕ.

2015 çулта «Нацисен сывлăхĕн лигин» представителĕнчен пирĕн ентеш сывă пурнăç йĕркин тата ГТО инструкторĕсене хатĕрлекен курссем ĕçлени çинчен пĕлнĕ те çав çулхи чÿк уйăхĕнче унăн пĕрремĕш практика занятийĕсенче пĕлÿ илнĕ. Ку çулталăк пуçламăшĕнче теори курсне ăша хывса Елена тест витĕр тухнă, ун хыççăн практика занятийĕсен иккĕмĕш курсне пĕтернĕ.

Кăçалхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Нацисен сывлăх лиги» общество организацийĕн вице-президенчĕ Николай Кононов Раççей регионĕсен 30 представительне «Хăна керменĕнчи» чаплă лару-тăрура «Сывă пурнăç йĕркин тата ГТО инструкторĕ» курсра вĕреннине çирĕплетекен свидетельство тата Пĕтĕм Раççейри «Нацисен сывлăх лиги» общество организацийĕн членĕн удостоверенине пачĕ.

Официаллă документсене илнĕ май Елена Николай Кононова тата курссен тĕп координаторне Ирина Спицинăна чĕререн тав турĕ тата лигăн пархатарлă ĕçне халалланă сăввине парнелерĕ.

«Пирĕнтен кашнийĕн ачалăхра футбол, волейбол, сĕтелçи теннис выляма, конькипе ярăнма тата йĕлтĕрпе чупма хăнăхтаракан çын пулнă. Вĕсен йышĕнче атте-анне е вĕрентекенсем кăна мар. Чылай чухне — спортăн вăл е ку тĕсне чунтан парăннисем: çитĕнсе çитнисем, аслă юлташсем, пĕр ÿсĕмрисем, картишĕнчи спортсменсем, пуçаруллă канăва пурнăç тĕллевĕ туса хунисем. Сывă пурнăç йĕркин инструкторĕсем çинчен сăмах пуçарнă май, шăпах çавăн пек çынсене тĕпе хуратпăр. Ĕçĕ кунта асăннă инструкторăн хуплашкаллă документ е диплом пурринче кăна мар, çын канăвне пĕлсе йĕркелеме пултарнинче, хăйне тата сывлăхне хакланинче, ăнтăлăвĕпе ыттисене хĕмлентерме хевте çитернинче. Хастар та пултаруллă, тĕслĕхĕпе ыттисене — çамрăксене те, аслă ăрурисене те — хавхалантаракан пуçаруçăсем хальлĕхе çитмеççĕ. Пирĕн тĕллев — ун пеккисене шыраса тупасси, вĕсене пулăшасси тата пĕр чăмăра пĕрлештересси», — çапла шухăшлать «Нацисен сывлăх лигин» президенчĕ, А.Н.Бакулев ячĕллĕ чĕрепе юн тымарĕсен хирургийĕн ăслăлăх центрĕн директорĕ Лео Бокерия академик.

П.ВЛАДИМИРОВА.

Шупашкар — Мускав

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.